Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
freepik.com сайтри сӑн
freepik.com сайтри сӑн

Чӑваш Енре Пӗтӗм тӗнчери туслӑх клубӗ уҫӑлнӑ. Вӑл регионти Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗ ҫумӗнче ӗҫлет.

Клуба тӗрлӗ ҫӗршыври ҫамрӑксене килӗштерсе ӗҫлеме йӗркеленӗ. Клуб пилӗк енпе ӗҫлеме палӑртнӑ: «Медиа», «Предпринимательлӗх», «Граждан хастарлӑхӗ», «Регионсен уйрӑмлӑхӗсем», «Сообщество».

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канашра пурӑнакан Феликс Тихоновичпа Галина Ивановна Турхансем туй тунӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ - вӗсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.

Ҫемье пуҫӗ Канашри хула электросечӗсенче директорта ӗҫленӗ, Галина Ивановна ӗмӗр тӑршшӗпе фабрикӑра ҫӗвӗҫ пулнӑ. Феликс Тихонович Канаш хулин хисеплӗ ҫынни. Унсӑр пуҫне вӑл ЧР ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн хисеплӗ ҫыннин ятне тивӗҫнӗ. Вӑл - ӗҫ ветеранӗ те.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_11724
 

Республикӑра

Кӳкеҫре пурӑнакан Радецкисен ҫемйинче вуннӑмӗш ача ҫуралнӑ. Ашшӗпе-амӑшӗ арҫын ачана хӑйне евӗр ят панӑ: Себастьян.

Кэтэлин Петровипа Любовь Андреевна Радецкисен шухӑшӗпе, ача – чӑн-чӑн пуянлӑх. Вӗсем арҫын ача Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкӗнче ҫуралнине хӑйне евӗр паллӑ пек йышӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/chuvash_selo
 

Республикӑра

Роспотребнадзор ӗҫченӗсем Вӑрмар округӗнчи ҫӳп-ҫап полигонне тӗрӗслеме кайнӑ. Унта пушар тухнӑ.

Специалистсем ҫывӑхри ялти тата Вӑрмарти сывлӑша та тӗрӗсленӗ, унта тӗтӗм шӑршине тупса палӑртман.

Полигонра пушар авӑнӑн 16-мӗшӗнче тухнӑ, ҫулӑм 900 тӑваткал метра ярса илнӗ. Полигона «Водоканал» пӑхса тӑрать. Роспотребнадзор ӑна асӑрхаттару панӑ.

 

Республикӑра
nalog.gov.ru сайтри сӑн
nalog.gov.ru сайтри сӑн

Вӑрнар округӗнче Ҫӗнӗ ҫул тӗлне тивӗҫлӗ канури 6 ҫын пенси укҫине илеймен. Мӗншӗн тесен ӑна почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ /халӗ вӑл ӗҫлемест/ хӑйен кӗсйине чикнӗ.

Судра палӑртнӑ тӑрӑх, 2023 ҫулхи раштавран пуҫласа 2024 ҫулхи кӑрлаччен ҫак пуҫлӑх вӗсемшӗн хӑй алӑ пусса укҫине хӑй илнӗ. Пӗтӗмпе – 197 пине яхӑн тенкӗ.

50 ҫултискер ҫапла тунине прокуратура палӑртнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Судра вал айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/4615
 

Республикӑра
Росгварди тунӑ сӑн
Росгварди тунӑ сӑн

Атӑл леш енче Сосновка поселокӗпе юнашар вӑрманта тутӑхнӑ виҫӗ мина тупнӑ. Кун пирки Росгвардин дежурнӑй чаҫне авӑнӑн 13-мӗшӗнче шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Вырӑна ОМОН тухнӑ. Вӗсем кусем 82 миллиметрлӑ миномет минисем пулнине палӑртнӑ. Минӑсем тутӑхнӑ.

Йӗрке хуралҫисемпе пӗрле ятарласа вӗрентнӗ йытӑпа кинолог та пулнӑ. Йытӑ сирпӗнекен хатӗр пуррине систернӗ. Росгварди ӗҫченӗсем минӑсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине палӑртнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӑрачкавра та ҫурт стенине муралпа илемлетнӗ. Вӑл - Ульянов тата Коопераци урамӗсем хӗресленекен вырӑнта ларакан ҫурт ҫинче.

Ӳкерчӗкре пасар лапамне ӳкернӗ, унта хӗрсех суту-илӳ пырать. Палӑртмалла: кун пек мурал Пӑрачкавра - пӗрремӗш.

Сӑмах май, 2017 ҫулта ҫав вырӑнта йывӑҫран касса кӑларас енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс иртнӗ. Ун чухнехи юмахри сӑнарсем унтах юлнӑ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Кӳкеҫре тепӗр мурал хатӗр. Вӑл - Совет урамӗнчи 78-мӗш ҫуртра. Ҫурт стени ҫине чӑваш орнаменчӗн мозаикине ӳкернӗ.

Ҫак ӗҫ эскизне графика дизайнерӗ Артем Павлетич хатӗрленӗ. Ӳкерекенӗ - Сергей Петров.

Аса илтерер: Кӳкеҫре унччен те мурал хатӗрленӗччӗ. Унта Кӳкеҫ эмблемине тытнӑ чӑваш хӗрарӑмне ӳкернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_70479
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Сӗнтӗрвӑрри округӗнче 51 ҫулти арҫынна, вӑрманта ҫухалса кайнӑскере, виҫӗ талӑкран тупнӑ. Унӑн унччен инсульт пулнӑ, вӑл лайӑх калаҫайман.

Малтан тӑванӗсем сисчӗвленнӗ. Арҫын яланхи пек ирхине шӑнкӑравламан, телефонне тытман. Кун пирки полицие пӗлтернӗ.

Полицейскисем урамри камерӑсене пӑхсан вӑл маршруткӑна ларни палӑрнӑ. Водительтен ыйтса пӗлнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, уксахлакан арҫын юлашки чарӑнура тухса вӑрман еннелле кайнӑ.

Ӑна полицейскисем, ҫӑлавҫӑсем, «Лиза Алерт» нимеҫисем шыранӑ

Вӑйран кайнӑ арҫынна виҫӗмӗш кунхине тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Республикӑра

Шупашкарта пурӑнакан Марина Николаева инженер нейросетьпе ӗҫлекен специалиста вӗренсе тухнӑ.

Вӑл хулари ӗҫпе тивӗҫтерекен центра ӗҫ шыраса кайнӑ. Унӑн ачи шкулта вӗренме пуҫланӑ, ҫамрӑк хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫма ӗӗтленнӗ.

Карьера консультанчӗ ӑна аналитикӑра нейросетьпе усӑ куракан специалиста вӗренсе тухса ӗҫе выпрнаҫма сӗннӗ. Хӗрарӑм килӗшнӗ. Вӑл ҫав енӗпе ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗренме тытӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, [80], 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, ...679
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 27

1915
111
Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ.
1961
65
Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ.
1963
63
Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй