Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян пурнӑҫ тулӑх та ашшӗ-амӑше ывӑл-хӗрне ним мар мотоцикл туянса параҫҫӗ. Пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла тенӗ пек ярӑнаҫҫӗ унпа яшсемпе хӗрсем. Шучӗпе «А» категориллӗ водитель прави кирлӗ те, анчах ӑна никам та пӑхса тӑмасть, руль умне ларса вӗҫтерет.

Авӑн уйӑхен 11-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ инкекре Шупашкарта пурӑнакан, тӑххӑрмӗш класра вӗренекен икӗ ача аманнӑ. Питбайкпа пыракан арҫын ача ҫул айккинче выртакан пӗрене ҫине пӑрӑнса кайса персе аннӑ. Ун хыҫҫӑнче тепӗр питбайкпа вӗҫтерсе пыракан хӗрача та ҫав пӗрене ҫинех пырса кӗнӗ.

Вӗсем иккӗшӗ те кӗлетекене шанчӑклӑ хӳтӗлекен тумпа пулнӑран йывӑр суранланса пӗтмен, апла пулин те иккӗшне те больницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AaCbAgtNFJM
 

Спорт

«Хыпар - Вести Чувашии» макс-канал пӗлтернӗ тӑрӑх Красноармейски округӗнчи Мӑн Шетмӗ ялӗнче йӑлана кӗнӗ спорт ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Вӑл – тӗнче класлӑ спорт мастерне Сергей Афанасьева халалланӑ ҫӑмӑл атлетика турнирӗ. Ӑмӑртӑва 1996 ҫултанпа кашни ҫул ирттереҫҫӗ.

Кӑҫал старта Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Элӗк округӗсенчи, Канаш хулинчи 50 яхӑн ҫӑмӑл атлет старта тухнӑ.

Малти вырӑнсене йышӑннӑ спортсменсене дипломсемпе тата медальсемпе чысланӑ.

Ку ӑмӑрту – Сергей Афанасьев хӑй пуҫарнӑ йӑлана малалла тӑсни. Палӑртса хӑварар: вӑл – Европа чемпионачӗн кӗмӗл призерӗ, Раҫҫей Кубокӗн виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫи тата пӗтӗм тӗнчери «Гран-при» ҫӗнтерӳҫи.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Паян, авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи «Ялав» ҫурт-йӗр комплексӗ ҫывӑхӗнче, Игумнов урамӗнче, 15 ҫулти питбайкер ҫапӑнса вилнӗ.

Ку инкек ирхи 9 сехет те 15 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ руле итлеттереймен – бордюра пырса тӑрӑннӑ та вилмеллех аманнӑ. Калинин районӗн прокуратури халӗ ку ӗҫ-пуҫа тӗрӗсленине тӗрӗслесе тӑрӗ.

Сӑмах май, «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта (вӑл «Ялав» ҫурт-йӗр комплексӗнчен инҫе мар) ҫак канмалли кунсенче мотоӑмарту иртнӗ. Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вилнӗ питбайкер унта хутшӑнакан ҫын пулман.

 

Культура
Николай Семёнов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Николай Семёнов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш наци библиотекинче Владимир Карсакова халаланӑ кӗнекене хаклама пуҫтарӑннӑ. Кӗнеке авторӗ — Зоя Илларионова. Аса илтерер: Владимир Карсаков (10.09.1961–02.09.2019) — режиссёр тата телеоператор.

Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн режиссёрӗ Николай Семёнов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке презентацине халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ: тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем туха-туха калаҫнӑ. Николай Анатольевич пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке те, тӗпрен илсен, вӗсен асаилӗвӗсемпе пуян, автор самай ҫынпа калаҫнӑ, тӗрлӗ тапхӑра пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ.

Режиссёрӑн мӑшӑрӗ Елизавета Никитична упӑшки туса пӗтермен ӗҫ нумай хӑварнине палӑртса хӑварнӑ.

Астӑвӑм каҫне пухӑннисем режиссера ырӑпа нумай аса илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall199925087_3923
 

Пӑтӑрмахсем
https://static.tildacdn.com сӑнӳкерчӗкӗ
https://static.tildacdn.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пилотсӑр вӗҫекен аппаратсене тата ракетӑна пула хӑрушлӑх пирки час-часах пӗлтереҫҫӗ.

Кӗҫӗр Чӑваш Енре пилотсӑр вӗҫекен аппарата ҫапса антарнӑ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.

Сӑмах май каласан, хыпарта «по предварительной информации» (чӑв. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх) тесе палӑртса хӑварнӑ.

Олег Николаев ҫырнӑ тӑрӑх, шар куракансем пулман. Оперативлӑ службӑсем малалла ӗҫленине хыпарланӑ.

Ҫынсене Элтепер лӑпкӑ пулма чӗнсе каланӑ. Ҫапли-ҫапла пулӗ те, анчах сирена янӑрама пуҫласан та ҫынсем пӑлханаҫҫӗ. Пурте мар-ха. Теприсем шикленмеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем Чӑваш Ене ҫеҫ мар, ҫӗршывӑмӑрӑн ҫурҫӗр регионӗсене те ҫитеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/oanikolaev/AaCZYiLpC5s
 

Раҫҫейре

Раҫҫейӗн Аслӑ сучӗ нейросетьпе усӑ курма ирӗк паракан пилотлӑ проект хута яма йышӑннӑ.

Ҫӗнӗлӗх тӗллевӗ — суд практикине стандартизацилесси тата ҫын хушша-хуппа кӗнипе йӑнӑшнине сахаллатасси. Ку вӑл официаллӑ чӗлхепе ҫырнине чӑвашла куҫарсан ҫапла пулать.

Ҫӗнӗ технологие пурнӑҫа кӗртме профиль концепцийӗ йышӑннӑ тата Суд компетенцийӗсен центрне йӗркеленӗ.

Искусство ас-тӑнӗпе усӑ курнӑ чухне IT-индустрие этика кодексне мала хума вӗрентесшӗн тесе ӗнентереҫҫӗ.

Раҫҫейӗн Аслӑ судӗнче искусство ӑс-тӑнӗ тӳре вырӑнне ӗҫлемӗ, вӑл ӗҫе ҫӑмӑллатма ҫеҫ пулӑшӗ. Суд процесӗпе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва унчченхиллех судья татса парӗ. Тепӗр майлӑ каласан, искусство ӑс-тӑнӗ ӗҫе ҫӑмӑллатма тата хӑвӑртлатма кирлӗ.

 

Персона
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Красноармейски районӗнчи пӗр ялта Анатолий Алексеев баяниста тата купӑсҫа асра тытса пуҫтарӑннӑ.

Асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан Зинаида Михайлова халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Трак енӗн Яманак кану ҫуртӗнче (менеджерӗ - Галина Ефимова) ку ялта ҫуралса ӳснӗ, унтах пурӑннӑ Анатолий Алексеев баянист, купӑсҫӑ, илемлӗх ертӳҫи, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине асӑнса астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Мероприяти авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

Ҫав кун культура ҫуртне пухӑннисем Анатолий Петровича пултаруллӑ музыкантӑн кун-ҫулне ҫутатса паракан куравпа, сӑнӳкерчӗксемпе, видеоматериалсемпе паллашнӑ. Вӗсем ӑна ӑшшӑн аса илсе калаҫнӑ, унӑн пултарулӑхне хакланине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall111960967_3037
 

Кӳршӗре
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Мари Элте юханшывра сунарҫӑ кӑвакала перетӗп тесе 20 ҫулти каччӑн пурнӑҫне татнӑ.

Ку ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ. Тутарстанри 55 ҫулти арҫын кимӗпе пӗлӗшӗпе пӗрле юханшыва сунара кайнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Унӑн пӑшал упрама, ӑна илсе ҫӳреме ирӗк те пулман.

Хайхискер кӑвакал тесе пенӗ те… 20 ҫулти каччӑн пуҫне лекнӗ. Ҫамрӑкскер шыв айӗнчи сунара тухнӑ пулнӑ. Каччӑ, шел те, ҫавӑнтах сурана пула вилнӗ.

Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын айӑпне йышӑнман, кӑвакала пенӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Суд ӑна ҫулталӑк ҫурӑлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 60 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Ҫавӑн пекех ӑна сунарпа ҫыхӑннӑ ӗҫпе 2 ҫул ҫурӑ ӗҫлеме чарнӑ.

Суд шар курнӑ енӗн граждан тавӑҫне те тивӗҫтернӗ: кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 55-ри арҫыннӑн 2 миллион тенкӗ тӳлемелле.

 

Пӑтӑрмахсем
usinsk.gosuslugi.ru сайтри сӑн
usinsk.gosuslugi.ru сайтри сӑн

Улатӑр хулинче пурӑнакан 89 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрах, вӑл вӗсене 9,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.

Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ун патне килти телефон ҫине палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ. Хайхискер кинемее вӑл террористсен организацине 1 миллин тенкӗ куҫарнӑ тесе хӑратнӑ. Яваплӑхран тарас тесен «преступление» пӗрле уҫӑмлатма сӗннӗ, мӗн хушине йӑлтах пурнӑҫлама хушнӑ.

Кинемей пухнӑ укҫине хулари банкоматсенче пайӑн-пайӑн илсе палламан ҫынсене парса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл 87 ылтӑн «Георгий Победоносец» инвестици укҫине тыттарса янӑ. Ҫапла вӑл укҫан – 8,5 миллион тенкӗ, ылтӑн укҫапа 1 миллион ытла тенкӗ парса янӑ. Ҫак таранччен вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине банка юлашки 100 пин тенкине илме килсен пӗлнӗ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ватӑскер пӗччен пурӑнать, ачисем регион тулашӗнче тӗпленнӗ, ҫавӑнпа унӑн никампа та канашлама май пулман.

 

Пӑтӑрмахсем
Махри Прогород каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Махри Прогород каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пирӗнпе кӳршӗллӗ республикӑра паян инкек пулса иртнӗ. Сӑмах Тутарстан пирки пырать. Унта самолёт персе аннӑ.

Ҫӑмӑл моторлӑ «Cessna» Шемордан ялӗнче ӳкнӗ.

Асӑннӑ самолёт тренировкӑна тухнӑ иккен. Кабинӑра инструктор тата лётчика вӗренекен ҫын ларса пынӑ. Тахӑш самантра самолёт телевышкӑна персе лекнӗ. Унтан вӑл персе аннӑ. Самолёт пӗр ҫыннӑн картишне ӳкнӗ.

Инкекре кил хуҫисем тата вӗсен пурлӑхӗ шар курман. Апла пулин те пысӑк ҫухатусӑр иртмен. Самолётри инструктор тата самолётпа ҫӳреме вӗренекен ҫын — курсант – пурнӑҫӗ ҫапла майпа сарӑмсӑр татӑлнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ку инкек сахалтан та икӗ ҫемьене пысӑк хуйхӑ илсе килнӗ. Йывӑр хуйха тӳссе ирттерме вилнисен ҫывӑх ҫыннисене самай вӑхӑт кирлӗ пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AaCVHXazB7U
 

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, ... 4253
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

Сурӑх:

Авӑн, 14

1893
133
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1901
125
Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ.
1924
102
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1986
40
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1996
30
Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...