Политика
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем политик тата саккун кӑларакан пулас текенсен конкурсне хутшӑнайӗҫ. Ҫӗнӗ конкурс пирки РФ Президент Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Кириенко нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи брифингра пӗлтернӗ. «Лидеры России. Политика» (чӑв. Раҫҫей лидерӗсем. Политика) конкурса пурнӑҫне обществӑпа политика ӗҫӗ-хӗлне, влаҫ органӗсен суйлавне хутшӑнас текенсем хутшӑнаяҫҫӗ. Сергей Кириенко ӗнентернӗ тӑрӑх, ку проект чи маттуррисене суйласа илме кирлӗ. Конкурсра тӗрлӗ политика партийӗсен пайташӗсем, тӗрлӗ шухӑшлавлӑ ҫынсем хутшӑнайӗҫ. Унта хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Пуш-ака уйӑхӗсенче конкурсҫӑсен ӗҫсене инҫет мелпе пурнӑҫламалла. Унтан ҫурма финалӑн куҫӑн тапхӑрӗ пулӗ, ҫу уйӑхӗнче — финал. Конкурса хутшӑнас тесен политическиелидеры.рф сайтра регистрациленмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Шупашкар хула администрацийӗ муниципалитет ӗҫченӗсене служба командировкине ямалли положени проектне хатӗрленӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, пысӑк тата тӗп ушкӑнри должноҫсене йышӑнакан тӳре-шара командировкӑна «СВ» купере кайӗ е бизнес-класлӑ самолетра вӗҫӗ, пысӑк комфортлӑ «виҫӗ ҫӑлтӑрлӑ» хӑна ҫуртӗнче пурӑнӗ. Анчах хӑна ҫурчӗн пӳлӗмӗн хакӗ талӑкра 10 пин тенкӗрен иртмелле мар. Администрацире ӗҫлекенсен салтавсӑрах командировкӑна каясран пӑрӑнма юрамасть. Паллах, хӑшӗ-пӗрин ку енӗпе ҫӑмӑллӑх пулӗ: ача кӗтекен хӗрарӑмсен, вӗренӳ килӗшӗвӗ вӑйра чухне ӗҫлекенсен, сусӑрсен. Сити-менеджера илес тӗк, ҫак условисем ӑна та пырса тивеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() pasmi.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енри МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗп прокурорӗ Василий Пословский отставкӑна кайма шутланӑ, рапорт ҫырнӑ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче, сӑмах май, Тӗп прокуратурӑран тӗрӗслевпе килмелле. Хальлӗхе Пословский ӗҫрен кайни пирки официаллӑ мелпе ҫирӗплетни ҫук-ха. Юлашки вӑхӑтра Василий Пословскин «хура йӗр» тейӗн. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче Раҫҫейри унчченхи тӗп прокурор Юрий Чайка ӑна ҫирӗп выговор панӑ (кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ). Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче прокуратурӑри пилӗк ӗҫчен Раҫҫейри хальхи тӗп прокурор Игорь Краснов патне ҫыру янӑ, унта хӑйсен пуҫлӑхӗ тӳрккес пулнине пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн Пословские пӑхӑннӑ пӗр ҫын журналистсене интервью панӑ, ҫакна РФ Тӗп прокуратурине тата РФ Следстви комитетне официаллӑ майпа хыпарлани тесе йышӑнма, Пословский тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма ыйтнӑ. Вӑл журналистсене каласа панӑ тӑрӑх, Пословский Кипрти офшортлӑ счетсем ҫине миллион-миллион евро кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫынсен пӗр ушкӑнӗ нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Борис Немцева аса илсе Шупашкарти тӗп урамсем утма палӑртнӑ. Ку ыйтӑва хула администрацине ярса панӑ. Анчах ку ыйтӑва тивӗҫтермен: саккунпа килӗшӳллӗн, Ленин проспектӗнче тата К.Маркс урамӗнче унашкал мероприятисем ирттерме юрамасть. Тӳре-шара Борис Немцева масар ҫинче, политика репрессийӗсенче вилнӗ ҫынсене халалласа лартнӑ палӑк умӗнче, (вӑл Б.Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ) ирттерме сӗннӗ. Семен Кочкин хастар кунпа пачах килӗшмест. Вӑл хирӗҫ ҫӑхав ҫырнӑ. Семен Кочкин ӗнентернӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 29-мӗшӗнче мероприяти пулать, анчах масар ҫинче мар. Сӑмах май, Борис Немцева 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Мускавра вӗлернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Элтепер администрацийӗ официаллӑ ҫынсемпе делегацисем валли банкетсемпе фуршетсем ирттерме аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 1,2 миллион тенкӗ. Банкет ирттермелли менюна улма-ҫырла вази, какай тата пулӑ ассорти, пулӑ, какай, хуплу, пулӑллӑ бутерброд, пан улми кукӑлӗ тата ытти кӗреҫҫӗ. Паллах, тата сӗткенсем пур. Аукцион ҫӗнтерӳҫи банкетсемпе фуршетсем йӗркелӗ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Аукцион пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивеҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Раҫҫей 24» федераци каналӗн ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Чӑваш Ен ертӳҫипе Олег Николаевпа Вера Красова журналист тӗл пулса калаҫнӑ. Олег Николаев Чӑваш Республикин ҫӗнӗ правительствине йӗркеленӗ чух мӗне тӗпе хуни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен умне лартнӑ тӗллевсемпе паллаштарнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, калаҫура ҫавӑн пекех ялсенчи тата хуласенчи демографи лару-тӑрӑвӗпе, сывлӑх сыхлавӗпе тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Интервью хӑҫан эфира тухассине Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи кӗске хыпарта асӑнманччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури ЧР экономика министрӗ пулнӑ Владимир Аврелькин тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Унпа пӗрле пӗр шухӑшлӑ пулнӑ Сергей Анисимов («Тасатакан биологи сооруженийӗн» экс-директорӗ) тата «Ордер» тулли мар яваплӑ общество директорӗ Ольга Филиппова та суд сакки ҫине ларнӑ. Судья Владимир Аврелькина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Унӑн кунсӑр пуҫне 3 ҫул патшалӑх тата муниципалитет службинче должноҫ йышӑнма юрамӗ. Анисимовпа Филипповӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Палӑртмалла: прокурор Аврелькина колоние 6,5 ҫуллӑха ӑсатма, 500 пин тенкелӗх штрафлама ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене Олег Николаева вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ хыҫҫӑн республика правительствинче самай улшӑну пулса иртрӗ. Унӑн тытӑмӗнче те, министр тилхепине пӗрисенчен илсе ҫӗнӗ ҫынсене тыттарнипе те. «Советская Чувашия» хаҫат Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пӗтӗмӗшле ҫулне шутласа кӑларнӑ. 855 ҫул иккен. Тата правительствӑра хӗрарӑмсем нумайланнине асӑрханӑ. Экономика пӗлӗвӗллисем те йышланнӑ. Чи ҫамрӑкки — Алла Салаева. Вӑл 40 ҫулта. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанчӗҫ. Сывлӑх сыхлав министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Степанов — 41 ҫулта. 42 ҫултисем — ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов, строительство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Героев, ӗҫ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алена Елизарова. Чи асли — спорт министрӗн тивӗҫсене пурнӑҫлакан Виктор Богаратов. Вӑл — 61 ҫулта. Хӑй Олег Николаев, сӑмах май, 50 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмне халӗ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынӑ. Малашне вӑл партин председателӗ пулмӗ, ку тивӗҫе урӑх ҫынна парӗҫ. Ҫакна парти ирттернӗ конференцире йышӑннӑ. Малашне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей партин Чӑваш Енри уйрӑмне Олег Моляков ертсе пырӗ. Вӑл - регионти уйрӑмӑн Канаш Бюровӗн секретарӗ. Нумаях пулмасть Олег Николаев вырӑнне РФ Патшалӑх Думинче депутат пуканне йышӑннӑ. Олег Николаев хӑй партирен каймасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев ӗҫрен кайни пирки сайтра ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл ӗҫрен кайнине урӑх ӗҫе вырнаҫассипе сӑлтавланӑ. 56 ҫулти Владимир Димитриев район администрацийӗнче 2016 ҫултанпа ӗҫленӗ, пуҫлӑх тивӗҫне икӗ ҫула яхӑн пурнӑҫланӑ. Ӗнер каҫхине влаҫ органӗсен порталӗнче Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ хушу тухнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Владимир Димитриев Гостехнадзорӑн регионти уйрӑмне ертсе пырӗ. Сӑмах май, вӑл ку ведомствӑра 2003-2016 ҫулсенчеч ӗҫленӗ. Вӑл ӑна 10 ҫул ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |