Пӑтӑрмахсем
![]() ukhtagrad.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски районӗнче пӗр хӗрарӑм суд ларӑвӗ вӑхӑтӗнче усал сӑмахпа перкелешме тапранса кайнӑ. 42 ҫулти хӗрарӑма кӗҫӗн суд приставӗ асӑрхаттарнӑ-ха, анчах кӑмӑлсӑр хӗрарӑм хӑйӗн тарӑхӑвне шӑнӑҫтарайман, ҫавна вӑл усал сӑмахпа палӑртнӑ. Каланине итлемен ҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол шӑрҫаланӑ. Хӗрарӑма е штрафлама, е 15 талӑк таран хупса хума пултараҫҫӗ. Сӑмах май каласан, влаҫ ҫыннине кӳрентерсен е ӑна хирӗҫ тӑрсан пуҫиле майпа та явап тыттарма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ҫӗрле Шупашкарта Кривов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра икӗ ача газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсем – 8 ҫулта тата 14-ра. Горгаз малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ колонкин сӗрӗме туртмалли хатӗрӗ йӗркеллӗ ӗҫлемен. Шел те, арҫын ачана ҫӑлма май килмен. Унӑн аппӑшне пульницӑна илсе кайнӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта ҫынсем газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ виҫҫӗмӗш тӗслӗх ку. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчи пӗр каҫхине Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын автостоянкӑра ларакан фура водителӗпе эрех ӗҫнӗ. Икӗ арҫын пӗрне-пӗри ҫывӑх пӗлмен-палламан пулин те сӑра сакки вӗсене ҫывӑхлатнӑ. «Скания» фура водителӗ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫывӑрса кайнӑ. Унӑн ҫӗнӗ тусӗ вара салонти «ТТ-Т» пистолета вӑрланӑ. Пистолетра 10х28 калибрлӑ пилӗк патрон пулнӑ. Вӑрра часах тупса палӑртнӑ. Тӑкака 8 пин те 550 тенкӗ тесе палӑртнӑ. Куславкка районӗнчи суд вӑрра РФ Пуҫиле кодексӗн 226-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 50 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ирхине Ҫӗрпӳ районӗнчи Пайтуш ялӗнче пушар пулнӑ. Хуҫасӑр кирпӗч ҫуртра ҫулӑм алхаснӑ. Ҫакна ирхи 6 сехетре асӑрханӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтерсен икӗ ҫын виллине тупнӑ. 1965 тата 1964 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫынпа хӗрарӑм ҫунса вилнӗ. Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 15 сехет ҫурӑра А-151 автоҫулӑн 76-мӗш ҫухрӑмӗнче 2 машина ҫапӑннӑ. Аварире 1 ҫын вилнӗ, иккӗн аманнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Форд Транзит" водителӗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та УАЗпа ҫапӑннӑ. Шел те, УАЗ водителӗ авари вырӑнӗнчех вилнӗ. Микравтобус водителӗ тата пассажирӗ аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 12 сехет те 10 минутра Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи 73-мӗш ҫурт патӗнче машина ачана таптаса кайнӑ. 7 ҫулти хӗрача светофор ҫук вырӑнта, «зебра» патӗнче, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. «Тойотӑпа» пынӑ 62 ҫулти водитель ун ҫине пырса кӗнӗ. Юрать-ха, ача суранланнӑ кӑна. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ачана асӑрхаман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ патӗнче авари пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫынсем аманнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 48 ҫулти «Шевроле» водителӗ руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «универсалпа» ҫапӑннӑ. «Шевроле» водителӗ, унӑн пассажирӗ тата «универсал» пассажирӗ аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канашра хӗрарӑм пӗр урамран теприне хӑвӑртрах ҫитес тенӗ те чукун ҫул урлӑ юраман ҫӗрте каҫма тӑнӑ. Рельссем ҫинче пуйӑс ларнӑ. Хӗрарӑм вакунсен айӗпе ҫул урлӑ каҫма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра пуйӑс тапраннӑ. Чукун ҫул ҫинче ҫын виллине тупни пирки чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 7 сехет те 55 минутра полицие пӗлтернӗ. Ҫав хӗрарӑм кам пулнине тӳрех палӑртайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() www.ntrk21.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Республикинче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 674 килсӗр чӗрчун хуҫаланнӑ тӗслӗхе шута илнӗ. Регион управленийӗн центрне ҫавнашкал хыпарсем ытларах Канашран, Шупашкартан, Ҫӗмӗрлерен, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Сӗнтӗрвӑрри тата Йӗпреҫ районӗсенчен ытларах килнӗ. Ҫынсем хуҫасӑр йытӑсем иртен-ҫӳрене тапӑнасран питӗ шикленеҫҫӗ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ку ыйтупа ӗҫлесе ҫитереймеҫҫӗ. Ҫак ыйтӑва ӗнер Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев Элтепер ертсе пынипе иртнӗ ӗнерхи канашлура сӳтсе явнӑ. Хуҫасӑр йытӑсене усракан приютсем тата тепӗр 3-4 та пулин йӗркелесен аван пулмалла тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ҫӗрле, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Муркаш районӗнче «Ҫеҫпӗл» савутра пушар пулнӑ. Ситуккасси ялӗнчи автомобильсен ятарлӑ техникин производствинче ҫулӑм алхаснӑ. Цех тӑрри ҫуннӑ. Ҫулӑм 10 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Пушара сӳнтерме 13 ҫӑлавҫӑ, 5 техника ҫитнӗ. 8 минутран ҫулӑм ялкӑшма пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |