Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Геннадий Дегтярёв: Картсем суймаҫҫӗ

Геннадий Дегтярёв06.04.2019 23:526291 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Вӗренӳ институчӗн ректорӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Исаев нумаях пулмасть хӑйӗн пултарулӑхӗн тата тепӗр енӗпе палӑрчӗ – 50 ҫулхи юбилейӗ тӗлне «Картсем: калавсем» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларчӗ.

Чӑн та, кӗнеки те хулӑнах мар, хайлавӗсене калав тесе палӑртни те тӗрӗсех мар, вӗсем пурте тенӗ пекех – аса илӳсем. Хӑшӗ-пӗри хӑй жанрӗпе тӗрленчӗке е эссене ҫывӑх, теприсене литература очеркӗ теме пулать. Ҫакӑ вӗсен ятӗнченех сисӗнет: калӑпӑр, «Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑтакасӑм, Вӑтакас…», «Кукамай шӑплӑхӗ» е тата «Мишша тете», «Миккуль тете», «Атте утарӗ» пайсенчен тӑракан хайлав. Сӑн ӳкерчӗксем те кӗнекене аса илӳ техӗмӗ кӗртеҫҫӗ: вӗсенче – автор ачалӑхӗ, тусӗ-юлташӗ, тӑванӗ-пӗтенӗ… «Ҫӑкӑр чӗллипе» «Кушак ҫури» ыттисенчен уйрӑлсарах тӑраҫҫӗ: ку хайлавсем автор ачалӑхӗпе ҫыхӑнман, вӗсенче сюжет аталанӑвӗ те пур.

Тепӗр тесен, жанр тасалӑхне хӳтӗлесси пархатарлӑ ӗҫ мар, критиксемпе литература тӗпчевҫисем ав Пушкинпа та килӗшмеҫҫӗ: унӑн кӗскен «Белкин повеҫӗсем» текен хайлавӗсем, тӗслӗхрен, нимле повеҫсем те мар иккен, вӗсем – новеллӑсем!

Чи пӗлтерӗшли – алла калем тытакан мӗн шухӑш-туйӑмпа авӑрланнӑ, классик асӑрхаттарнине шута илнӗ-и вӑл: «Ҫырмасӑр [пурӑнма] пултаратӑн пулсан – ан ҫыр!» Юрий Исаевӑн хайлавӗсене вулатӑн та туятӑн – ҫырмасӑр тек тӳсме пултарайман вӑл: ачалӑхпа ҫыхӑннӑ аса илӳсем канӑҫ паман, ирӗке тухасшӑн ҫунтарнӑ. Иртнине аса илни кӗнекере пӗрре мухтав юрри пек илтӗнет, тепре тунсӑхлӑ элегие куҫать, хушма туйӑмсем те вӑратать:

«Манӑн ачалӑх Ҫӗнӗкаспа ҫыхӑннӑ... Эпир ку урампа пуласлӑха ӑнтӑлнӑ... Ҫӗнӗкас мана ҫын тунӑ» (20 с.);

«Ҫапла ӳснӗ эпир. Ҫавӑн пек вӑхӑт пулнӑ, ҫавӑн пек ҫынсем пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑнӑрланнӑ кӑмӑл-туйӑмпа халӗ те... пурӑнатпӑр» (37 с.);

«Эпир хамӑрӑн пурнӑҫ саманчӗсене... чӗртсе тӑратма пултаратпӑр. Хальхи, паянхи тӗнче вӗркӗшӗпе танлаштарма пикенетпӗр. Тен, ку тӗрӗсех те мар пулӗ...» (41 с.).

Кӗнеке авторӗ, чунне яри уҫса, телейлӗ самантсене аса илет, хуйхи-суйхине вулаканпа пайлать, чӗре суранӗсене хӑй сӑмахӗпех сиплеме тӑрӑшать:

«Эпир нумайӑнччӗ. Ҫухатусем те пулчӗҫ» (15 с.);

«Шел, Вова хӑйне упраймарӗ, ҫамрӑклах ҫӗре кӗчӗ… Ҫутӑ тӗнчерен ҫамрӑклах Ҫеҫпӗл Ҫерушӗ, Ҫӑпӑртта Коли, Венюк Исаев уйрӑлса кайрӗҫ» (11 с.);

«Ачалӑх вӑхӑчӗ асамлӑ, телейлӗ иртсе кайрӗ. Ачалӑхри ҫывӑх юлташсенчен халӗ никам та ҫук» (12 с.);

«Ачалӑхӑмри ырӑ сӑнсем чунра чӗпӗтсе ыратса хуллен сӗвӗрӗлчӗҫ» (19 с.).

Ҫавна май «Картсем» кӗнеке сӑмахпа хайланӑ палӑк пек те туйӑнать: ачалӑха чысласа тата ир кайнӑ тус-юлташа асӑнса лартнӑ хӑйне майлӑ палӑк.

Тепӗр енчен кӗнеке тата авторӑн ҫавра ҫулӗпе те ҫыхӑннӑ. 50 ҫул – малтанхи пӗтӗмлетӳсен вӑхӑчӗ. Юрий Исаев хайлавсенче ачалӑхри сӑнсене, ун чухнехи ӗҫ-пуҫа ӳкерсе кӑтартать те хӑйӗн пурнӑҫ философине тӗшӗлет:

«Пурнӑҫ ҫынна харпӑр хӑйӗн характерне тата тӑрӑшулӑхне кура тивӗҫлӗ картлашка ҫине лартса пырать. Кам ҫӳле вырнаҫать, кам – аяла... Тытма пӗлсен телей кайӑкӗ пурин валли те пур» (15 с.);

«Пурнӑҫ шӑвать, хӑш чухне тӳрӗ ҫӳрекен ҫынна та авма пултарать» (41 с.);

«ЫРӐЛӐХ кашни ҫынрах пур» (47 с.).

Кӗнекере мыскараллӑ ӗҫ-пуҫ та, кулӑшла самантсем те чылай сӑнарланнӑ. Автор «Пирӗн урам тӑвалла» хайлавӑн ятне ӑнӑҫлӑ тупнӑ, вӑл халӑх юрринчи «Пирӗн урам анаталла» текен йӗркене евӗрлесе тӗрӗс витлет.

«Кӗтӳҫӗ» хайлав вара мана шалашӗпе кӑмӑла кайрӗ. Унта автор илемлӗх мелӗсемпе ӑнӑҫлӑ усӑ курнӑ, пӗчӗк арҫын ачан психологине тӗрӗс те сӑнарлӑн уҫса пама пултарнӑ:

«Каллех кун усӑсӑр, вылямасӑр иртсе каять ӗнтӗ»;

«Ҫулла кӗтӳ черечӗ ҫитнӗ май тӑван-пӗтен, пӗлӗшсем пурте манпа кӑсӑкланатчӗҫ»;

«Паллах, нимӗн те ӑнланмарӑм, анчах хам ӑнкарманнине палӑртас мар тесе „а-а-а“ тесе ҫеҫ каларӑм».

Хайлавсен кӗнеки — сӑмах ӳнерӗн тӗслӗхӗ. Ҫавӑнпа та чӗлхе шӑйрӑкӗсем пирки те асӑрхаттарса хӑварас килет. Тӗслӗхрен, ҫак предложенисене ӑнӑҫлӑ теме ҫук:

Нумай ҫурт тӑватчӗҫ-купалатчӗҫ ялта (3 с.). Чӑвашла «нумай ҫурт тӑватчӗҫ» мар, ҫурт нумай тӑватчӗҫ темелле.

Ҫак автобус ҫинчех… милици офицерӗ лара парать (11 с.). Милици офицерӗ те, паллах, автобусрах ларса пынӑ ӗнтӗ.

Тинӗс-ҫар училищи, тинӗс-ҫар порчӗ... (8 с.). «Тинӗс ҫарне» вырӑслинчи пек дефиспа ҫырма кирлӗ мар.

Час-часах, май пулнӑ чухне, эпӗ аттерен юлма тӑрӑшмастӑмччӗ (33 с.). «Юлма тӑрӑшмастӑмччӗ» килӗшӳллӗ мар, юлас мар тесе тӑрӑшаттӑмччӗ пулмалла.

Чун тасалӑхӗ хырӑм выҫҫинчен хаклӑрах (45 с.). Питех улӑштармасан чун тасалӑхӗ хырӑм туттинчен хаклӑрах темелле ӗнтӗ.

Тӑван литературӑна юратакансем, паллах, Уйӑп Мишшин «Ачалӑх кунӗсене», Хумма Ҫеменӗпе Трубина Мархвин «Ача чухнехи» повеҫӗсене, Ева Лисинӑн «Ҫӗнъял ачисене» тата ытти ҫавнашкал хайлав кӗнекисене лайӑх пӗлеҫҫӗ. Халӗ ҫав йыша тата Юрий Исаевӑн «Карчӗсем» хушӑнчӗҫ. Кӗнеке ятне тӗрлӗрен ӑнланма пулать. Тен, ахальтен мар?

 

Геннадий Дегтярёв

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 5363.9.7570
2019.04.07 00:22
Agabazar
Ку кĕнеке пĕтĕмпех чăвашла-и, е унăн пĕр пайне вырăсла çырнă?
Пĕлекен // 3600.48.5200
2019.04.07 09:17
Пĕтĕмпех тăван чĕлхепе.
Agabazar // 7487.5.0727
2019.04.07 14:15
Agabazar
Тинӗс-ҫар училищи, тинӗс-ҫар порчӗ... (8 с.). «Тинӗс ҫарне» вырӑслинчи пек дефиспа ҫырма кирлӗ мар.
Логика енчен пăхсан, апла та, капла та юрать.
Нумай ҫурт тӑватчӗҫ-купалатчӗҫ ялта (3 с.). Чӑвашла «нумай ҫурт тӑватчӗҫ» мар, ҫурт нумай тӑватчӗҫ темелле.
Ия.
Чун тасалӑхӗ хырӑм выҫҫинчен хаклӑрах (45 с.). Питех улӑштармасан чун тасалӑхӗ хырӑм туттинчен хаклӑрах темелле ӗнтӗ.
Ия. "Питех улăштарсан" вара: хырăм выçă пулсан та, чун таса пултăр. Е тата урăхларах. Çавăрттарса хумалли меслетсем нумай.
2019.04.09 07:16
КураторТролля
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман
Аниçĕм // 3839.98.0758
2019.04.12 22:32
Хамăн ачалăха çитсе килнĕпех туйăнчĕ. Кĕнекине тупса вулас килет.
Эстет // 3000.76.3861
2019.04.18 09:36
Кĕнекине те, рецензине те вулама кăмăллă: чунтан çырни сисĕнет. Тавах!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем