Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче 18-мӗш моделлӗ вулавӑш уҫӑлнӑ. Вулавӑша уҫӑс умӗн унта юсав ӗҫӗсене иртернӗ, ҫӗнӗ сӗтел-пукан туяннӑ.

Аҫӑмҫирма ял вулавӑшӗн Михайлова Надежда вулавӑшҫӑ килнӗ ҫынсене вулавӑш кун-ҫулӗпе тата вулавӑшӑн ҫӗнӗлле ӗҫлеме май пакаран информаци мелӗсемпе паллаштарчӗ. Вулавӑша уҫнӑ тӗле ҫӗнӗ «Село гордится земляками» презентаци те хатӗрленӗ.

Тав сӑмахӗсене ҫавӑн пекех ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петров Олег, Аҫӑмҫырми вӑтам шкул директорӗ Ильин Василий Ильич, тата ытти ял ҫыннисем каларӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Элӗк салинче «Виръял шевлисем» ятлӑ XII-мӗш регионсем хушшинчи чӑваш эстрада юррисен фестивалӗ иртрӗ. Фестивале 70 ытла юрӑҫ хутшӑнчӗҫ. Вӗсен Чӑваш Енӗн 11 районӗсенчен, тата ҫавӑн пекех Тутарстанпа Чӗмпӗр облеҫӗсенчен ҫитрӗҫ.

Комсомольски районӗнчи Алина Просвирнова фестивальте «Тупатӑпах» юрра юрласа кӑтартрӗ, уншӑн вара вӑл чи пысӑк оценкӑсене тивӗҫрӗ. «Гран-при» номиницишӗн 46 хутшӑнакан кӗрӗшрӗҫ пулин те ӑна Алина Просвирнова ҫӗнсе илчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта Калинин урамӗ тӑрӑх автомашинсене ҫӳреме чараҫҫӗ. Маларах ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хупас шухӑш пулнӑ, анчах та каярах ку вӑхӑта ҫу уйӑхӗн 30-мӗшне куҫарнӑ.

Автомобиль ҫулне ҫӗнетнӗ хушӑра автомашинӑсем урӑх ҫулсем тӑрӑх каймалла пулӗ. Мускав проспекчӗ енчен килекенсен Николаевпа Октябрӗн 50 ҫуллӑх урамӗсемпе Мир проспекчӗ тӑрӑх каймалла пулӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар енчен килекенсен Машин тӑвакан тӑкӑрлӑкпа Ленин Комсомолӗн урамӗ тарӑх тата Мир проспектне тухакан Кабель тӑкӑрлӑкӗ тӑрӑх каймалла пулӗ. Автомобиль ҫулне Николаев урамӗнчен пуҫласа Хуҫалӑх тӑкӑрлӑкӗ таран юсӗҫ. Юсав ӗҫӗсен авӑн уйӑхӗччен тӑсӑлӗҫ.

Юсав ӗҫӗсене ирттернӗ вӑхӑтра ҫула 7 метр таран сарлакалатаҫҫӗ, Пенси фончӗ патӗнче ҫӗр айӗнчен иртекен ҫул, Калинин урамӗпе Мир проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта транспорт ҫыхӑнӑвне тӑваҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӑваш Енре ҫӗнӗрен йӗркеленӗ 111 ял хуҫалах коперативӗсенчен 30-шӗ хӑвӑрт аталанаҫҫӗ. Кун ҫинчен Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Михаил Игнатьев пӗлтернӗ. «АПК аталанӑвӗ» наци проектне хута кӗртни республикӑна самай пулӑшнӑ тесе пӗлтернӗ вӑл. Ял хуҫалӑх ҫитӗнӗвӗсем ӳсни кӑна мар, фермерсем ҫӗнӗлле ӗҫлени те курӑнать. Тӗслӗхрен, наци проекчӗ ӗҫлеме пуҫланиччен фермерсем ӗнесене машин мелӗпе суман, халӗ вара 200 хуҫалӑх вӑл меле усӑ курать. Вал меле усӑ курнине пула уйрӑм ҫн хуҫалӑхӗсенчен туяннӑ сӗт хисепӗ 40% таран ӳснӗ. Анчах та татса паман ыйтусем те пур. Вӗсем шутне сӗте тасатасси тата сивӗтесси кӗрет.

Министр пӗлтернӗ тӑрӑх 18, 1 пин уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗ 2,5 млрд. тенкӗлӗх кредит илнӗ. Ку вӑхӑта вӗсенчен ҫурри ҫак укҫапа усӑ курса хӑйсен выльӑх витисене ҫӗнетнӗ, юсанӑ ӗнтӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Нумай пулмасть Санкт-Петербургри хастар ҫамрӑкӗсен «Питӗр чӑвашӗсем» ятлӑ хаҫатӑн ҫӗнӗ, ҫав вӑхӑтрах пӗрремеш, кӑларӑмӗсем кун ҫути курӗҫ. «ПЧ» хаҫат тӗллевӗ — ку тӑрӑхри чӑваш ҫамрӑкӗсене ҫыхӑнтарасси, пӗр ҫӗре пухасси, Ленинград облаҫӗпе Санкт-Петербург хулинчи пулӑмсемпе паллаштарасси. Хаҫат уйӑхра пӗр хут А4 форматпа тухмалла.

 

Хаҫатӑн электронлӑ версине кунта тупма май пур:

http://peterchuvash.googlepages.com

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «ПЧ» хаҫат редакцийӗ

 

ҪУ
17

Кино тухать
 Karssem Т | 17.05.2007 11:19 |

Николай Сидоров драматург чӑваш театрне «Тӑлӑха хӑварса» кино ӳкерес ӗҫе кӳлӗннӗ. «Аксар» студи Сидоров сценарийӗ тӑрӑх «Кивҫен илнӗ пурнӑҫ» ятлӑ илемлӗ фильм ӳкерсе пӗтерчӗ. Рольсенче ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Полина Чамжаева, Александр Пӑртта, Ольга Михайлова, Дмитрий Михайлов, Валентина Сурикова, вырӑс драма театрӗн директорӗ Валерий Лукьянов, чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Александр Яковлев тата ыттисем выляҫҫӗ.

 

ҪУ
04

Курав
 Alina Sosayeva | 04.05.2007 16:59 |

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 2007-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 16 сехетре Георгий Геннадьевич Фомиряков (Кенин) ӳнерҫӗн «Юрату ҫыру ҫуратать» ятпа курав уҫӑлать. «Хура ещӗк» хупӑ аукцион пулать. Пурне те йыхравлатпӑр.

Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче институтра ҫавӑн пекех «Ӳнерти наци эстетики» ятлӑ пресс-конференципе ҫавра сӗтел иртӗ.

 

Чӗмпӗр чӑвашӗсем пӗлтереҫҫӗ:

Область филармонийӗнче юрӑҫӑсен “Чӑваш шӑпчӑкӗ” фестивалӗ иртрӗ. Унта районсенче ҫӗнтернӗ 18 ҫын хутшӑнчӗ.

Наци культурисен центрӗпе чӑваш культура пайӗ “Чӑваш шӑпчӑкӗ” фестивале саккӑрмӗш хут ирттерчӗҫ. Кӑҫалхи уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ куна халалланӑ. Ытти ҫулсенчи фестивальсемпе танлаштарсан саккӑрмӗшӗ ҫамрӑкланнипе уйрӑлса тӑрать. Ҫамрӑк ӑру чӑваш кӗвви-cӗмми патне туртӑнни чӑваш этеплӗхӗ малашне те аталаннине ҫирӗплетет.

Юрӑҫсене саламласа, ырӑ сунса наци культурисен центрӗн директорӗ С.А.Орлова сӑмах каларӗ, УОЧНКА ячӗпе – В.И.Сваев.

А.Н.Чурбанов (жюри председателӗ), УОЧНКА председателӗ В.И.Сваев, О.Н.Мустаев тележурналист, Раҫҫейри Писательсен тата Журналистсен пӗрлӗхӗн членӗ, “Канаш” хаҫатӑн ҫырусен пайӗн пуҫлӑхӗ А.Г.Дмитриев, пӗрремӗш “Чӑваш шӑпчӑкӗн” лауреачӗ, “Эревет” ушкӑн юрӑҫи В.П.Сорокин, УОЧНКА ӗҫтӑвкомӗн культура енӗпе ӗҫлекенӗ Г.М.Никитина тyрӗсене, паллах, чи пултаруллӑ юрӑҫӑсене тупса палӑртма йывӑр пулчӗ. Ҫапах та вӗсем хaйсен тивӗҫне лайӑх пурнӑҫларӗҫ.

Чӑваш халӑх культурине аталантарассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн, “Чӑваш шӑпчӑкӗ” фестивале хутшӑннӑшӑн ятарлӑ дипломсене Николай Убамзаров (Ульяновск районӗ, Унтaр), Марина Петрова (Чaнлӑ районӗ, Аслӑ Нагаткин), Марина Карамзина (Ульяновск хули, Засвияжски районӗ), Варвара Ерофеева (Вешкайма районӗ, Каркиел), Екатерина Угасина (Кивӗ Майна районӗ, Дмитриево-Помряскино), Раиса Никонорова (Ульяновск районӗ, Шумовка), Дмитрий Ахмеров (Чaнлӑ районӗ, Пухтел), Лена Стефейкинӑпа Надя Воробьева (Ульяновск районӗ, Унтaр), Александр Варзаровпа Кристина Хубахова (Ульяновск районӗ, Аслӑ Ключище), Надежда Спиридонова, Елена Демидова, Надежда Ильмукова (Чартаклӑ районӗ, Уcaркка), Ирина Пузырникова (Cинкeл районӗ, Уличе) тивӗҫрӗҫ.

Малалла...

 

Чӗмпӗр чӑвашӗсем пӗлтереҫҫӗ:

Акан 25-мӗшӗ — Чӑваш тӗнчишӗн сaваплӑ та паллӑ кун. 1992 ҫулта Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн Президиумӗ ҫак куна Чӑваш чӗлхи кунӗ тесе йышӑннӑ, 15 ҫул хушши Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенче ентешсем ӑна чаплӑн палӑртаҫҫӗ.

Халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ Улӑп Ҫыннӑмӑр — И.Я.Яковлев ҫут тӗнчене килнӗ кунхине Сентябрӗн 12-мӗшӗ ячӗллӗ урам уяв вырӑнне ҫаврaнчӗ. Чӗрӗ чечек ҫыххисем йӑтнӑ ватти-вӗтти ҫур ҫул каялла ҫӗкленсе ларнӑ Патриарх палӑкӗ умне 12 сехетре пуҫтарӑнчӗ. Иван Яковлевичӑн ҫуралнӑ кунне халалланӑ уява УОЧНКА ертӳҫи В.И.Сваев уҫрӗ.

— Пирӗн — Чӗмпӗр чӑвашӗсен — ҫакӑн пек вырӑн пурришӗн савӑнмалла. Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларассишӗн пурнӑҫ тӑрaшшӗпе ӗҫленӗ И.Я.Яковлева эпир ӗмӗр-ӗмӗр пуҫ тайма тивӗҫ. Паян унӑн ҫутӑ сӑнарне асра тытса халӑхӑмӑршӑн ырӑ ӗҫсем тумалла. Ырӑ чунлӑ ентешсем пулaшнипе ҫӗкленсе ларнӑ палӑк — унӑн ӗҫне хаклани. Манӑн кунта пуҫтарӑннӑ ачасемпе ҫамрӑксене, ватӑсене Аслӑ Вӗрентекен сaмахӗсене тепӗр хут аса илтерес килет: «Раҫҫее хисеплӗр, ӑна юратӑр, вӑл сирӗн аннӗр пулӗ.

Малалла...

 

АКА
28

Чӑваш тумӗн уявӗ
 Alina.Sosayeva | 28.04.2007 12:26 |

Паян, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче 11 сехетре Чӑваш тумӗн уявӗ уҫӑлчӗ. Программа тӑрӑх Чӑваш тумӗн тӗсӗсемпе чӗрӗ сцена ҫинче тата экрантан паллаштарма палӑртнӑ. Е.И.Ефремова, М.В.Симакова, Е.Н.Жачева ӳнерҫӗсемпе тӗрӗ ӑстисен ӗҫӗсемпе; Т.В.Петровапа Т.В.Шаркова ӳнерҫӗсем илемлетсе хатӗрленӗ тумсен пуххипе; З.И.Вороновапа Л.Г.Смирнова ӑстаҫӑсен ахах-мерчентен илемлетнӗ тухьяпа хушпу пуххисемпе; В.А.Минеева, Г.А.Степанова, М.Ф.Сырова ӑстаҫӑсем тӗрӗлесе тӗртнӗ илемпе паллаштараҫҫӗ. Вӗҫӗнче Н.Болтаев, З.Маштанова, Н.Ильина, А.Андреева ӑстасен чӑваш костюмӗсен пӗтӗмӗшле коллекцийӗсене курма май пур.

Уяв-курава юрӑҫсем-сӑвӑҫсем илемлетӗҫ.

Уява май килнӗ таран чӑваш тумӗпе килме ыйтнӑ. Куракансен хушшинче чӑваш тумлисем пулнӑ-пулнах... Чӑваш тумӗ авалтан паянлӑха аталанса пынине илемлӗ, музыкӑллӑ-ташӑллӑ кӑтартнӑ пирки пӗлтерчӗҫ...

 

Страницӑсем: 1 ... 3603, 3604, 3605, 3606, 3607, 3608, 3609, 3610, 3611, 3612, [3613], 3614, 3615, 3616, 3617, 3618, 3619, 3620, 3621, 3622, 3623, ... 3633
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 19

1878
146
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1915
109
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1987
37
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1991
33
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...