Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх
yamalpro.ru сайтри сӑн
yamalpro.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре 10 кунра 26 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 3 ҫын вилни пирки пӗлтернӗ. Ҫапла ку таранччен 139 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Юлашки талӑкра республикӑра 58 ҫын чирленӗ, 108 ҫын сывалнӑ. Эпидеми пуҫланнӑранпа 9782 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 8306-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1337 ҫын кӑшӑлвирусран килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет.

Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,06-па танлашать.

 

Сывлӑх
balashover.ru сайтри сӑн
balashover.ru сайтри сӑн

Паян та Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран ҫын вилнине палӑртнӑ. Ҫапла пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ 136 ҫынна ҫитнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.

Юлашки талӑкра 58 ҫын чирленӗ, 40 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен республикӑра 9724 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 8198-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1390 пациент килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет.

Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,07-пе танлашать.

 

Сывлӑх
media.healthkurs.ru сайтри сӑн
media.healthkurs.ru сайтри сӑн

Тепӗр икӗ ҫыннӑн пурнӑҫеӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Палӑртмалла: республикӑра юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе кашни кунах инфекцие пула вилнисене шута илеҫҫӗ. Пӗр кун 4 ҫын таранах пулнӑччӗ. Ҫапла вилнисен йышӗ 135 ҫынна ҫитнӗ.

Ку таранччен 9666 ҫын кашӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 8158-шӗ сывалнӑ. Ку 84,4 процентпа танлашать. Хальлӗхе 1373 ҫын килте е пульницӑра сипленет. Юлашки талӑкра 99 ҫын сывалнӑ, 60 ҫын чирленӗ.

Кӑшӑлвирус сарӑлнӑран Роспотребнадзор маска режимне вӑйлатнӑ. Малашне общество вырӑнӗсенче кӑна мар, ҫын нумай пулакан вырӑнта та маска тӑхӑнмалла. Ку парковкӑсене, лифтсене те пырса тивет.

 

Сывлӑх

Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ май Варнар районӗн тӗп пульници малашне инфекциленнисене йышӑнма тытӑнӗ. Ытти пациентӑн пулӑшу ыйтма урӑх районти пульницӑсене кайма тивӗ.

Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе Вӑрнар районӗн тӗп пульницин стационар корпусӗ ковид-госпиталь пек ӗҫлеме тытӑннӑ. Кӑшӑлвируспа чирлисене ҫавӑнта сиплеҫҫӗ.

Хальлӗхе ача кӗтекен хӗрарӑмсен Ҫӗмӗрлери пульницӑна кайма тивӗ. Хирурги енӗпе Канашри пульницӑна ҫитмелле.

 

Сывлӑх

Шупашкарта тата тепӗр инфекци корпусӗ тӑвасшӑн. Вӑл Республикӑн клиника пульницин тытӑмӗнче пулӗ. Хальлӗхе проект тӑвассине пӗлтернӗ. Укҫа-тенке республика хыснине иккӗмӗш хутчен улшӑну кӗртнӗ чух пӑхса хӑварнӑ.

Республикӑн вице-пермьерӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ корпус тума 19,3 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ, ҫав шутран 11,7 миллион тенкине кӑҫал уйӑрӗҫ.

Сӑмах май, кӑшӑлвируспа, ӳпке шыҫҫипе, тӗрлӗ вирус чирӗпе аптӑракансем юлашки вӑхӑтра сахал мар. Ҫавна май пульницӑсенче хушма вырӑнсем йӗркелемелле. Ҫапла тума республика Элтеперӗ Олег Николаев паян Правительство ҫуртӗнче министрсемпе тата ытти тӳре-шарапа ирттернӗ канашлура яваплисене хушнӑ.

 

Сывлӑх
vestikavkaza.ru сайтри сӑн
vestikavkaza.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран ҫине-ҫинех вилеҫҫӗ. Ҫак каварлӑ вируса пула пурнӑҫран уйрӑлакансем кашни кунах пулаҫҫӗ. Хальхинче – виҫҫӗн.

Стопкоронавирус.рф портал пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ 133 ҫынна ҫитнӗ. Ӗнер кӑна 130 ҫынччӗ.

Пӗр талӑкра 56 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри 9606 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 8059-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1414 ҫын вирусран сипленет. Юлашки талӑкра 33 пациент кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67564
 

Сывлӑх
coronavirus-m.ru сайтри сӑн
coronavirus-m.ru сайтри сӑн

Паян, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, республикӑра тепӗр 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Палӑртмалла: юпан 20-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре кашни кунах кӑшӑлвирусран вилеҫҫӗ, кунне – 2 ҫынран кая мар. Ку таначчен каварлӑ вируса пула 130 ҫын пурнаҫран уйрӑлнӑ.

Пӗр талӑкра 55 ҫын инфекциленнӗ. Ку таранччен 9550 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 84 проценчӗ сывалнӑ – пӗтӗмпе 8026 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ. Юлашки талӑкра 108 ҫын сывалнӑ.

Паянхи кун тӗлне стационарта тата килте 1394 ҫын сипленет.

 

Сывлӑх
omskpress.ru сайтри сӑн
omskpress.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре пиллӗкмӗш кун ӗнтӗ кӑшӑлвирусран ҫынсем вилеҫҫӗ. Ӗнер виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ, паян – иккӗшӗн. Ҫапла вилнисен йышӗ 126-а ҫитнӗ.

Ку таранччен 9495 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 7918-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 58 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Чирлекенсен йышӗ 57 ҫын пулнӑ.

Паянхи кун тӗлне пульницӑсенче тата килте 1451 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,16-па танлашать.

 

Сывлӑх
ok.ru сайтри сан
ok.ru сайтри сан

124 ҫын – Чӑваш Енре ҫакӑн чухлӗ ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Паянхи кун тӗлне тепӗр икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Пӗр талӑкра 54 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. 48 ҫын сывалса тухнӑ. Ку таранччен 9438 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 7860-шӗ каварлӑ вируса парӑнтарнӑ.

Паянхи кун тӗлне 1454 ҫын килте е пульницӑра сипленет. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,14-па танлашать.

 

Сывлӑх

Республикӑн клиника больницин пульмонологи уйрӑмӗнертӳҫине Петр Павлова Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тав тунӑ.

Кӑшӑлвируспа кӗрешекен тухтӑрсене самай йывӑр тивет. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗ-эксперчӗ – пульмонологӗ Петр Павлов медицинӑра 20 ҫул ӗҫлет. Вӑл ертсе пыракан пульмонологи уйрӑмӗ ӳпкен йывӑр чирӗсемпе ӑнӑҫлӑ кӗрешет. Петр Ивановича ӗҫтешӗсем ҫеҫ мар, пациентсем те хисеплеҫҫӗ. Вӑл телемедицина мелӗпе республикӑри больницӑсенчи тухтӑрсене сӗнӳ-канашпа пулӑшать.

 

Страницӑсем: 1 ... 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, [93], 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, 103, ...184
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 09

1947
79
Матросов Юрий Петрович, чӑваш халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи