Политика
![]() Алексей Ключников. forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗксенчен Вика Сорокина хатӗрленӗ коллаж «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) издательствӑпа полиграфи комплексӗн директорӗ пулма Алексей Ключникова сӗннӗ. Конкурс маларахах иртнӗ-ха, хыпара «Ҫыхӑнура» форумра паян пӗлтернӗ. Ертӳҫӗне суйлама республикӑн Экономика аталанӑвӗпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ятарлӑ конкурс ирттернӗ. Полиграфи предприятийӗн устав капиталӗ — 53,8 млн тенкӗ. Вӑл пӗтӗмпех Чӑваш Енӗн харпӑрлӑхӗ шутланать. Алексей Ключников 1972 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче бухгалтер учёчӗпе аудит ӑсталӑхне алла илнӗ. Банк сферинче 1995 ҫултанпа ӗҫленӗ. Перекет банкӗн 8613-мӗш пайӗнче тӗп бухгалтер ҫумӗ, тӗп бухгалтер, операци управленийӗн пуҫлӑхӗ, пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2010 ҫулта ӑна «Чӑвашкредитпромбанк» правленийӗн председателӗ пулма шаннӑ. Кайран вӑл Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацине ӗҫлеме куҫнӑ, унта 2016 ҫулччен гендиректор пулнӑ. Издательствӑпа полиграфи комплексӗнче Алексей Александрович халӗ ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Виктор Горбунов. МЦК–ЧЭМК сӑнӳкерчӗкӗ 71 ҫулти Алексей Судленков Регионсем хушшинчи компетенци центрне — Шупашкарти электромеханика колледжне ертсе пыма пӑрахассине эпир ҫу уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн директорӗ пулма 59 ҫулти Виктор Горбунова шаннӑ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе коллектива паян паллаштарнӑ. Ӗҫе Горбунов ыран, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, кӳлӗнӗ. 1962 ҫулта Пӑрачкав районӗнчи Любимовка ялӗнче ҫуралнӑ Виктор Александрович вӗренӳ сферинче нихӑҫан та ӗҫлемен. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫейӗн патшалӑхӑн ҫул-йӗр ҫыхӑнӑвӗн уҫӑ техника университетӗнче, Мускаври гуманитарипе экономика институтӗнче вӗреннӗ. Ҫак тарана ҫитиччен Горбунов транспортпа ҫыхӑннӑ предприятисенче ӗҫлесе пурӑннӑ. 1993 ҫултанпа «Пӗрлештернӗ чукун ҫул хуҫалӑхӗ» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӗ пулнӑ. Асӑннӑ предприятин устав капиталӗ — 12,5 миллион тенкӗ, обществӑн пӗртен-пӗр учредителӗ — Горбунов хӑй. Виктор Горбунов — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ, Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвне юлашки виҫӗ созывра кашнинчех суйланнӑ, юлашки икӗ созывӗнче асӑннӑ пухӑвӑн председателӗн ҫумӗ шутланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата депутат пулас кӑмӑллӑ ҫын авӑн уйӑхӗнчи суйлав пирки пуҫа хытах ватать. Мӗн тетӗн — авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче сасӑлав-ҫке. Ун чухне Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне тата Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине депутатсем суйлӑпӑр. Хӑш-пӗр ҫӗрте вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене хушма тата ҫӗнӗрен суйлав иртӗ. Кӑшӑлвирусран сыхланас тӗллевпе сасӑлав вӑхӑчӗ виҫӗ куна пырӗ: авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен. Суйлав ҫитнине сиссе урамсенче халех кандидатсен сӑнӗсене курма пулать. Пирӗншӗн, тӑван чӗлхемӗре сума сӑвакан чӑвашсемшӗн, чӑвашла ҫырни нимрен паха. Ҫавӑн пек баннера РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Жириновский архивӗнчи сӑн Владимир Жириновский ЧР Патшалӑх Канашне суйламнашкӑн кандидат пулса тӑнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» сайт пӗлтерет. Сӑмах май, ЛДПР партин председателӗ Владимир Жириновский унччен Шупашкар хула пухӑвӗн депутатне суйланма кандидат пулнӑччӗ. Хальхинче вӑл Патшалӑх Канашне суйланасшӑн. Ҫитес вӑхӑтра документсем Чӑваш Енри Тӗп суйлав комиссине ҫитӗҫ. Палӑртмалла: суйлав кӗркунне иртӗ, виҫӗ куна тӑсӑлӗ: авӑнӑн 17-мӗшӗнче пуҫласа 19-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ольга Чилибина. @leaders_of_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн промышленноҫпа энергетика министрӗн ҫумӗсенчен пӗрне, Сергей Лекарева, ӗҫрен хӑтарнине эпир иртнӗ эрнере пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Сергей Лекарев ведомствӑри сумлӑ вырӑнсӑр утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче юлнӑччӗ. Сумлӑ вырӑн темччен пушӑ тӑрас ҫук. ЧР Промышленноҫпа энергетика министерствинче те ҫавӑн пекех пулса иртнӗ. Унта министр ҫумӗ пулма тепӗр ҫынна тупнӑ та. Вӑл — Ольга Чилибина. Ольга Петровнӑна ведомствӑри пысӑк вырӑна шанса парасси ҫинчен калакан 588-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Инстаграмри @leaders_of_chuvashia страницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, Ольга Чилибина — сертификаци специалисчӗ. Ольга Петровна «Эксперт ГРУПП» тулли мар яваплӑ обществӑн коммерци директорӗнче ӗҫленӗ, вӑл менеджмент тытӑмне сертификацилекен орган ертӳҫи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() чувашинформ.ру сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Правительствинче ертӳҫӗ-кадрсенчен пӗринпе, министр ҫумӗпе, ҫыхӑннӑ черетлӗ йышӑну тунӑ. Хальхинче Промышленноҫпа энергетика министрӗн ҫумӗсенчен пӗрне ӗҫрен хӑтарнӑ. Ведомствӑри сумлӑ вырӑнсӑр Сергей Лекарева хӑварнӑ. Йышӑнӑва ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫапла вара Евгений Герасимов министр паянхи куна пӗр ҫумпа, Александр Кондратьевпа, тӑрса юлнӑ. Унсӑр пуҫне министрӑн пулӑшуҫи пур. Вӑл — Светлана Кузьмина. Сергей Лекарев 2002-2004 ҫулсенче республикӑн энергетика тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. «Чӑвашавтодор» предприятие панкрута кӑлариччен гендиректорӑн пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса та тимленӗ. Кадр улшӑнӑвӗ пирки каласан, аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Марина Трофимовӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ann-sch.lmn.su сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри чи пысӑк хуласенчен пӗри, Ҫӗнӗ Шупашкар каллех ертӳҫӗсӗр тӑрса юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев хулан сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Халӗ вара республика ертӳҫи Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкарӑн сити-менеджерне палӑртмалли конкурс комиссийӗн йышне палӑртнӑ. Йыша ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Николай Каргин, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ — Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ Николай Николаев, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑвашрессовпрофӑн председателӗ Василий Харитонов кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Правда ПФО» сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ ҫынна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн премьер-министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков алӑ пуснӑ. Вӑл министр ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Марина Трофимовӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, Марина Трофимова ку пукана 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ. Унччен вӑл асӑннӑ ведомствӑра инвестици пайӗнче вӑрман хуҫалӑхӗн экономикин секторӗн заведующийӗ пулнӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнченпе республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫне Мари Элӑн тава тивӗҫлӗ вӑрман ӗҫченӗ Эмир Бедертдинов пурнӑҫлать. Унӑн халӗ икӗ ҫум: Елена Хомченко тата Сергей Чепурнов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗнче участоксенчи суйлав комиссийӗсенче мӗн ятлӑ ҫынсем пуррине тишкерсе тухнӑ. Вӗсенче Елена ятлӑ хӗрарӑмсемпе Александр ятлӑ арҫынсем нумайрах иккен. Участоксенчи суйлав комиссийӗсенче Елена ятлӑ хӗрарӑмсем 578 ҫын таран иккен. Анлӑ сарӑлнӑ ятсенчен иккӗмӗш вырӑнта — Татьяна ятлисем (вӗсем 532-ӗн), виҫҫӗмӗшенче — Светлана (428). Арҫынсене илсен чи йышлисем — Александр ятлисем. Участоксенчи суйлав комиссийӗсенче ун пеккисем — 158-ӑн. Сергей ятлисем — 136-ӑн, Николайсем — 116. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Олег Николаев Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев халӑх ыйтӑвне хуравлама тӳрӗ лини ирттерессине пӗлтернӗ. Ҫынсемпе ҫавӑн пек мелпе калаҫассине пирӗн республикӑра йӑлана кӗртсе янӑ ӗнтӗ. Элтепертен министрсем те юлмаҫҫӗ. Вӗсем те ҫынсен ыйтӑвӗсене тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенче хуравлаҫҫӗ. Олег Николаев тӳрӗ эфира утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тухӗ. Ҫынсен ыйтӑвӗсене вӑл «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи https://vk.com/olegnikolaev21 тата Инстаграмри @oanikolaev1969 хӑйӗн страницисенче хуравлӗ. Халӑхӑн ыйтӑвне ҫырса та, сӑн тата видео ӳкерсе илсе те ярса пама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |