Сывлӑх
![]() gastritinform.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре кашни кунах кӑшӑлвирусран вилнӗ ҫынсем пулнӑ. Ҫав тапхӑртан пуҫласа 48 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗтӗмпе 161 ҫын кӑшӑлвирса пула вилнӗ. Ку таранччен 10198 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 8701-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 63 ҫын чирленӗ, 39 ҫын сывалнӑ, 3 ҫын вилнӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 1336 ҫын килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() РБК тунӑ сӑн Раҫҫейре килте кӑшӑлвирусран амбулатори мелӗпе сипленекенсем валли резерв фондӗнчен 5 миллиард ытла тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Ку укҫана килте сипленекен пациентсем валли тӳлевсӗр эмел пама уйӑраҫҫӗ. Пульницӑра выртман ҫынсен чирӗ шала ан кайтӑр тесе сипленмелли схема палӑртаҫҫӗ. Тухтӑр ҫырса панӑ эмелсене тӳлевсӗрех илме май пур. Ҫапла Раҫҫейре 640500 пациент тӳлевсӗр эмелсене тивӗҫмелле. Михаил Мишустин премьер-министр резерв фондӗнчи укҫа-тенке регионсене кӗске вӑхӑтра ҫитерме хушнӑ. Чӑваш Ене 45 миллион та 829 пин те 500 тенкӗ килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() poisknews.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран кашни кунах вилеҫҫӗ. 15 кунра 42 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ӗнер ав каллех вилнӗ – 3 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫапла ку таранччен 155 ҫын вируса парӑнтарайман. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 10074 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 8554-шӗ сывалнӑ. Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне республикӑра 1365 пациент пульницӑра е килте амбулатори мелӗпе сипленнине шута илнӗ. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-пе танлашать. Сӑмах май, малашне пульницӑран кӑшӑлвирус анализӗ «минус» паллӑпа килмесӗрех киле ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вакцинацилеме пуҫланӑ. Хальлӗхе Хулари клиника центрӗн тухтӑрӗсене прививка тунӑ. Сӑмах май, халӗ центр ковид-госпиталь пек ӗҫлет. Ку пульницӑна вакцина иртнӗ эрнерех ҫитнӗ. Анчах хальлӗхе вӑл нумай мар, тухтӑрсене кӑна прививка тӑваҫҫӗ. Хӑрушлӑх ушкӑнне кӗрекен тухтӑрсене пӗрремӗш вакцианцилеҫҫӗ. Ку йыша «Хӗрлӗ зонӑри» тата кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсемпе хутшӑнакан тухтӑрсем кӗреҫҫӗ. Прививка тунӑ тухтӑрсене халӗ сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паянтан пуҫласа пирӗн республикӑра пурӑнакан 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене, чӗрепе юн тымарӗсен, сывлӑш ҫулӗсен чирӗсемпе аптӑракансене килтен питех тухса ҫӳреме сӗнмеҫҫӗ. Вӗсен пульницӑна е аптекӑна каймалла, суд органӗсене е лавккана ҫитсе килмелле пулсан, йытӑ уҫӑлтарма, физкультурӑна тата зарядка тума ҫеҫ урама тухмалла. Ӗҫе каякан ватӑсене те ҫул ҫӳреме чармӗҫ. Ыттисен урам тӑрӑх питех ҫӳремелле мар. Ҫакӑн пек йышӑнӑва тӳре-шара ҫынсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Кӑшӑлвирус пирӗн республикӑра та аптӑратать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() life.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвируса пула вилнисен йышӗ 149 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра каварлӑ вируса пула 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 9956 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 8524-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 58 ҫыннӑн организмӗнче кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Паянхи кун валли тепӗр 27 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ кӑштах чакнӑ. Паянхи кун тӗлне 1283 пациент килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвируспа чирлекенсем пирӗн республикӑра тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри 9898 ҫынна ку чир ернӗ. Ҫав шутра 57 ҫын чирленине ӗнер шута илнӗ. Тӳрех палӑртар: ку вӑл – официаллӑ статистика ҫеҫ. Мӗнпур чирлисенчен 85,8 проценчӗ, е 8497 ҫын, сывалнӑ. Иртнӗ талӑкра ҫав шутран 116 пациента сывалнисен шутне илнӗ. COVID-19 вируса пула пирӗн республикӑри 145 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ун пек пӗрремӗш тӗслӗхе ака уйӑхӗнче шута илнӗччӗ. Асӑннӑ йышран пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ ытларах (52 ҫын) юпа уйӑхӗнче вилнӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра тепӗр виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() admpoyk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе ҫӗршыв тата республика шайӗнче тӗрлӗ мера йышӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Халӗ, сӑмахран, халӑх йышлӑ вырӑнсенче (лавккасемпе аптекӑсенче, общество транспортӗнче т.ыт.те) маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Кунсӑр пуҫне кафесемпе ресторансене, хавасланмалли-савӑнмалли тӗрлӗ учрежденисене ҫӗрле ӗҫлеме чарнӑ. Чӑваш Енри мӗнпур организацие ӗҫченсене килте ӗҫлеттерме сӗннӗ. Май килнӗ таран. Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштаб паян ларура ачасен кӗрхи каникулне епле йӗркелессине сӳтсе явнине пӗлтертӗмӗр-ха. Килте ӗҫлеттересси пирки шӑпах ҫавӑнта сӑмах хускатнӑ та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗн тӗп пульници тата Ҫӗнӗ Шупашкарти пульница кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пуҫланӑ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗрпӳ районӗн тӗп пульници те ятарлӑ режимра ӗҫлеме тытӑнӗ. Вӑл та ковид-госпиталь пулса тӑрӗ. Ку йышӑнӑва паян кӑпшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Малашне ҫак медорганизаци гриппа, ОРВИпе чирлекенсене тата ковид-госпитальсенче сипленекен пациентсене йышӑнӗ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, ковид-госпитальсем уҫни республикӑри ытти медицина организацийӗсенчи койка фондне йӗркелеме пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() domstrousam.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвиурспа вилнисен йышӗ кашни кунах ӳсет. Паянхи кун тӗлне тепӗр 3 пациент пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫапла майпа вирус республикӑри 142 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Ку таранччен 9841 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 8381-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 59 ҫын чирленӗ, 75 ҫын сывалнӑ. Палӑртмалла: юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре кашни кунах кӑшӑлвирусран вилнӗ тӗслӗхсем пулнӑ. Вунӑ кун хушшинче вирус 29 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.10.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Порфирьевич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Горский Семён Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |