Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
Кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке

издательствин тӗп бухгалтерне медальпе чысланӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Юманлӑхра Шупашкар юбилейне халалланӑ уяв иртнӗ.

«Шупашкар 555 ҫул тултарнӑ ятпа» юбилей медальне тивӗҫнисене те чысланӑ ҫав кун. Сумлӑ йышра Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп бухгалтерӗ Татьяна Журавлева та пулнӑ.

Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Геннадьевна предприятире чылай ҫул ӗҫлет, издательствӑна аталантарассинче унӑн тӳпи пысӑк.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall391792345_6159
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри ача, 12 ҫулти Степан Скипин, каникула ту ҫинче ирттернӗ. Вӑл Казбек тата Эльбрус тӑвӗсене парӑнтарма шутланӑ. Казбек ҫине 4 пин метра хӑпарнӑ, Эльбрус ҫине – 4300 метра. Малалла каяйман – вӑйлӑ ҫил, япӑх ҫанталӑк чӑрмантарнӑ.

Пӗлтӗр Степан ашшӗпе Эльбрусӑн хӗвеланӑҫ енне парӑнтарнӑ. Ун чухне 5642 метра хӑпарнӑ вӗсем. Степан – Раҫҫейре ҫакнашкал маршрута парӑнтарнӑ пӗрремӗш ача.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

«Раҫҫей миссисӗ» конкурса пирӗн ентеш Оксана Гаус хутшӑнасси пирки пӗлтернӗччӗ. Пӗтӗмлетӳсем паллӑ.

Оксана конкурсра «Раҫҫей спорчӗн королеви» номинацире палӑрнӑ. Каласа хӑварар: Оксана Гаус – 43 ҫулта, 3 ача ӳстерет. Ҫавӑн пекех вӑл – ӑнӑҫлӑ коуч. Оксана 2022 ҫулта «Чӑваш Ен илем миссисӗ» пулнӑ, пӗлтӗр «Ҫулталӑк персони»/«Ҫулталӑк хӗрарӑмӗ» премие илнӗ.

Питӗ хастар хӗрарӑм вӑл. Оксана ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, йӗтре тӗкес тата диск ывӑтас енӗпе Чӑваш Ен рекордсменки.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне хулинче пурӑнакан ветеран Иван Ермолаев 105 ҫул тултарнӑ. Иван Васильевич Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1939 ҫулта ӑна салтака илнӗ. Киле таврӑнма ӗлкӗреймен - вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Вӑл Чехословакие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӗве Хемниц хулинче кӗтсе илнӗ. 1946 ҫулта аслӑ старшинана демобилизациленӗ.

Иван Васильевича I степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-197770755_13037
 

Персона
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Шупашкар округӗнчи Чаканарта пурӑнакан Николай Фомиряков ОТР телеканалти кӑларӑмра ӳкерӗннӗ. Вӑл тӗрлӗ япаларан инструментсем ӑсталать. Ҫав шутра - пултӑранран, тростникран, тӗкрен. Унӑн хӑйӗн музыка пӗлӗвӗ ҫук, анчах республикӑра палӑрнӑ.

Николай Фомиряков - таврапӗлӳҫӗ, чӑваш историйӗпе культурин тӗпчевҫи, велоҫулҫӳревҫӗ, чылай кӗнеке авторӗ.

Сюжетпа аяларах кӑтартнӑ каҫӑпа кайса паллашма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_16059
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗмӗрле округӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнче пурӑнакан Роман Клячкин 10 ҫулта кӑна-ха. Ӑна вара халех ҫамрӑк фермер теме пулать. Вӑл хӑйӗн видеоблогне йӗркеленӗ, унта ялти пурнӑҫ пирки каласа кӑтартать.

Арҫын ача килти хур-кӑвакала, чӑх-чӗпе пӑхма пулӑшать. Пуласлӑхра вӑл ялтах юлма ӗмӗтленет, Рома ӗне, сурӑх, сысна, чӑх-чӗп усрасшӑн. Ӑна ялта пурӑнма питӗ килӗшет: унта хулари пек шавлӑ мар тет.

Ромӑна видеоблогра контент тума ҫемйи пулӑшать. Ача пӗҫерме те юратать. Уйрӑмах - икерчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_69376
 

Персона
t.me/chuv_prok каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuv_prok каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шӑмӑршӑ районӗнче ҫӗнӗ прокурор ӗҫе кӳлӗннӗ. Ку тивӗҫе Александр Данилов пурнӑҫлӗ.

Александр Евгеньевич 1984 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. 2007 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн Мари Элти прокуратура тытӑмӗнче ӗҫе кӳлӗннӗ. 2008 ҫулта Чӑваш Енӗн прокуратурин тытӑмӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2021 ҫултанпа республика прокуратурин пайӗсенчен пӗринче аслӑ прокурорта тӑрӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/4410
 

Персона

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ирсерен чупма тухать. Кун пирки вӑл «Ъ-Волга-Урал» МИХа панӑ интервьюра пӗлтернӗ.

Олег Николаев 6 километртан пуҫласа 13 километр таран чупать иккен.

«Ирсерен сахалтан та 6 километр чупатӑп, чи нумаййи — 12–13 км. Паллах, кашни кун мар, май килтерсе эрнере икӗ-виҫӗ хутчен тренировкӑна кайма тӑрӑшатӑп»,— ӗнентернӗ пуҫлӑх.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/3509
 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ патшалӑх ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ, актёр, режиссёр, Алексей Васильев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне тӗп режиссёр тата илемлӗх ертӳҫи пулса 30 ҫула яхӑн ертсе пынӑ.

Пулас актёр тата режиссёр Патӑрьел районӗнчи (халӗ округ) Каншел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 2010 ҫулта Шупашкарта вилнӗ.

 

Персона
Владимир Нагорнов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Владимир Нагорнов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Николай Енилин художник 85 ҫул тултарнӑ.

Николай Аристархович — чӑваш халӑх художникӗ.

Вӑл 1970 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ — университет) ӳнерпе графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1975—1980 ҫулсенче Шупашкарти 2-мӗш ӳнер шкулӗнче преподавательте, Шупашкарти 5-мӗш ӳнер шкулӗнче директорта, каярах вара И. Н. Яковлев ячӗпе хисепленекен пединститутра тӑрӑшнӑ, живопись кафедрин доценчӗ пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, [47], 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, ...202
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 15

1905
120
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та