![]() Николай Емельянов «Интерфакс» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Николай Емельянов хула адинистрацийӗн пуҫлӑхӗ ӗҫне пӑрахнӑ, ҫынсене ӗҫе илессипе хӑтарасси ун аллинче пулманран текех вӑл Шупашкар хулишӗн яваплӑ пуласшӑн мар.
Николай Емельянов 2002 ҫулта суйланса Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ пулса тӑнӑ. 2002-2010 ҫулсенче хулан хӑйтытӑмлӑх пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑннӑ. 2005-2010 ҫулсенче хула пуҫлӑхӗ пулнӑ. Тытӑмлӑх органӗсене ҫӗнӗлле йӗркелеме пуҫланӑ хыҫҫӑн 2010 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче ӑна Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ суйласа администраци пуҫлӑхне лартма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Щербакова Изабелла 2011 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче наци культурин «Туслӑх хӗлхемӗ» республика фестивалӗ иртрӗ. Фестивалӗн тӗллевӗ шкул ачисене чӑвашлӑх тӗнчине кӗртесси, чи пултаруллисене, чи тав́ҫӑруллисене палӑртасси пулчӗ. Конкурса 59 ача хутшӑнчӗ. Вӗсем номинацие кура 3 ушкӑна уйрӑлчӗҫ. Пӗрремӗш ушкӑнра чӑваш шкулӗнче вӗренекенсем тупӑшрӗҫ, вӗсем «Чӑвашлӑх тӗнчи» номинацире мультимеди презентацийӗсем кӑтартрӗҫ. Презентацире 3 тема пулчӗ: «Ухсай Яккӑвӗ калӑпланӑ ҫын тата ҫут ҫанталӑк сӑнарӗсем», «Юхма Мишши — ача-пӑча ҫыравҫи», «Чӑваш Енӗн тӗнче уҫлӑхне тухнӑ каччисем». Иккӗмӗш ушкӑн «Ҫӑлтӑрчӑк» номинацире тупӑшрӗ. Кунта вырӑс шкулӗнче вӗренекенсем пулчӗҫ. Вӗсем 5 станци иртрӗҫ: «Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи», «Илемлӗх тӗнчи», «Шахвӑрту сӑмах пуххи», «Чӑваш ҫӗр-шывӗн паллӑ ҫыннисем», «Пирӗн пултарулӑх». Виҫҫӗмӗш ушкӑна «Шевле» номинаци пӗрлештерчӗ. «Шевле» конкурса Раҫҫей космонавтикин ҫулталӑкне халалланӑ. Вӑл «Инҫетри планетӑсен тусанлӑ сукмакӗсем ҫинче юлӗҫ пирӗн йӗрсем…» девизпа иртрӗ. «Шевлеҫӗсем» ӳкерчӗк ӳкерессипе тупӑшрӗҫ.
«Чӑвашлӑх тӗнчи» номинацире мала тухнисем: 1-мӗш вырӑн — Анисова Анна (Етӗрне районӗ, Палтай шкулӗ), 2-мӗш вырӑн — Миронова Людмила (Комсомольски районӗ, Хирти Мӑнтӑр шкулӗ), 2-мӗш вырӑн — Павлов Евгений (Элӗк районӗ, Юнтапа шкулӗ), 3-мӗш вырӑн — Зеленкова Анна (Патӑрьел районӗ, Турхан шкулӗ), 3-мӗш вырӑн — Соснова Валентина (Йӗпреҫ районӗ, Кӗлӗмкасси шкулӗ), 3-мӗш вырӑн — Смаева Ксения (Шӑмӑршӑ районӗ, Васан шкулӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тихонова Людмила Анатольевнӑн сайчӗ Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ пӗрле Чӑваш чӗлхи кунне халалласа, чӑвашла сайтсем тӑвас паха опыта сарас тӗллевпе, «Вӗрентекенӗн чи лайӑх чӑвашла сайчӗ» ята ҫӗнсе илме сасӑлав конкурсӗ ирттерет. Сасӑлав Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ ценрӗн сайтӗнче ( http://inset.chv.su/) 2011 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланать те 22-мӗшӗнче вӗҫленет.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви Тав хучӗпе чыслать! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Презентацин пӗр пайӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ тата Чӑваш Республикинчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем Михаил Николаевич Юхмана сумлӑ юбилей ячӗпе (75 ҫул тултарнӑ) чун-чӗререн саламлаҫҫӗ! Юхма Мишши чӑннипех ача-пӑча ҫыравҫи. Унӑн ачасем валли ҫырнӑ вӑтӑр ытла хайлавӗнче тӗрлӗ ӳсӗмри ачасене ӑса вӗрентни, ҫутҫанталӑкпа чӗрчунсен тӗнчипе паллаштарни яр уҫҫӑн курӑнать. Автор паянхи кун ҫивӗч тӑракан кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсене те хускатать. Ҫынсен хутшӑнӑвӗсем, ырӑпа усал кӗрешӗвӗ авалхи легендӑсенче хальхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗ янӑраҫҫӗ. Унӑн пьесисем тӑрӑх лартнӑ спектакльсене ачасем кӑмӑлласа ҫӳрени, хайлавӗсене вулани, тӗлпулусем ирттерни — Юхма Мишши юратнӑ ҫыравҫӑ пулнине ҫирӗплетет. Канаш районӗнчи Сухайкасси вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Иванова Валентина Михайловна Вӗренӳ институчӗпе пӗрле ятарлӑ презентаци хатӗрленӗ, унпа туллин кунта паллашма (swf, 3,2 Mb) пулать. |
![]() Инна Тражукова Чӑнлӑ районӗнчи Ирҫел хӗрӗ Инна Тражукова Германири Дортмунде хулинче ирӗклӗ кӗрешӳпе иртнӗ Европа Чемпионатне хутшӑнса бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑртура пурӗ 21 награда выляттарнӑ. Чемпионатӑн пӗрремӗш кунӗнче Раҫҫейӗн пӗрлӗх команди пӗртен-пӗр медаль илнӗ. Инна Тражукова иртнӗ ҫулхи Европа Чемпионачӗн бронза призёрне — Марианна Шастинана — ҫӗнтернӗ. Чемпионатра пурӗ виҫӗ бронза медаль ҫӗнсе илсе Раҫҫей команди пӗтӗмӗшле саккӑрмӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Республикӑри районсем хушшинчи «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ конкурсӑн пӗрремӗш куҫӑмсӑр турӗ вӗҫленчӗ. Ӑна Красноармейски районӗнчи вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен меслетлӗх ушкӑнӗ йышӑннипе ирттернӗ. Ушкӑн ертӳҫи — З.П.Михайлова. Вӑйӑ конкурс авторӗ тата ӑна пуҫарса йӗркелесе пыраканӗ — В.М. Михайлов. Конкурс акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен пычӗ. Унта хутшӑнакансен «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ конкурс сайтӗнче 35 ыйтуран тӑракан тест ыйтӑвӗсем ҫине онлайн (тӳрӗ ҫыхӑнура) хуравламаллаччӗ. Сайта пурӗ 382 ача кӗрсе ӗҫе пурнӑҫлама ҫырӑннӑ. Вӗсенчен 262-шӗ тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Тулли хурав памашкӑн 230 ача ҫеҫ пултарнӑ. Вӗсенчен вӑйӑ конкурсӑн куҫӑм (иккӗмӗш) турне хутшӑнма 68 ача ирӗк ҫӗнсе илнӗ. Вӗсен ятлӑхне http://chuvsite.ucoz.ru/ сайтран уҫласа илме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Турцире иртекен Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсен «Пин сывлав пӗр сас» (Bin Nefes Bir Ses) IV-мӗш фестивальне хутшӑнаҫҫӗ. Паян Марина Карягина пьеси тӑрӑх лартнӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакльпе фестивале чӑваш артисчӗсем уҫӗҫ. Чӑваш ушкӑнӗсӗр пуҫне, театр пухӑвне Казахстан, Молдова, Тутарстан, Башкортостан, Украина, Кипр, Македони тата Турци ушкӑнӗсем пырӗҫ. Спектакльсене Турккӑ Республикин Конья (Konya) хулинчи патшалӑх театрӗнче тата Дилек Сабанджи (Dilek Sabancı) патшалӑх филармонийӗнче лартӗҫ. Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Шупашкара ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче таврӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян, акан 13-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсен регионти 45-мӗш ӑслӑлӑх конференцийӗ ӗҫлеме пуҫларӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче пурӗ 5 секципе 21 хушма секци ӗҫлерӗҫ. Студентсем литература пелӗвӗпе фольклоритсика, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗ, культурологи, чӗлхепе литературӑна верентессин меслетлӗхӗ ӑслӑлӑхӗсемпе хатӗрленӗ доклачӗсемпе паллаштарчӗҫ, юлташӗсен тӗпчевӗсене хӗрӳллӗн сӳтсе яврӗҫ. Мала тухнӑ студентсене чӑваш чӗлхи эрнинче дипломсем парса чыслама палӑртнӑ. Пирӗн пата Удмурт, Хусан, Марий-Эл патшалӑх университечӗсенчен, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗнчен хӑнасем килчӗҫ. Ыранхи кун вара факультета республикӑри шкул ачисем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем те ӑслӑлӑх конференцине хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Студентсен ӑслӑлӑх ҫуркунни малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян, акан 13-мӗшӗнче, «Атӑлҫи Пӑлхар: этнокультура лару-тӑрӑвӗ тата общество аталанӑвӗ» ятлӑ ӑслӑх конференцийӗ иртрӗ, унта вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталанма пултарнӑ, пирӗн асаттесен никама пӑхӑнман патшалӑхӑн кун-ҫулне тата унпа ҫыхӑннӑ чылай ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ. Конференцие институт директорӗ Ю.Н. Исаев уҫрӗ. Вӑл пухӑннӑ ӑҫчахсене мероприятие пуҫланӑ ятпа саламларӗ, хӑнасене (Тутарстанран чылайччӗ) канашлӑва хутшӑннӑшӑн тав турӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл нумай пулмасть Чӑваш Енпе Тутарстан президенчӗсем тунӑ килӗшӗве те асӑнчӗ. Конференцие унчченех хатӗрлеме пуҫланӑ пулин те ӑна ирттерни пирӗн республикӑсем хушшинчи ҫыхӑнусем чӑннипех ҫирӗпленнине кӑтартни пирки каларӗ. Ун хыҫҫӑн конференцие пухӑннисем доклад калакансене итлерӗҫ. Темӑсем тӗрлӗрен пулчӗҫ: чӗлхине те сӳтсе яврӗҫ, патшалахӑн юрри-кӗввине те тишкерчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян, акан 13-мӗшӗнче, К. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Юхма Мишши 75 ҫул тултарнӑ ятпа пултарулӑх каҫӗ иртет. Музей ӗҫченӗсем мероприяти валли ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑх ҫулӗ ҫинчен «Эп хам сӑмахӑн ялавҫи» кӗнекепе документ куравӗ йӗркеленӗ. Михаил Николаевич Юхма — Чӑваш халӑх ҫыравҫи, курӑмлӑ писатель, историк, поэт, драматург. Вӑл 200 ытла ӑста историлле романпа повесть, тӗрлӗрен халап, калав, очерк пуххисен, драмапа сӑвӑ кӗнекисен, аваллӑх тата вӑтам ӗмӗрӗн, унсӑр пуҫне чӑваш фольклорӗпе сӑмахлӑхӗн тарӑн тӗпчевӗсен авторӗ: «Ҫӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ» (1965), «Мускав ҫулӗ» (1966), «Элпи чечекӗсем» (1969), «Кӑвак ҫӗмрен», (1971), «Еткер» (1986), «Термен» (1990), «Анне ҫӑкӑрӗ» (1991), «Атте пахчи» (1992), «Авалхи чӑвашсем» (1996), «Авалхи чӑваш туррисемпе паттӑрӗсем» (1996). Юхма Мишшин хайлавӗсем ҫӗршыв тулашӗнче те паллӑ, вӗсене 100 ытла чӗлхене куҫарнӑ. Юхма драматурги жанрне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлать. Нумай ҫӗршывра (Азербайджана, Литвы, Украины, Казахстана, Австрии, Кореи) вӑл ҫырнӑ вӑтӑр ытла пьесӑна вылянӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |