Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче республикӑра «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» акци иртӗ. Вӑл ҫиччӗмӗш хут пулӗ. Кӑҫал «Асра юлмашкӑн пӗлмелле!» девизпа килӗшӳллӗн иртнӗ.
Диктант ҫырнӑ чухне пӗлӳ шайне тӗрӗслени чи пӗлтерӗшли мар. Чи кирли - историе асра тытни. Пӗтӗмпе 30 ыйтӑва хуравлама тивӗ. Вӗсенчен 5-шӗ - регионпа ҫыхӑннисем.
Чӑваш Енре 600 ытла лапам пулӗ. Вӗсем вӗренӳ заведенийӗсенче, вулавӑшсенче, культура ҫурчӗсенче, тӗрлӗ предприятипе организацире пулӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, акцие 20 пине яхӑн ҫын хутшӑнӗ. Ҫав кун «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» акци Раҫҫейӗпех иртӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ модине кӑтартӗҫ. Уяв программинче хальччен пулман. Ӑна пуҫараканӗ – Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен Канашӗ.
1945-1950 ҫулсенчи тумтире Республика тӳремӗнче иртекен дефилере курма май пулӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ.
Мода кӑтартакансен йышне кӗрес килет-и? Малтан регистраци тухмалла: https://cheboksary555.ru/moda_pobedy.
Вӑрҫӑ пирки хывнӑ «Катюша» юрӑ Мускавра иртнӗ «Навруз» уявӗнче тӑватӑ чӗлхепе янӑранӑ
Кӑҫал уяваТӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Сцена ҫинче вӑрҫӑ юррисем чылай янӑранӑ. Вӗсенчен пӗри — «Катюша». Ӑна таджикла, казахла, вырӑсла тата чӑвашла юрланӑ. Чӑвашла версине Мускав хулинче пурӑнакан Алена Силпи юрӑҫ шӑрантарнӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра Ҫӗнтеру парадне ирттерме палӑртса хунӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ уява Шупашкарта кӑна мар, республикӑри районсенче те ирттермелле. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсем халах тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Шупашкарти гарнизонӑн пӗрлештернӗ полкӗ парада хатӗрленме пуҫланӑ, унта ятарлӑ техникӑна илсе тухӗҫ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра Ҫӗнтеру парадне ирттерме палӑртса хунӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ уява Шупашкарта кӑна мар, республикӑри районсенче те ирттермелле. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсем халах тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Шупашкарти гарнизонӑн пӗрлештернӗ полкӗ парада хатӗрленме пуҫланӑ, унта ятарлӑ техникӑна илсе тухӗҫ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӗрарӑмсене ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ. Унта нумай ачаллӑ амӑшӗсене, ҫамрӑк волонтёрсемпе общество организацийӗсен хастарӗсене йыхравланӑ.
Олег Николаев хӗрарӑмсене ырласа та мухтаса хитре ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ. Сцена ҫине тухнӑ юра-ташӑ ӑстисем те савӑк кӑмӑл парнеленӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан ватӑсене киле пырсах ҫӳҫ касаҫҫӗ. Кунта сӑмах хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслвӑ центрен социаллӑ ӗҫченӗсем пӑхса пулашакан кинемейсем пирки пырать.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ умӗн кинемейсене хитрелетекеннисем — центрӑн социаллӑ ӗҫченӗсем. Людмила Захарова, Елена Трофимова тата Ольга Филиппова социаллӑ ӗҫченсен алли пур ӗҫе те тытса тума ӑста.
Ватӑсем килтех ҫӳҫ касма май пурришӗн савӑнаҫҫӗ, тав тӑваҫҫӗ.
«Эпӗ Ольга Филипповӑна тав тӑвасшӑн. Ниҫта кайса ҫӳремесӗр хитре пулса тӑтӑм», — ӑшӑ кӑмӑлпа тав тунӑ, сӑмахран, Анна Ташманова ватӑ хӑйне пулашса пыракан социаллӑ ӗҫчене.
Ҫӑварни вӗҫленсе пырать. Шупашкарти Николаев паркӗнче хӗле 3 метр ҫӳллӗш сӑмаварпа тата Илемпи ятлӑ чӑваш пикипе ӑсатасшӑн. Пушӑн 1-2-мӗшӗсенче унта «Сударыня Масляница» анлӑ уяв иртӗ.
Сӑмаварпа сӑн ӳкерӗнме пулать. Илемпи хӑйӗн кӗлеткипе, чаплӑ тумӗпе тӗлӗнтерӗ. Паллах, икерчӗпе те сӑйланма май пулӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта ӗнер Ҫӑварни уявне ирттернӗ. Вӑл Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗнче вырнаҫнӑ «Манӑн социаллӑ центр» клубра иртнӗ. Мероприятие Екатерина Ворошилова тата Оксана Николаева специалистсем хатӗрленӗ.
Ҫӑварние пуҫтарӑннисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ. Тутлӑ икерчӗпе, ытти апат-ҫимӗҫпе сайланнипех ҫырлахман, тӗрлӗ вӑйӑ ирттернӗ, чӑвашла юрласа та ташласа савӑннӑ.
«Паянхи уярра эпӗ ҫамрӑк чухнехи Ҫӑварние аса илтӗм. Чӑвашла юрӑсем шарантарса чуна йӑпатрӑмӑр», — тенӗ тава тивӗҫлӗ канури Галина Деомидова.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявлама чӗнет. Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унта «Ҫурхи кулӑш миххи» спектакль-концерт иртӗ.
«Кулленхи ӗҫсене хӑварса кӑмӑл-туйӑмпа илем тӗнчине путӑр. Сирӗн юратнӑ артистсем сцена ҫине илемлӗ юрӑ-ташӑпа, шӳтлӗ халапсемпе тухӗҫ. Кашни юрӑ, кашни ташӑ, кашни ӑшӑ сӑмах ҫак концертра йӑлт сире валли пулӗ», — тесе йыхравланӑ анонсра.
Концерт хыҫҫӑн парнепе савӑнтарма шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |