Сывлӑх
![]() gor-dez.spb.ru сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне республикӑра 11 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен вируса парӑнтармасӑр 323 ҫын сывлама пӑрахнӑ. Раштав пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 45 ҫын вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Пӗр талӑкра 120 ҫын инфекциленнӗ, 31 ҫын сывалнӑ тесе палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне 13295 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 12317-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 655 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() pressproject.gr сайтри сӑн Эрнекун кӑшӑлвируспа кӗрешессипе ӗҫлекен оперативлӑ штаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов статистикӑпа паллаштарнӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре килте амбулатори мелӗпе 3600 ытла пациент сипленет. Вӗсене 754 тухтӑр пӑхса тӑрать. Нумаях пулмасть республикӑра килте сипленекенсене тӳлевсӗр эмелсем пама тытӑннӑ. Министр республикӑна 31,7 миллион тенкӗлӗх эмел килни пирки пӗлтернӗ. Ку таранччен тухтӑрсем пациентсене 3221 рецепт ҫырса панӑ, 1805 ҫынна кирлӗ эмелсемпе тӳлевсӗрех тивӗҫтернӗ. «Пӗрремӗш эрнере 250-280 пациента тӳлевсӗр эмел панӑ, паянхи кун тӗлне вара – 1800 ытла ҫынна. Вӗсен шучӗ ӳссех пырать», - тенӗ Владимир Степанов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() samara.er.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре тепӗр 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ку таранччен 312 ҫын вилнӗ. Палӑртмалла: раштав уйӑхӗнче вируса пула 34 ҫын сывлама пӑрахнӑ. Чӳк уйӑхӗнче, 5 кунра, 16 ҫын вилнӗ. Пӗр талӑкра 128-ӑн инфекциленнӗ. Пӗтӗмпе 13175 ҫыннӑн организмӗнче кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Вӗсенчен 12286-шӗ сывалнӑ. Паян 27 ҫын чире парӑнтарнӑ тесе палӑртнӑ. «Кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 577 пациент килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет. Паллӑ ӗнтӗ: пульницӑра «пневмони» диагнозлӑ ҫынсем те выртаҫҫӗ, вӗсен анализӗнче кӑшӑлвирус тухман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвируспа чирлисене сиплекен тухтӑрсене кӑҫалхи чӳк-раштав уйӑхӗсемшӗн хушма укҫа тӳлӗҫ. Ҫакӑн пек хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Укҫана республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан медицина организацийӗсенче ӗҫлекенсене тӳлӗҫ. Укҫа кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирлӗ ҫынсене палӑртакансене тата чирлисене сиплекенсене тивӗҫӗ. Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн бригадисен врачӗсене пӗр сменӑшӑн 840 тенкӗ тӳлӗҫ, вӑтам тата кӗҫӗн медицина персоналне – 420 тата 213 тенкӗшер. Васкавлӑ пулӑшу машинин водителӗсене – 474 тенкӗ. Чирлисене пульницӑра сиплекенсен врачсене 960 тенкӗ хушма укҫа парӗҫ, вӑтам тата кӗҫӗн медперсонала – 474 тата 268 тенкӗшӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() mk-tuva.ru сайтри сӑн Пульницӑсенче практика тухакан студентсене 7-10 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Кун пирки хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ку, паллах, кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Чирлекенсем нумайран тухтӑрсем ӗлкӗреймеҫҫӗ, ҫитмеҫҫӗ. Ҫавна май ку ӗҫе медицина факультетӗнче вӗренекен студентсене явӑҫтарма шутланӑ. Чӳк-раштав уйӑхӗсенче пульницӑсенче практика тухакан студентсене укҫа тӳлӗҫ. Професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ учрежденийӗнчи ҫамрӑксене – 7 пин тенкӗ, аслӑ шкулта ӑс пухакан студентсене 10 пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Палӑртмалла: пульницӑсене 668 студента практикӑна янӑ, вӗсенчен 359-шӗ – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче вӗренекенсем. 309 студент – Шупашкарти медицина колледжӗнчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() weacom.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре пӗр талӑкра чирлекенсен йышӗ каллех ӳснӗ. Паян тепӗр 125 ҫын инфекциленнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 13047 ҫын кӑшӑлвирус ҫаклатнӑ. Вӗсенчен 12259-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра каварлӑ вируса пула тепӗр 8 ҫыннӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Ку таранччен 306 ҫын вилнӗ. Раштав уйӑхӗнче кӑна 28 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Юлашки талӑкра 158 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 482 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Республикӑра койкӑсен 23,4 проценчӗ пушӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 0,93-пе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Раштав уйӑхнче пирӗн республикӑна кӑшӑлвирусран вакцина кӳрсе килӗҫ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче вӑл ковид статистикипе паллаштарнӑ. Кӑшӑлвируса пула 306 ҫын вилнӗ. Сывлӑх сыхлав министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх,кӑшӑлвирусран 1012 доза вакцина килмелле. Прививкӑна чи малтанах врачсемпе вӗрентекенсене тата тӗрлӗ чир-чӗрпе чирлекенсене (вӗсем пирки хӑрушлӑх ушкӑнӗнчисем теҫҫӗ) тӑвӗҫ. Владимир Степанов ӗнентренӗ тӑрӑх, никама та ирӗксӗрлемӗҫ. Прививка умӗн тухтӑр пӑхӗ, вӑлах вакцинацилеме ирӗк парӗ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн прививка тума мӗнпур ҫын черете ҫырӑнайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() fb.ru сайтри сӑн Кунран-кун кӑшӑлвирусран вилекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Паян 8 ҫын сывлама пӑрахнӑ. Ку таранччен 298 ҫын вируса пула вилнӗ. Палӑртмалла: раштав уйӑхӗн пуҫланнӑранпа 20 ҫын чиртен сывалайман. Паян лайӑх хыпар пур: сывалакансем нумай пулнӑ. Пӗр талӑкра 332 ҫын сывалнӑ. 125 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ. Ку таранччен 12922 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 12101-шӗ сывалнӑ. Тухтӑрсем паянхи кун тӗлне кӑшӑлвируспа чирлӗ 523 ҫынна сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрҫӑ ветеранӗсен республикри клиника госпиталӗ Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Ӑна Диабетпа кӗрешмелли куна халалланӑ. Ҫынсене терапевт тата ансӑр специалистсем: невролог, отоларинголог, офтальмолог, кардиолог, гинеколог, эндокринолог — йышӑнӗҫ. Тухтӑр патне кайнӑ чухне медицина тӗрӗслевӗсене тата клиника анализӗсене пӗрле илсен лайӑх. Уҫӑ алӑксен кунне 8 (8352) 45-05-45, 8(8352) 45-07-70 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать. Госпиталь ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 49-мӗш ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Перекресток» суту-илӳ сечӗ лавккасенче кӑшӑлвирус тестне сутма пуҫланӑ иккен. Ҫав тестсем пирки мӗн шухӑшлани пирки паян Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ. Республикӑн патшалӑхӑн пысӑк лабораторийӗсенчен пӗринче, Республикӑн ӳтпе венерологи диспансерӗнче, ҫӗнӗ кӑшӑлвируса хӑвӑрт палӑртма темиҫе тест-тытӑмпа усӑ кураҫҫӗ-мӗн. Вӗсемпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ специалистсем ӗҫлеҫҫӗ. SARS-CoV-2 антигена палӑртмалли реагентсен пуххине Корейӑри «СД Биосенсор Инк.» фирма кӑларать иккен, теприне –(COVID-19 Ag Respi-Strip палӑртмаллине) Бельгири Coris BioConcept компани. Лавккари тестсене Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, тестсен пахалӑхне Росздравнадзор ҫеҫ тӗрӗслесе хаклама пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.10.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Порфирьевич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Горский Семён Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |