Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

Инкек пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи кафесенчен пӗринче пулса иртнӗ. Унта хулара пурӑнакан 44 ҫулти арҫын канма пынӑ. Бильярдла вылянӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ. Кӑштахран вӑл сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑ та ҫывӑрса кайнӑ. Лӑпкӑн тӗлӗрекен ҫынна ыйхӑран вӑратса никам та кансӗрлес темен курӑнать. Кафене хупма вӑхӑт ҫитсен унта ӗҫлекенсем ӑна вӑратма пӑхнӑ. Анчах лешӗ сас-чӳ паманнине кура аптӑранӑ персонал васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекенсене чӗнсе илнӗ. Тухтӑрсем 44-ри арҫын вилнине палӑртнӑ.

Ку тӗслӗхпе халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Арҫынна такам вӗлернин йӗрри-паллине вӗсем асӑрхаман иккен. Ҫапах та вӗсем экспертсен татӑклӑ сӑмахне кӗтеҫҫӗ. Вара тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Тӑвай районӗнче пурӑнакан 43 ҫулти П. хушаматлӑ хӗрарӑма тепӗр ҫынна йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑплаҫҫӗ. Сучӗ хальлӗхе пулман-ха — айӑплавне вырӑнти район прокурорӗ ҫирӗплетнӗ.

Харкашу пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. Ун чух вӑл тата хӑйӗнпе пӗрле пурӑнакан арҫын паллакансем патӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ. Кӗвӗҫӗве пула иккӗшӗн хушшинче харкашу сиксе тухнӑ. Тарӑхса кайнӑ хӗрарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те арҫынна ҫурӑмран чикнӗ. Пӳлӗме кӗрсе тӑнӑ кил хуҫисене хӗрарӑм арҫын сӗтеле лектерсе савӑт-сапана ватрӑмӑр, арҫын ун ҫине персе анчӗ тесе суйнӑ имӗш. Кайран вӗсем киле тухса кайнӑ. Анчах арҫынна йывӑрлатса кайнине кура хӗрарӑм тухтӑрсене чӗннӗ. Шур халатлисем вӑхӑтра пулӑшу кӳнине кура ӑна ҫӑлса хӑварма май килнӗ.

Хӗрарӑм арҫынна суранлатнине йышӑнмасть-мӗн-ха. Прокуратура вӑл унччен те, 2007 ҫулта, алла ҫӗҫӗ ярса илнине пӗлтерет. Ун чух вӑл ӑна кӑкӑртан ҫӗҫӗпе чикнӗ, уншӑн ларса тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти хӗрӗн полицейскин аллине чӗрнепе чавнӑшӑн штраф тӳлеме тивӗ. Сахал мар… 10 пин тенкӗ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчев уйрӑмӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗр влаҫ представительне сиен кӳнӗшӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле хайхискер Шупашкарти пӗр кафере ӳсӗр пулнӑ, хӑйне йӗркеллӗ тытман. Вӑл кафе ӗҫченӗсемпе тата унта пынисемпе киревсӗр сӑмахсемпе калаҫнӑ. Лешсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем часах вырӑна ҫитнӗ. Йӗркене пӑснӑ хӗре машинӑна лартнӑ, лешӗ унта пӗр полицейскин аллине чавса пӗтернӗ. Эрех ӑсран тайӑлтарать ҫав. Ҫакна пулах хӗрӗн кӗсйинчен 10 пин тенкӗ кӑларма тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chv.aif.ru/incidents/1123645
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫак хыпарпа паллашсан чӑваш халӑх юмахӗ «Лаша шырани» аса килчӗ. Унта пӗр ҫын хӑйӗн айӗнчи утне виҫӗ кун шыранӑ тет. Вӑрнар районӗнчи пӗр хӗрарӑмпа та ҫакнашкалтарах пӑтӑрмах пулса иртнӗ.

50 ҫулти хӗрарӑм тырӑ ӑшне пытарнӑ пурлӑхне — 130 пин тенке — шыраса хӑшкӑлнӑ. Тупайман. Паллах, самаях пысӑк укҫана вӑрланӑ тесе шухӑшланӑ. ЧР ШӖМӗн «Вӑрнар» уйрӑмӗн ӗҫченӗсен кӗреҫе тытса укҫа пытарнӑ савӑта шырама тивнӗ вӗт. Районти уголовлӑ шырав уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Станислав Николаев каланӑ тӑрӑх, укҫана ҫав вырӑнтах тупнӑ. Хӗрарӑм пурлӑхне шыранӑ чухне савӑта шаларах тӗксе янӑ ҫеҫ. Сехри хӑпнӑ ахӑртнех, часрах йӗрке хуралҫисене чӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/item/2054884/
 

Пӑтӑрмахсем

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи техника инвентаризацийӗн бюровӗн директорне контрафактлӑ программӑсем усӑ курнӑшӑн суд тунӑ. Предприяти «AutoCad 2002», «AutoCad 2007», «AutoCad 2011» программӑсен оригиналӗпе мар, суя версийӗпе усӑ курнӑ иккен. Ҫакӑ ӗҫ пахалӑхне витӗм кӳмен те, анчах асӑннӑ программӑна шутласа кӑларнӑ фирмӑна 870 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн.

Суя программӑсемпе усӑ курнӑшӑн директора автор правине ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пӑснӑ тесе ҫулталӑклӑха условлӑ майпа ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен.

 

Пӑтӑрмахсем

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ хӗрарӑмсемшӗн кӑна мар, вӗсене савӑк парнелессишӗн кускалакан арҫынсемшӗн те уявран та уявӑн туйӑнать-тӗр. Анчах пурнӑҫра савӑнӑҫпа пӗрле хурлӑхӗ те пӗрлех ҫӳрет те, Шупашкарти пӗр ҫемьене ҫав кун хуйхӑ ҫитнӗ. Пролетари урамӗнчи 21/22-мӗш ҫуртра пурӑнакан 28 ҫулти каччӑ ҫав кун хӑй килӗ умӗнче ларакан машинӑра вилнӗ. Тӗпчевҫӗсем халӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ-ха.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑка такам вӗлернӗ тесе каламан. Каччӑна «ВАЗ-2115» маркӑллӑ машинӑра кабининче тупнӑ. Вут тивсе илнӗскерте. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шутланӑ тӑрӑх, каччӑ сӗрӗм тивнипе вилнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Яланлӑхах мар-ха. 30 кунлӑха. Шӑп та ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт Йӗпреҫри «Стройкомплект» тулли мар яваплӑ пӗрлешӗве прокуратура ӗҫлеме чарнӑ.

Ҫирӗп мера йышӑнма унта ют ҫӗршыв ҫыннисем ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Хайхисене, Узбекистанран килнӗ икӗ ҫынна, фирма каменщик вырӑнне тесе ӗҫе йышӑннӑ иккен. Анчах тӗрӗссипе лешсем тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакан евӗр тӑрӑшнӑ. Хут ҫинче пӗр тӗрлине, шучӗпе вара тепӗр майлине Миграци службин ӗҫченсӗем асӑрханӑ. Ку вӑл саккуна пӑсни пулать тесе судах ҫитнӗ. Ҫапла хӑтланнине суд Раҫҫей территорийӗнче ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫе саккуна пӑсса явӑҫтарни вырӑнне хурса йышӑннӑ та айӑплав вырӑнне фирмӑна 30 кунлӑха ӗҫлеме чарса лартнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫынна укҫа кивҫен парасси пулать-ха вӑл. Ара, кирлӗ чухне тус-юлташа пулӑшмаллах. Анчах палламан ҫынсене 100 тенкӗ те кивҫен пама хӑрамалла: шӑнман пӑр ҫине лартса ярӗҫ.

Шупашкарта пурӑнакан кинемей ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ-ши? Ҫынна пулӑшас тенӗ те хӑйех ҫурӑк валашка умӗнче тарса юлнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ кинемей патне урамра тӗттӗмрех ӳтлӗ, ҫӳллех мар икӗ арҫын пынӑ. Вӗсем хӑйсен тӑванӗсем пульницӑра пулнине, вӗсене васкавлӑ операци тумаллине пӗлтернӗ. Урӑх хуларан укҫа куҫарнӑ чухне вара пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ имӗш. Палламанскерсем кинемейрен кивҫен ыйтнӑ, ҫитес вӑхӑтра ӑна процентсемпе каялла тавӑрма шантарнӑ. Ватӑскер ҫывӑхри банкран 190 пин тенкӗ илнӗ те ултавҫӑсене тыттарнӑ. Кинемей хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартнине лешсем кайсан ҫеҫ ӑнланнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Вӑрӑ-хурахран асӑрханулллӑ пулмалла та… Ҫӗмӗрлере пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн хваттерне ҫаратасса шухӑшламан та ахӑртнех, ҫавӑнпа ҫӑраҫҫине алӑк умӗнчи кавир айнех хурса хӑварнӑ. Кукӑр алӑллӑскершӗн ку питех те меллӗ пулнӑ ӗнтӗ.

Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫав хӗрарӑм йӗрке хуралне ҫитнӗ, хваттерне ҫаратнине пӗлтернӗ. Вӑл ҫӑраҫҫине кашнинчех кавир айӗнче 5-мӗш класа ҫӳрекен ывӑлӗ валли хӑварнӑ-мӗн. Тӗлӗнмелле те, хӗрарӑм ҫӑраҫҫине ҫапла майпа пытарни арҫын ачана парса янинчен шанчӑклӑрах тесе шухӑшланӑ. Ача ӑна ҫухатасран хӑранӑ пулӗ. «Япалана лайӑх пытарас тесен чи курӑнакан вырӑна хур», — теҫҫӗ-ха та… Ҫак каларӑш пур чухне те тӳрре тухмасть ҫав.

Ҫав кун ҫӑраҫҫине кавир айӗнчен ывӑлӗ мар, вӑрӑ илнӗ. Хайхискер хваттер алӑкне ҫӑмӑллӑнах уҫнӑ та шала кӗнӗ — питӗ меллӗ! Хӗрарӑм киле таврӑнсан алӑк уҫӑ пулнине асӑрханӑ, ҫӑраҫҫи те «вӑрттӑн» вырӑнта пулман. Хваттертен планшет, DVD-плеер тата 1 200 тенкӗ «ураланнӑ». Кил хуҫи каланӑ тӑрӑх, хурах хӑналанма та вӑтанман: салатсене ҫисе янӑ, килте хатӗрленӗ хӗрлӗ эрехе ӗҫнӗ.

Полицейскисем хваттере тӗрӗслесен вӑрӑ питӗ асӑрханса ӗҫленине палӑртнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://news-r.ru/news/kriminal/21881/
 

Пӑтӑрмахсем

Вӑрмар районӗнчи ҫул-йӗр инспекцийӗн инспекторне сӗтев илнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплаҫҫӗ.

Тӗпчевҫӗсен шучӗпе 39 ҫулти полицейски пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче руль умне правасӑр ларнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Хайхин правине ҫулталӑк ҫурӑлӑха туртса илнӗ иккен. Сӗмсӗрленнӗ водителе 15 талӑклӑха ним мар хупса хума пултарнӑ. Анчах ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗ апла хӑтланас темен — административлӑ майпа явап тытарасси пирки хутсем ҫырасси вырӑнне 5 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ҫавӑн чухлӗ тӳлесен вӑл курнине курмӑш пулма шантарнӑ. Тӗрӗсрех, автомобилӗн саппас пайне сутакан лавккара хӑйӗн парӑмне ҫавӑн чухлӗлӗх тӳлесе татма сӗннӗ. Лешӗ килӗшнӗ.

Маларах вара ҫав инспектор хӑйӗн тӑванне ҫур литр эрехле пулӑшнӑ. Лешӗ Тӑвайӗнче пӗр хӗрарӑма машинӑпа ҫапса хӑварнӑ пулнӑ, сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ. Тӑван тӑванах тенӗ-тӗр ҫав — явап тыттарасси пирки ӗҫ пуҫарман. Хӗрарӑм вара ҫине тӑнӑ, ҫӑхав ҫырнӑ та айӑплӑ водителе 2 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

Сӗтев илекен инспектор ӗҫне ҫывӑх вӑхӑтра суд пӑхса тухӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 393, 394, 395, 396, 397, 398, 399, 400, 401, 402, [403], 404, 405, 406, 407, 408, 409, 410, 411, 412, 413
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та