Шупашкар хулинчи 40-мӗш вӑтам шкулта «Чӑваш чӑрӑшӗ» ятпа Ҫӗнӗ ҫул уявӗ иртнӗ.
Унти шкулта ӗҫлекен Александр Степанов учитель халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ёлка илемлӗ пулнӑ. Уява капӑрланса пынӑ ачасем чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрласа та ташласа савӑннӑ.
Шупашкарта кӗмӗл волонтёрсем валли ёлка ирттернӗ. Ӑна йӗркелекенни — Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр.
Хастар ватӑсене социаллӑ учрежденири «Палан» хор тата коллективӑн солисчӗсем Зинаида Никифорова, Галина Осипенко тата Вячеслав Судаков хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Центра ташлама ҫӳрекенсем те уява кӑмӑлтан хутшӑннӑ. Эльвира Зеленкова ятлӑ хастар ватӑ «Жизнь» сӑвва вуласа панӑ май юрӑ-кӗвӗ, хавас кӑмӑл тӗрлӗ йывӑрлӑха ҫӗнме пулӑшнине палӑртса кӑтартнӑ.
Кӑҫалхи юлашки эрне пуҫланчӗ. Хальхинче эпир 6 кун ӗҫлӗпӗр. Кайран каникул пуҫланӗ – 11 куна тӑсӑлӗ.
Шӑматкун кӗске ӗҫ кунӗ пулмӗ. Раштавӑн 29-мӗшӗнче канма пуҫлӑпӑр та кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче ӗҫе тухӑпӑр. Кайран икӗ кун ӗҫлӗпӗр те каллех икӗ кун канӑпӑр.
2025 ҫулта вӑрӑма тӑсӑлакан канмалли кунсем пулӗҫ: ҫу уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче, ҫӗртмен 12-15-мӗшӗсенче, чӳкӗн 2-4-мӗшӗсенче.
Шупашкар хулинче пурӑнакан ачана министр гитара парнеленӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Ӗмӗтри ёлка» акци ҫӗршывӗпех иртет. Унта усламҫӑсем, тӳре-шара, ырӑ кӑмӑллӑ ытти ҫын хутшӑнать.
Чӑваш Енӗг ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова
Шупашкарти Кондратьевсен ҫемйинчи ачана савӑнтарнӑ. 12 ҫулти Дарья музыкант пулма ӗмӗтленет иккен. Вӑл гитара пирки ӗмӗтленнӗ, министр ӑна ҫак музыка инструментне туянса панӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пуҫарса янӑ «Ҫӗнӗ ҫула кашни киле» уяв акцийӗ малалла пырать.
Асӑннӑ учрежденин социаллӑ ӗҫченӗсем пӑхса тӑракан пенсионерсемпе сусӑрсене ҫулталӑкри чи асамлӑ уяв умӗн Хӗл Мучипе Юрпике саламласа ҫӳреҫҫӗ.
«Пирӗн социаллӑ ӗҫченсен саламӗ ватӑҫемпе сусӑрсене хавхалантарасса шанатпӑр», – теҫҫӗ центр ӗҫченӗсем.
Муркаш округӗнчи Шурча ялӗнче пурӑнакан Хозлеевсем ҫур ӗмӗр каялла пӗрлешнӗ. Вӗсем ылтӑн туя туя паллӑ тунӑ.
Аркадий Афанасьевичпа Вера Пантелеймоновна пурнӑҫне тӑван тӑрӑха халалланӑ, колхозра ӗҫленӗ. Вӗсем «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.
Хозлеевсем икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ виҫӗ мӑнукӗн ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнаҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта ӗнер, Чӑваш тӗррин кунӗнче, вата ҫынсен ал ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлнӑ.
Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗ урамра вырнаҫнӑ «Манӑн социаллӑ центр» клубри курава пенсионерсем хӑйсен ӗҫӗсене ҫеҫ мар, амӑшӗсенчен юлнӑ пуянлӑха та илсе пынӑ.
«Аннен тӗрленӗ ӗҫӗсемпе кунти куравра ҫынсене паллаштарма май пурри мана питех те савӑнтарать», — тенӗ Галина Деомидова.
Николай Фролов мӑшӑрӗн Екатерина Сильвестровнӑн ӗҫӗсем пирки темччен каласа кӑтартма пултарать. Вӗсен килӗнче те ал ӗҫӗсем, чӑвашла тумлантарнӑ пуканесенчен пуҫласа минтер пичӗсем таранах, пур.
Паян – Чӑваш тӗррин кунӗ. Ӑна 2020 ҫултанпа уявлаҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, паян чылайӑшӗ ӗҫе чӑваш тумӗпе килет. Тӳре-шара та акцие хутшӑннӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев, Дмитрий Краснов вице-премьер, министрсем, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков... Нумайӑшӗ паян ӗҫе чӑваш тӗрриллӗ тумпа килнӗ.
Транспор, Сывлӑх сыхлавӗн министерствисем, Патшалӑх аатоинспекцийӗ, Президент пепкелӗх центрӗ Амӑшӗн кунне халалласа акци ирттернӗ. Вӗсем Пепкелӗх центрне ҫитсе ултӑ ҫемьене автокресло парнеленӗ.
Кунсӑр пуҫне тепӗр икӗ кресло медучреждение парнеленӗ. Вӗсем унта ӑсталӑх класӗ ирттерме кирлӗ.
Питӗрте пурӑнакан чӑвашсем Кӗр сӑрине пуҫтарӑнӗҫ. Уява чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Питӗрти Loft Stori залӗнче ирттерӗҫ.
Хӑнасене 14 сехет те 30 минута пыма чӗнеҫҫӗ. Уяв каҫӗ 15 сехетре пуҫланӗ. Вал 18 сехет те 30 минтучен пырӗ. Унта чӑваш юрри-ташши, чӗлхи янӑрӗ, авалхи ырӑ йӑла-йӗркене аса илӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.