Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Хусанти ҫемье Мускавран таврӑннӑ чухне Сӗнтӗрвӑрри ҫул пӑрӑнӑшӗнче чарӑнса ларнӑ. Анчах вӗсене пулӑшма никам та чарӑнман.

Полици ӗҫченӗсем Сергей Федоровпа Александр Данилов вӗсене асӑрхасан чарӑннӑ. Ҫемье шартлама сивӗре пӗр сехет тӑнӑ иккен. Полицейскисем вӗсене хӑйсен машинине лартнӑ та сӳнсе ларнӑ машинӑна ҫывӑхри кафе таран туртса ҫитернӗ. Унта вара ҫемье Хусантан пулӑшу килессе кӗтсе илнӗ.

Ҫемье телеграм-каналта Чӑваш Енри полицейскисене тав тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Республикӑра
riadagestan.ru сайтри сӑн
riadagestan.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре газпа наркӑмӑшланнӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Пӗр талӑкра 7 ҫын шар курнӑ.

Ҫавна май республикӑра пурӑнакансене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Газ кӑмакисене тӗрӗс вырнаҫтармалла, унпа тӗрӗс усӑ курмалла. Кирек мӗнле кӑлтӑк сиксе тухсан та специалистене кӑмакана тӗрӗслеме чӗнмелле. Кӑмакана юсасси те, мӗн те пулин улӑштарасси те - специалистсен тивӗҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Улатӑрти ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем юр ҫинче выртакан арҫынна асӑрханӑ. Вӗсем ӑна машинӑна лартнӑ та васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Арҫын 20 градус сивӗре юр ҫинче самай вӑхӑт выртнӑ, пӳрнисене, питне тӑм илме ӗлкӗрнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу килсен инспекторсем арҫынна машинӑна вырнаҫтарма пулӑшнӑ, кайран пульницӑна ҫити ӑсатнӑ.

Ҫак арҫын, 39 ҫултискер, Хусантан мӑшӑрӗпе тӑванӗсем патне хӑнана килнӗ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Республикӑра
"За рулем" порталти сӑн
"За рулем" порталти сӑн

Шупашкартан Кӳкеҫе пассажирсене илсе ҫӳрекен 162-мӗш маршруткӑра билет хакӗ ӳснӗ. Анчах каҫхи 21 сехет хыҫҫӑн кӑна.

«Каҫхи тариф» 10 тенкӗ хӑпарнӑ. ЕТКпа тӳлесен - 40 тенкӗ, чӗрӗ укҫапа - 42 тенкӗ. Ахаль чухне билет ЕТКпа 30 тенкӗ тӑрать, чӗре укҫапа - 32 тенкӗ.

Расписанипе килӗшуллӗн, 162-мӗш маршрутӑн пӗрремӗш рейсӗ ирхи 5 сехетре ҫула тухать. Каҫхине юлашки рейс 23 сехет те 20 минутра каять.

 

Республикӑра
Яндекс.карттӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Яндекс.карттӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти «Малютка» ача-пӑчан ятарлӑ ҫурчӗ унччен республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑнӑ. Анчах иртнӗ ҫул вӗҫӗнче, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, республика ертӳҫи Олег Николаев йышӑну кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ача ҫуртне Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине панӑ.

Асӑннӑ ҫуртра ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ тин ҫуралнӑ ачасенчен пуҫласа тӑватӑ ҫул тултариччен пурӑнаҫҫӗ.

«Малютка» ача ҫуртӗнче – 189,75 штат единици.

 

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ҪҪХПИ экипажӗ М-7 ҫул хӗррипе утакан арҫын ачана асӑрханӑ. Вӑл Мускав еннелле утнӑ, хӑй макӑрнӑ, темшӗн хуйхӑрнӑ.

Йӗрке хуралҫисем арҫын ачапа мӗн пулнипе кӑсӑкланнӑ. 10 ҫултискер ашшӗ-амӑшӗпе хирӗҫнӗ те килтен тухса кайнӑ иккен. Инспекторсем ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Вӗсем арҫын ачана ашшӗ-амӑшӗпе мирлештересшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Нумаях пулмасть Етӗрнере ӳсӗр арҫын капӑр чӑрӑш ҫине хӑпарса кайнӑ та ӑна сиенлетнӗ.

Ҫак ӗҫе тунӑ 29 ҫулти арҫынна полицейскисем тата Росгварди ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӑл хулари тӗп чӑрӑша сиенлетсе хула администрацине 50 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Андрей Эдуардович /арҫын хӑйӗнпе ҫапла паллаштарнӑ/ каҫару ыйтнине видео ӳкернӗ. «Эпӗ айӑплӑ. Питӗ япӑх хӑтлантӑм. Каҫарӑр мана тархасшӑн», - тенӗ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/946
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Кӑҫал Чӑваш Енре пӗрремӗш ача Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн, ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 40 минутра ҫуралнӑ. Вӑл - хӗрача, Хулари 1-мӗш клиника пульницин пепкелӗх центрӗнче кун ҫути курнӑ.

Хӗрача 3720 грамм тайнӑ, 52 сантиметр ҫӳллӗш пулнӑ.

Хӗрачан ашшӗ-амӑшне саламлатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-133566427_1746
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан Марина Сайбель «Амӑшӗ героиня» ята тивӗҫнӗ. Мӑшӑрӗпе Андрейпа вӗсем 11 ачана воспитани параҫҫӗ: 9 хӗр те 2 ывӑл.

Марина халӗ тивӗҫлӗ канура, Андрей автошкулта вӗрентет. Ҫемье питӗ хастар, тӗрлӗ мероприятие хутшӑнать. Вӗсем кӗнеке вулама юратаҫҫӗ, каҫсерен пӗрле сасӑпа та вулакалаҫҫӗ.

Аслӑ ачисем пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупнӑ. Кӗҫӗннисем вӗренеҫҫӗ, университет пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-187003262_8754
 

Республикӑра

Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Автанкасси ялӗнче арҫынна шыраҫҫӗ. Унран виҫҫӗмӗш кун хыпар ҫук.

71 ҫулти Юрий Васильев раштавӑн 27-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Юрий Иванович 170 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ тата усси шуралнӑ. Вӑл ӑсӗпе арпашма, ҫухалса кайма пултарать. Килтен кайнӑ чухне тӗттӗм кофта, шӑлавар, резин атӑ, хӑлхаллӑ калпак тӑхӑннӑ.

Ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗ: Леонид (Енот) 89003319602.

 

Страницӑсем: 1 ... 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, [73], 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, 83, ...636
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, ку эрнере пессимистла кӑмӑл пулӗ. Ҫынсем халӗ сире хирӗҫ, ҫавӑнпа кӑмӑла кайман ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Тарӑхмалла мар, тӗнчери пулӑмсенчен аякра пулмалла. Хыпарсем ан пӑхӑр, тӗнче тетелӗнче те вӗсене ан пӑхӑр. Хурлӑхлӑ хыпар курас хӑрушлӑх пур.

Ҫурла, 23

1928
97
Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1953
72
Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри).
2005
20
«Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та