|
Пӑтӑрмахсем
Елчӗкри пӗр лавккара контрафактлӑ эрехпе суту-илӳ тунӑ. Ку тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Лавккана полици ӗҫченӗсем, район прокурорӗсем ҫитнӗ. 400 ытла кӗленчене лицензисӗр, продукци пахалӑхне ҫирӗплтекен документсемсӗр сутнӑ. Акциз маркисем йӗркеллӗ пулман. Тӗлӗнмелле те, контрафактлӑ эрехпе сутӑ тӑвакан лавкка полици участокӗпе, автовокзалпа юнашар вырнаҫнӑ. Анчах ку усламҫа нихӑш енчен те пӑшӑрхантарман. Ахӑртнех, вӑл эрех хӑвӑрт сутӑнса пӗтессе, ҫакна никам та асӑрхамасса шаннӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн эрехӗн партине экспертиза тумашкӑн ӑсатнӑ. Вӑл ГОСТпа килӗшсе тӑрать-и? Ҫын сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ мар-и? Экспертиза палӑртӗ. Елчӗк районӗн прокуратури усламҫӑ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Елчӗк районӗн прокурорӗ Василий Николаев хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарти Ефремов купса бульварӗнчи архитектура палӑкне вандалсем сиен кӳни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Унтанпа темиҫе кун кӑна иртрӗ. Палӑка тирпей кӳчӗҫ, сӑрӑсене тасатрӗҫ. Анчах вандалсем ҫырлахмарӗҫ курӑнать. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче бульварти «Хӗвел, Юрату, Ырӑлӑх, Телей чулӗ — Таганаит» палӑка каллех илемсӗрлетнӗ. Вандалсем хальхинче те палӑка ҫутӑ кӑвак тата сарӑ тӗссемпе сӑрланӑ. Унта йӗрке хулалҫисем ҫитсе ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма тӑрӑшаҫҫӗ. Шупашкарта (тӗрӗссипе, унта кӑнма мар) вандализм сарӑлни куҫкӗрет. Аса илтермешкӗн: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Текстильщиксен урамӗнчи Ленин палӑкӗ темпе айӑпа кӗнӗ. Унӑн постаменчӗ ҫине Украина ялавне ӳкернӗччӗ. Ҫак ӗҫшӗн ҫамрӑк каччӑна 1 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, инкек пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви шучӗпе, «Шкода-Октавия» атвомашинӑн 18 ҫулти водителӗ пӗр машинӑпа тепӗр машина хушшинчи инҫӗше тытса пыманнине пула хӑй умӗнче пыракан МАН автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Фура хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ та унпа «Пежо» пӗчӗк автобус, груз турттармалли «ГАЗель» тата ВАЗ-21099 автомашина пырса ҫапӑннӑ. Ҫынсене турттаракан пӗчӗк автобусра 19 ҫын пулнӑ. Пассажирсенчен чылайӑшӗ машина хыпса иличчен тухса тарнӑ. Водительпе икӗ пассажир хӗсӗнсе ларнине пула кабинӑрах чӗрӗлле ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм хыпса илнӗ тӑваттӑмӗш ҫын салонтан тухма хал ҫитернӗ, анчах васкавлӑ пулӑшу кӳрекен машина ҫитиччен вӑл вилсе кайнӑ. Инкекре 15 ҫын суранланнӑ. Паян пульницӑра 12-ӗн выртаҫҫӗ, вӗсенчен 8-шӗ — реанимацире. Инкек пирки «ҫул-йӗр правилине пӑснине пула асӑрханмасӑр икӗ е ытларах ҫынна вӗлернӗ» текен статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан «Шкода-Октавия» автомашина водительне тӗпчевҫӗсем ыйтса пӗлме чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнче ветеринари правилисемпе нормисене пахӑнманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Районти ветеринари службин ӗҫченӗсем чылай йӗркене пӑснӑ-мӗн. Ишекре ветеринари участокӗ пур. Анчах вӑл ӑҫта вырнаҫнӑ? «Шупашкар районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци» патшалӑх служби «Ёлочка» ача пахчин ҫуртӗнче вырнаҫнӑ иккен. Паллах, ку — ветеринари йӗркисене пӑсни. Кунти ветеринари участокӗн ӗҫченӗсем пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа чирлӗ чӗрчунсене регистрацилемелли журнала тытса пымаҫҫӗ. Вакцинаци ирттернине кӑтартакан актра иммунизаци тунӑ йытӑсен хуҫисен адресӗсене те кӑтартман. Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
Паян Шупашкар районӗнче, М7 федераци ҫулӗ ҫинче, Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче, пысӑк инкек пулнӑ. Унта кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пилӗк машина ҫапӑннӑ. Инкекре тӑватӑ ҫын вилнӗ, саккӑррӑн пульницӑна лекнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке Skoda автомобиль водителӗ кӗртсе ӳкерме пултарнӑ. Водитель правине нумаях пулмасть илнӗскер ҫула май пыракан MAN грузовика пырса ҫапӑннӑ. Лешӗ вара, йывӑрскер, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Шупашкар–Ҫӗрпӳ» маршрутпа пыракан "Peugeot" пӗчӗк автобус ҫине пырса кӗнӗ. Инкеке ҫавӑн пекех «Пежо» тата АвтоВАЗӑн 99-мӗш модельлӗ машини лекнӗ. Ку инкеке куҫҫульсӗр пӑхма йывӑр пулнӑ теҫҫӗ ӑна курнисем. ГАЗель хыпса илнӗ хыҫҫӑн виҫӗ пассажир тата водитель чӗрӗллех ҫунса кайнӑ. Паян кӗтмен ҫӗртен юр ҫуса лартнипе ҫул пӑрлакланма пултарнӑ текенсем те пур. Сӑнсем (13) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри Николай Ефимов тӳре-шарана хӑйне хваттер тивӗҫҫине ӗнентересшӗн ҫунать-мӗн. Кивӗ пӳртре вӑл пурӑнаймасть, анчах ҫӗнӗ хваттер уҫҫине ӑна памаҫҫӗ иккен. Асӑннӑ ялти Мелиораторсен урамӗнчи ҫав арҫын пурӑнакан ҫурта 2010 ҫултах ишӗлекеннисен йышне кӗртнӗ-мӗн. 40 ҫулхи ҫурт юлашки ҫулсенче куҫ умӗнчех ишӗлме тытӑннӑ. Ҫынсен хӗле валли вутӑ хатӗрлеме тивнӗ, шыва урамран йӑтнӑ, туалет та — урамра. Хӑтлӑх шутӗнче ҫурта хирӗҫ вырнаҫнӑ сарай тата пӗчӗк пахчана кӑна асӑнма пулать. Йӑтӑнса тӑракан штукатуркӑллӑ, аран тытӑнса тӑракан стенасемлӗ ҫуртран тухма ишӗлекен ҫурт программӑна кӗни пулӑшнӑ. Анчах ҫӗнӗ хваттер уҫҫи пурне те лекмен. Пиллӗкмӗш хваттерте пурӑнакан арҫына уҫӑ паман. Халӗ арҫын тӑванӗсем патне пурӑнма тухса кайнӑ, уншӑн тӑванӗ чунне ыраттарать иккен. — Унӑн прописка пулман, анчах хаттер укҫине вӑл тӳлесе пурӑннӑ, — арҫыннӑн тӑванӗ Станислав Ефимов. — Эпир администрацие те кайрӑмӑр, анчах усси пулмарӗ. Пиллӗкмӗш хваттер муниципалитет харпӑрлӑхӗнче шутланать иккен. Вырӑнти тӳре-шарасем арҫыннӑн ордер ҫук иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн пуҫиле ӗҫсене пӑхса тухакан коллегийӗ Республикӑри клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗн Гульсина Мусалимован аппеляци ҫӑхавне тивӗҫтернӗ. Ун тӗлӗшпе маларах кӑларнӑ приговора пӑрахӑҫланӑ пуҫиле ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухма янӑ. Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн тӳрисем айӑпланакана суд вӑхӑтӗнче хӳтӗленме май пулман тесе йышӑннӑ иккен. Мусалимова, сӑмахран, почерк экспертизи тума ыйтнӑ. Анчах унчченхи суд ҫав ыйтӑва тивӗҫтермен-мӗн. Мусалимова тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратурӑн халӗ ҫӗнӗрен пӑхса тухма тивӗ. Мусалимована сӗтев илнӗ тесе пӗлтӗрхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар хулин Калинин район сучӗ 8 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама тата 10 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑратнӑ тимӗр хут ҫинче кӑна юлнӑ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи икӗ усламҫӑ хӑйсен ӗҫне пуҫаратпӑр тесе хыснаран укҫа илнӗ те лава вырӑнтан та хускатман. Халӗ ку фактпа тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнче 25 икӗ каччӑ хӑйсен ӗҫне пуҫаратпӑр тесе асӑннӑ район администрацине бизнес-план тӑратнӑ. Вӗсенчен пӗри тимӗр-тӑмӑртан япала шӑратма пулнӑ, тепри — сӗтел-пукан кӑларма. Унтан хайхисем хӑйсен ӗҫне пуҫарма пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсене уйӑракан 300 пин тенкӗ укҫана илес шанчӑкпа хавхаланнӑ. Кӗҫех вӗсемпе вырӑнти тӳре-шара ятарлӑ килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Усламҫӑ пулатпӑр текенсене банк счечӗ ҫине кӗҫех 270-шер пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑйсенчен лешсен 30-шар пин тенкӗ уйӑрмалла пулнӑ. «Кӗмӗлне» илессе илнӗ те, ӗҫне пуҫарман. Халӗ вӗсене пысӑк виҫепе улталанӑ тесе пуҫиле майпа айӑплама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫынсем культура палӑкӗсене сыхлама, хаклама пӗлменни нумайӑшне тарӑхтарать. Мӗн ҫӗнни, лайаххи пур — аркатмалла, ҫӗмӗрмелле, сӑнсӑрлатмалла. Нумай пулмасть Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗн каҫмали вырӑна та такамсем ӳкерсе пӗтерни пирки хыпраланӑччӗ. Ҫак кунсенче Шупашкарта каллех вандалсен ӗҫӗ ҫынсен кӑмӑлне пусарнӑ. Хальхинче вӗсем Ефремов купса бульварӗнче алхаснӑ. Ку пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун ирхине «Ирӗклӗ сӑмах» вулаканӗ Ефремов купса бульварӗнчи чула такамсем сӑрӑпа илемсӗрлетнине курнӑ. Ӑна туристсем питӗ юратаҫҫӗ, унта сӑн та ӳкерӗнеҫҫӗ. «Хӗвел, Юрату, Ырӑлӑх тата Телей чулӗ — Таганаит» ятлӑ ҫав чул. Шупашкара ӑна Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Константин Ишутов блогер Чӑваш Енри паллӑ блогера Константин Ишутова вӗлерессипе хӑратнӑ имӗш. Кун пирки вӑл хӑйӗн блогӗнче пӗлтерни тӑрӑх интернет-хаҫатсенчен пӗри хыпарлать. «Chuvashiya» никпа «Чӗрӗ журналта» ҫыракан автор «Ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн полици пайӗнчен таврӑнтӑм, ҫула май заявлени ҫырса хӑвартӑм. Паянхи телефон шӑнкӑравне тахӑҫанаха кӗтнӗччӗ. Анчах мана ҫавӑн пекех сӗмӗсӗррӗн хӑратасса шутламанччӗ. Кун пекки хальччен пулманччӗ. «Ядринмолоко» АУОран хӑпма ыйтса шӑнкӑравланӑ чух та хитре те танлӑ пулнӑччӗ. «Диалога йӗркелеме» пӗлекен ҫынсене юрататӑп, анчах мана хирӗҫ тӑракансемшӗн ку вӑл пустуй пуҫару кӑна», — тесе ҫырнӑ Ишутов хӑйӗн блогӗнче. Блогер хӑйне епле номертен шӑнкӑравласа хӑратнине тата ҫав номере кам ячӗпе регистрациленине пӗлет имӗш. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл ку фактпа мӗнпур материала тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарасшӑн. Константин Ишутов социаллӑ политика темисемпе ҫырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
