Вӑрнар округӗнчи Кульцав ялӗнче пурӑнакан Александр Ивановичпа Галина Николаевна Зотовсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
Александр Иванович салтакра пулнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑннӑ, Ленин ячӗллӗ колхозра водительте ӗҫленӗ. Кунтах юратӑвне тӗл пулнӑ вӑл. Каччӑ ял хуҫалӑх институтӗнче зооинженери факультетӗнче ӑс пухнӑ, профком председателӗ пулнӑ. Галина Николаевна чылай ҫул вырӑнти депутат пулнӑ.
Зотовсем ывӑлпа хӗр ӳстернӗ. Халӗ вӗсем виҫӗ мӑнукӗпе, пӗр кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Ҫитес ҫул Республика кунӗ ӑҫта иртесси паллӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, паллах, Шупашкарта пулӗ. Тата уяв мероприятийӗсем Етӗрне округӗнче иртӗҫ. Республика кунне ирттерме шӑпах ҫак округ тивӗҫнӗ.
Аса илтерер: кӑҫал уяв Шупашкарта тата Тӑвай округӗнче пулнӑ. Сӑмах май, ҫитес ҫул Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 105 ҫул ҫитет.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр 87 ҫулти хӗрарӑма ҫуралнӑ кунпа саламланӑ.
Зинаида Кудряшовӑна асӑннӑ учрежденин социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса тӑрать.
Хӗрарӑм ӗҫ ветеранӗ шутланать. Вӑл 40 ҫул ытла хулари «АККОНД» фабрикӑа ӗҫленӗ. Упӑшкипе Владимир Сергеевичпа икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, паян мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Кинемее комплекслӑ центрӑн специалисчӗ Татьяна Васильева саламланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар кӑҫал 64 ҫул тултарӗ. Спутник хула ҫуралнӑ кунне ыран паллӑ тӑвӗ.
Ҫӑлтӑрпа зарядка тӑвӗҫ, ГТО фестивалӗ пулӗ, ретро-машинӑсен куравне йӗркелӗҫ, «Про Город» хаҫат хаваслӑ программа хатӗрленӗ, «Пултарулӑх бульварӗ» ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех чӑваш эстрада артисчӗсем юрлӗҫ, троллейбуссем парада тухӗҫ. Арт-фестиваль те иртӗ.
Уяв каҫхи 9 сехетре ташӑ каҫӗпе вӗҫленӗ. Пӗлтӗрхи пекех, хула кунне Раҫҫей эстрада артистне чӗнмен.
Шупашкар хулин 555 ҫулхине халалланӑ уява ҫӗршыври паллӑ юрӑҫа Шамана чӗннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Концерта курма халӑх калама ҫук йышлӑн пуҫтарӑннӑччӗ. Анчах ахаль куракансене юрӑҫран вип-зонӑпа уйӑрнӑ. Унта ача-пӑчапа аслисем тата тӳрӗ-шара пурччӗ.
Куракансене ҫакӑн пек икӗ ушкӑна уйӑрни теприсене тӗлӗнтернӗ, вӗсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов патне те халӑх тетелӗнче кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑ.
Тӳрӗ-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, фан-зонӑра Уҫӑ хулан хастарӗсем, волонтёрсем, ӗҫлекен ҫамрӑксен канашӗн, республикӑн районӗсен пайташӗсем, уяв мероприятийӗсене хутшӑннӑ артистсем пулнӑ-мӗн.
Паян пирӗн республикӑмӑрӑн тӗп хули хӑйӗн сумлӑ юбилейне, 555 ҫулхине, уявлать.
Атӑлӑн акваторийӗнче 11 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен парус регати иртӗ.
Хӗрлӗ тӳремре
11 сехетрен 11 сехет те 45 минутчен ҫӑлтӑрпа зарядка пулӗ. Унта, ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, хысна учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене илсе тухӗҫ.
12 сехетре «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗн) ушкӑнӑн авиашоувӗ пуҫланӗ.
12 сехет те 30 минутран 13 сехет те 30 минутчен симфони капеллин «Славься Шупашкар!» концерчӗ пулӗ. 15:00 — 20:00 сехетсенче Ленин проспектӗнче «Пултарулӑх бульварӗ» арт-проект ӗҫлӗ. 17:00 — 20:00 сехетсенче — чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗ пулӗ.
20:00 — 21:00 сехетсенче уяв ячӗпе сцена ҫине тӗрлӗ тӳрӗ-шара тухӗ.
21:00 сехетре ҫӗршыври паллӑ юрӑҫ, SHAMAN, сцена ҫине тухӗ. Унӑн концерчӗ 50 минута пырӗ.
Шупашкар юбилейӗ ячӗпе Чӑваш Енри агропром тутлӑ локаци хатӗрлет. Ӑна Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ умӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Унта фермер продукцийӗсен палатки пулӗ: Ольга Кошелевӑн сырӗсем, Муркаш тӑрӑхӗнчи ҫырласем, Шупашкарти ҫӑкӑр пӗҫерекен 2-мӗш савут тата ытти те.
Палатка «Пултарулӑх бальварӗ» лапамӗнче ӗҫлӗ.
Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, йӑлана кӗнӗ мероприяти иртӗ: ҫӑлтӑрпа зарядка тӑвӗҫ. Кӑҫал ӑна паллӑ ММА кӗрешӳҫи Джефф Монсон ирттерӗ.
Зарядка Хӗрлӗ тӳремре 11 сехетре пуҫланӗ. Спортсмен ятарлӑ тренировка ирттерӗ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать.
Джефф Монсон унччен Америка спортсменӗ пулнӑ, халӗ - Раҫҫейӗн. Вӑл пирӗн ҫӗршыва 2013 ҫулта куҫса килнӗ, 2018 ҫулта Раҫҫей гражданствине илнӗ, 2023 ҫулта АПШ гражданинӗ пулма пӑрахнӑ.
Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне троллейбуссемпе автобуссем ытларах вӑхӑт ҫӳрӗҫ. Кун пирки хула мэрӗ Владимир Доброхотов пӗлтернӗ.
Шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, общество транспорчӗ ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗ. Вырсарникун вара, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, автобуссемпе троллейбуссем ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен пассажирсене илсе ҫӳрӗҫ.
Кӑҫал Шупашкар 555 ҫул тултарӗ. Уява Шаман юрӑҫ, «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗ килӗҫ.
Канаш тӑрӑхӗнчи Матьшӳ ялӗ хӑйӗн 305-мӗш ҫулхине уявланӑ. Асӑннӑ ял Ҫеҫпӗл ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Матьшӳ ялӗнче халӗ 139 ҫын пурӑнать. Пӗр ӗмӗр каялла вара налук тӳлекенсем кӑна 800 ытла ҫын пулнӑ. Ачасемпе пӗрле халӑх шучӗ пинрен те иртнӗ. Ялта 8 кооператив ӗҫленӗ. Ҫил арманӗ, ҫӑкӑр завочӗ, ҫӑм таптармалли цех, чӑпта ҫапакансен лаҫҫи тата ытти артель тавраш ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |