| 
  
     Пӑтӑрмахсем  
    
    ![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫӗрле, 2 сехет иртсен, Тӑвай районӗнче лаша вити ҫунма пуҫланӑ. Пушар Йӑнтӑрччӑ ялӗнче пулнӑ. Шел те, ҫулӑм 500 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче вырнаҫнӑ йывӑҫ витене тӗп тунӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Улатӑрта вара Хурӑнлӑ урамӗнчи 3-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте диван ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма 5 минутран сӳнтернӗ. 26 ҫулти кил хуҫине ҫӑлма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  
     | 
| 
  
     Пӑтӑрмахсем  
    
    ![]() t.me/pro_cheby каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти йӗрке хуралҫисем ҫын ӳкерсе хӑварнӑ 5 пин укҫана илнӗ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Хӗрарӑм сӑнпа пӑхсан 50-55 ҫулсенче, 160-165 сантиметр ҫуллӗш, ҫӳҫӗ вӑрӑм, сарӑ ҫӳҫне вӗҫӗнче хура тӗспе сӑрланӑ. Хӗрарӑм шурӑ рюкзакпа пулнӑ. Хӗрарӑма палласа илекенсене йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Аса илтерер: ҫын ҫҫхатса хӑварнӑ япалана илни те вӑрлани шутланать. Ҫавӑнпа та ют пурлӑха хапсӑнма кирлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  
     | 
| 
  
     Пӑтӑрмахсем  
    
    ![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 15 сехетре Канаш районӗнчи Шуркасси ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӑмӑл машина аварие ҫакланнӑ. Салонра ачасем те пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 33 ҫулти водитель руле итлеттереймен те кювета чӑмнӑ. Ҫавна май водитель, 33 ҫулти пассажир, хӗрарӑм, тата 7 ҫулти хӗрача аманнӑ. 12-ри тата 14 ҫулти ачасене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  
     | 
| 
  
     Пӑтӑрмахсем  
    
    ![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Улатӑр арҫынни 5-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Инкек утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хулари «Стрелка» микрорайонти 30-мӗш ҫуртра пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ҫав ҫуртра пӗрисем патӗнче хӑнара пулнӑ. Кӑштахран вӑл балкон ҫинче ҫывӑрса кайнӑ. Кил хуҫи хваттере питӗрсе тухса кайнӑ. Вӑрансан хӑна хваттертен тухас тенӗ. Кил хуҫине кӗтсе ларас темен курӑнать, балкон ҫинчен кӳршӗсен балконӗ ҫине каҫма шухӑш тытнӑ. Анчах алли вӗҫерӗнсе кайнӑ та персе аннӑ. Ӳксен вӑл вилмеллех аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  
     | 
| 
  
     Пӑтӑрмахсем  
    
    ![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк арҫын маркетплейсра ӗҫлесе илес тенӗ те укҫасӑр юлнӑ. 32 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, ун патне хушма укҫа ӗҫлесе илме сӗнсе ҫырнӑ ҫыру мессенджерсенчен пӗринче ҫитсе выртнӑ. Кунне 15-шер пин тенкӗ таран хушма укҫа тума пулать тесе ӗнентернӗ хайхисем. Ҫапла путӑр тесен нумаях та кирлӗ мар-мӗн, тавар айне «килӗшет» текен паллӑ лартмалла тата хӑш-пӗр продукцие туянмалла. Тӑкака ӗҫ укҫипе пӗрле саплаштарма шантарнӑ. Арҫын 164 пин тенкӗлӗх тавар туяннӑ. Укҫана каялла тавӑрма май килмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  
     | 
| 
  
     Пӑтӑрмахсем  
    
    ![]() https://vk.com/wall-134917368_15092 сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски районӗнче ватӑ хӗрарӑм ҫухалнӑ. 72 ҫулти Людмила Федоровӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Хӗрарӑм ӑҫтине унӑн ҫывӑх ҫыннисем утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ. Хӗрарӑм 150 сантиметр ҫӳллӗш, начар кӗлеткеллӗ, хӑмӑр куҫлӑ, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ. Килӗнчен тухса кайнӑ чухне вӑл мӗн тӑхӑннине пӗлмеҫҫӗ. Людмила Фёдорова ӑҫтине пӗлекенсене 8(800)700-54-52 е 112 телефон номерӗсемпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  
     | 
| 
  
     Пӑтӑрмахсем  
    
    ![]() t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр машина ҫунса кайнӑ. «ГАЗ 2217» маркӑллӑ автомобиль Шумилов урамӗнчи 20-мӗш «в» ҫурт тӗлӗнче, «Шупашкар» пасартан инҫех мар вырӑнта ларнӑ. Инкеклӗӗҫсен министерствин респубикӑри управленийӗн пресс-служби Телеграмра хыпарланӑ тӑрӑх, машинӑна чӗртсе яма путарнӑ. Яваплӑ службӑсем пушар сӑлтавне палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  
     | 
| 
  
     Пӑтӑрмахсем  
    
    ![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Иртсе кайнӑ канмалли кунсенче пирӗн республикӑри патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекторӗсем 63 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. «Нетрезвый водитель» (чӑв. Ӳсӗр водитель) рейда утӑ уйӑхӗн 14-16-мӗшӗсенче ирттернӗ. Мероприятие волонтёрсемпе общественниксем хутшӑннӑ. Республикӑн аякри районӗсене ҫул-йӗр патруль службин уйрӑм ятарлӑ батальонне янӑ. Рейд вӑхӑтӗнче хӗрӗнкӗ 63 водителе тытса чарнӑ. Вӗсен транспортне ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ. Тытса чарнӑ водительсенчен 40 ытларахӑшӗн е водитель прави пулман, е вӗсен правине унчечн туртса илнӗ. Ҫул ҫитмен 7 ҫамрӑк та усӗрле руль умне ларнӑ. Сӑмахран, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет те 30 минутра Йӗпреҫ районӗнче 16 ҫамрӑк мопедпа пынӑ. Хӑйӗн прави те пулман, ҫитменнине тата ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  
     | 
| 
  
     Пӑтӑрмахсем  
    
    ![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ку инекек те шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑран пулнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Арайкасси ялӗнче 43 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Арҫын утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 21 сехет те 20 минутра пӗвере шыва кӗнӗ те путма пуҫланӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Унӑн виллине пӗртӑванӗ ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Палӑртмалла: республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 16 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 5-шӗ - ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  
     | 
| 
  
     Пӑтӑрмахсем  
    
    ![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ ялӗнче 53 ҫулти арҫынна ывӑлӗпе пӗлӗшӗ вӗлернӗ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче арҫыннӑн 28 ҫулти ывӑлӗ тата хайхисемпе пӗр ялта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын кил хуҫипе харкашма пуҫланӑ. Хӑна та, арҫыннӑн ывӑлӗ те ӳсӗр пулнӑ. Вӗсем арҫынна тапса-ҫапса пӗтернӗ. Суранланса пӗтнӗ арҫын кӑштахран вилсе кайнӑ. Алли-урине ирӗке янӑ арҫынсене пакунлисем тытса чарнӑ. Вӗсем тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  
     | 
