Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Иртнӗ уйӑхра прокуратура Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене тӗрӗсленӗ. Ведомство вӗсен тата арӑмӗсен, 18 ҫул тултарман ачисен 2018, 2017 ҫулсенчи тупӑшӗсене, пурлӑхӗсене тишкернӗ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ: депутатсем деклараци тӑратнӑ чухне йӑнӑшсем янӑ. Халӑх тарҫисем пурӑнман икӗ помещение, машина туяннине, арӑмӗн хваттерне сутсан илнӗ тупӑша, хваттер туяннине декларацире кӑтартман. Моторлӑ кимӗ, икӗ гидроцикл, хваттер, ҫӗр пайӗ, куҫман пурлӑх харпӑрлӑхра пулнине те пытарнӑ тӗслӗх пулнӑ. Пӗтӗмпе 25 депутатӑн декларацийӗнче йӑнӑш тупнӑ. Прокуратура Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Иван Моторин. Sovch.chuvashia.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев черетлӗ канӑва кайнӑ. ЧР Конституцийӗн 76-мӗш статйинче пӑхса хӑварнине шута илсе республика пуҫлӑхӗн тивӗҫне Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин (сӑнӳкерчӗкре) пурнӑҫлӗ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен канӗ. Апла пулсан вӑл республикӑн тӗп хули 550 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисене хутшӑнасси иккӗленӳллӗ. Михаил Игнатьев Элтепер унччен нихӑҫан та ҫулла канман. Кӑҫал вӑл хӗллеччен тӑхтас темен. Аса илтерер: Питӗрти пульницӑра сипленнӗ хыҫҫӑн Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗннӗччӗ. Ӗҫе тухиччен вӑл Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренине, иртен-ҫӳренпе калаҫнине Инстаграмра пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cheb.media сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ. Ку мероприятие Элтепер яланах хутшӑннӑ. Анчах хальхинче вӑл унта курӑнман. Кун пирки «Правда ПФО» сайт ҫырать. «Мероприятире пӗртен-пӗр кӗтменлӗх Михаил Игнатьев ҫукки пулчӗ», - ҫапла ҫырнӑ сайт. «Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, Элтепер ҫитес эрнерен каллех отпуска каять. Вӑл каннӑ чухне сывлӑхне малалла ҫирӗплетет-мӗн. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Михаил Игнатьев Питӗрти пульницӑра кардиологи уйрӑмӗнче сипленнӗ. Унтан вӑл утӑн 27-мӗшӗнче таврӑннӑ, Михаил Васильевич кун пирки Инстаграмри хӑйӗн страницинче те пӗлтернӗ. Пульницӑран таврӑнсан Элтепер ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫав кунах вӑл Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренӗ, иртен-ҫӳренпе калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Правда ПФО» сайтри сӑн ӳкерчӗк Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулмалли кандидата суйламалли конкурс иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: конкурс комиссийӗн ларӑвне ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ. Паян республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетесси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Министр ҫумӗн пуканне ӗнерхи конкурс ҫӗнтерӳҫине Павел Порфирьева шанса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Конкурс комиссийӗн ларӑвӗ Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулмалли кандидата суйламалли конкурс иртнӗ. Конкурс комиссийӗн ларӑвне ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ. Министр ҫумӗ пулма кандидатсене суйламалли конкурс иртессине маларах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче тата РФ граждан службин кадрӗсен управленийӗн тӗнче тетелӗнчи пӗрлехи тытӑмӗнче утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Министр ҫумӗн пуканне йышӑнас кӑмӑллисем иккӗн тупӑннӑ: Денис Валерианович Афанасьев тата Павел Николаевич Порфирьев. Конкурс комиссийӗн пайташӗсем Павел Порфирьев кандидатурине ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Григорий Сергеев Шупашкар ҫыннине Сартура РФ Президенчӗн тулли полномочиллӗ полпречӗ пулма шаннӑ. Ҫав ӗҫе Григорий Сергеев пурнӑҫлӗ. Григорий Витальевич 1983 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӑна Сарту тӑрӑхӗнче полпред тивӗҫне шаннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӑна полпред пулма ҫирӗплетнӗ. Григорий Сергеев 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацийӗнче патшалӑх граждан службин тата кадрсен пайӗнче тӗп специалистӗнче, консультантра ӗҫленӗ. 2008 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӑна маларах асӑннӑ пайри патшалӑх службин секторӗн заведующине лартнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл унта пай пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. 2009 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полпредствинче кадр ыйтӑвӗ, патшалӑх награди тата патшалӑх служби енӗпе канашҫӑра тӑрӑшма тытӑннӑ. Чулхула облаҫӗн полпречӗ те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Атӑл хӗррине уҫӑлма тухнӑ. Тӗрӗссипе, унччен те вӑл сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пынӑ-ха, спортпа туслипе палӑрать. Хӗлле йӗлтӗрпе, ҫулла ролик конькипе тата велосипедпа ярӑнать. Халӗ вӑл каллех Атӑл хӗррине уҫӑлма тухнӑ. Спорт тумӗ тӑхӑннӑ, хаваслӑ сӑнлӑ Элтепер ҫынсемпе калаҫнӑ, вӗсемпе сӑн ӳкерӗннӗ. Сӑн ӳкерчӗксен айне: «Хастар тата позитивлӑ ҫынсем ҫыран хӗрринче яланхиллех. Атӑл вӑй парать!» — тесе ҫырнӑ. Сӑн ӳкерчӗксене пӑхсан Элтепер мӗнпе ярӑнни паллӑ мар. Вӑл, ахӑртнех, уҫӑлса ҫӳренӗ. Атӑл ҫыранӗ хӗрринчи сӑн ӳкерчӗксене Инстаграма паян, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫур сехет каярах вырнаҫтарнӑ. Сӑн ӳкерчӗксен айне ҫак самантра тӑватӑ ҫын комментари ҫырнӑ. |
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтӗр тупӑш декларацийӗнче банк счечӗсене туллин кӑтартман-мӗн. Ҫакна прокуратура тӗрӗслев хыҫҫӑн тупса палӑртнӑ. Ведомство администраци ертӳҫи тӗрӗс мар кӑтартусем панине палӑртсан Шупашкарти депутатсен хула пухӑвне представлени панӑ. Хула пухӑвӗ Алексей Ладыкова дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ. Мӗнле майпа явап тыттарнине туллин кӑтартман. Саккунпа килӗшӳллӗн, муниципалитет тӳре-шарине асӑрхаттару, выговор пама е ӗҫрен кӑларма пултараҫҫӗ. Аса илтерер: Алексей Ладыков пӗлтӗр тӗп ӗҫ вырӑнӗнче 1 465 496 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, хушма тупӑш 3 пинпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Питӗрте пульницӑра кардиологи уйрӑмӗнче сипленни пирки хыпарланӑччӗ. Михаил Игнатьев Инстаграмри страницинче хӑйӗн пирки тӑтӑшах пӗлтерсе тӑрать. Хальхинче те ҫӗнӗ хыпар тупӑннӑ – Михаил Васильевич Чӑваш Ене таврӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, паян, Михаил Васильвич страницинче ҫапла ҫырнӑ: «Чӑваш Ене таврӑнтӑм. Пурне те тӑван тӑрӑхра салам яратӑп!» Аса илтерер: ЧР Элтеперӗ Питӗрти пӗр пульницӑра кардиологи уйрӑменче сипленнӗ. Администраци ертӳҫи Юрий Васильевич хыпарланӑ тӑрӑх, ку планпа пӑхса хунӑ сиплев пулнӑ. Анчах Элтепер пульницӑна ӗҫлӗ тӗлпулу хыҫҫӑн ӑнсӑртран лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сергей Григорьев Чӑваш Енӗн Раҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗн ҫумӗ пулма Сергей Григорьева шаннӑ. Ку хушӑва паян, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» (чӑв. Саккунсен пуххи) ярӑма вырнаҫтарнӑ. Сергей Вениаминович Григорьев унччен Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫав пукана ӑна 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, министерствӑри яваплӑ портфельпе ҫӳреме пуҫличчен Сергей Григорьев Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палатин Професси квалификацийӗсен сертификацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |