
Ҫитес уйӑхӑн 24-28-мӗшӗсенче Шупашкарта Н.Д. Мордвинов ячӗллӗ регионсем хушшинчи пӗрремӗш фестиваль иртӗ. Ӑна «Волжская премьера» (чӑв. Атӑлҫи премьери) ят панӑ.
Хӑйӗн 100 ҫулхи историйӗнче Вырӑс драма театрӗ Раҫҫӗйри драма коллективӗсен чи лйӑх премьерисемпе пуҫласа паллаштарӗ.
Шупашкара Рязань облаҫӗнчи драма театрӗ, Арзамасри драма театрӗ, Мытищи хулинчи«ФЭСТ» драмӑпа камит театрӗ, Хусанти «Созвездие - Йолдызлык» театр килсе ҫитӗҫ.
Николай Мордвинов — СССР халӑх артисчӗ, вӑл Етӗрнере 124 ҫул каялла ҫуралнӑ.

Чӑваш Енри ушкӑн (вӗсем сӑнӳкерчӗкре сӑнланнӑ) ытарайми Крым Республикине тухса кайнӑ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторӗ Лидия Филиппова журналист, поэт, писатель тата публицист Лидия Филиппова хыпарлани тӑрӑх пӗлчӗ.
Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем Крымри темиҫе хулара пулӗ: Алуштӑра, Алупкӑра, Гурзуфра, Ялтӑра тата ытти ҫӗрте. Ҫапла, ҫапла пуҫ ҫаврӑнса каймалла! Вӗсем «Книга — это бессмертие» (чӑв. Кӗнеке — вӑл вилӗмсӗрлӗх) Пӗтӗм тӗнчери I литература фестивальне хутшӑнӗҫ. Фестивале Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш Енри калем ӑстисем Крымра кун ҫути кӑтартнӑ «Золотой салют колосьев» чӑваш поэзийӗн антологийӗпе паллаштарӗҫ.

Ҫурла уйӑхӗн 16-20-мӗшӗсенче ҫемье командисен хушшинче Пӗтӗм Раҫҫейри ГТО фестивалӗ иртӗ.Чӑваш Ен чысне Йӗпреҫ округӗнчи Ефимовсем хӳтӗлӗҫ
Фестиваль Шупашкарта «Атӑл» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексра иртӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 13 сехетре уҫӗҫ.
Ӑмӑртӑва ҫӗршыври тӗрлӗ регионти ҫемьесем хутшӑнӗҫ. Ӳсӗмӗ - 8-69 ҫулсенчисем. Вӗсем ГТО дисциплинисенче тупӑшӗҫ.

Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускавра славян ӳнерӗн «Русское поле» (чӑв. Вырӑс уйӗ) регионсем хушшинчи фестивалӗ иртнӗ. Унта чӑваш юррин «Парне» ансамблӗ хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе вара Мускавра 62 регионти 1,5 пин артист пулнӑ.
Халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн коллективӗ «Чи лайӑх хор коллективӗ» номинацире палӑрса «За сохранение региональных певческих традиций» (чӑв. Регионти юрӑ йӑла-йӗркине упраса хӑварнӑшӑн) ятарлӑ премие тивӗҫнӗ.
Коллектив ертӳҫи — Светлана Тяхмусова.

Чӑваш Енре Ҫырла фестивалӗ кӑҫал та иртӗ. Хальхипе ӑна виҫҫӗмӗш хут йӗркелӗҫ. Унта республикӑри пахчаҫӑсем, фермерсем, ҫырла ҫитӗнтерекенсем пухӑнӗҫ.
Фестивальте тӗрлӗ продукци, хуҫалӑхра кирлӗ хатӗрсем туянма май пулӗ. Ҫавӑн пекех спикерсем лекцисем вулӗҫ. Унсӑр пуҫне фестиваль хӑнисемпе ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Уявра концертпа киленме те, лотерейӑна хутшӑнса парнесем выляса илме те май пулӗ.
Фестиваль Шупашкарта ҫак адреспа иртӗ: Машиностроительсен проспекчӗ, 1-мӗш ҫурт, 16-мӗш строени. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ, ҫитсе курма тӑрӑшӑр.

Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 10 сехетре, Улатӑрта вырӑс культурин «Звучи, российская глубинка!» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртӗ.
Вырас наци культурин уявӗнче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи пултарулӑх коллективӗсен пултарулӑхӗпе паллашма май килӗ.
«Золотой колчан» конкурс та иртӗ. Унта халах промыслисен ӑстисен ӗҫӗсемпе паллашма тата туянма май килӗ.
Мероприятие йӗркелекенсенчен пӗри, Чӑваш Енри Вырӑс культурин центрӗн председателӗ Татьяна Ежова палӑртнӑ тӑрӑх, ку вӑл тӗрлӗ наци хушшинчи туслӑха кӑтартса паракан уяв та пулӗ.

Нумаях пулмасть Санкт-Петербурга «Кӗнеке аллейисем» фестиваль иртнӗ. Ӑна ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал унта чӑвашсен пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ.
Вӗсен йышӗнче – «Парне» фольклор ансамблӗ, «Иван тата Алиса» пултарулӑх дуэчӗ. Вӗсем, чӑваш наци тумне тӑхӑннӑскерсем, ҫур сехет чӑваш юррисем шӑрантарса Санкт-Петербурги иртен-ҫӳрене тӗлӗнтернӗ.

Паян Шупашкарта «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль старт илнӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн, 19-мӗшӗччен пырӗ.
Ҫак тапхӑрта сӑра вӗретекен 26 предприяти хӑйсен продукцийӗпе паллаштарӗҫ: Мускав, Чӗмпӗр, Самар, Пенза, Томск облаҫӗсенчен, Тутарстанран, Мари Элтен, Чӑваш Енрен, Мускав тата Санкт-Петербург хулисенчен.
Вырӑнти 30 кафе-ресторан тата фермер хуҫалӑхӗсем сӗтел ҫине блюдӑсем тата ҫыртмӑшсем лартӗҫ.

Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑхкунӗнче Мускавра «Раҫҫей» центрта Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркеленӗ. Унта чӑваш ҫамрӑкӗсем те ҫемье чӑмӑртанӑ.
Фестивале Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 200 ытла мӑшӑр килнӗ. Вӗсем пӗр харӑс пӗрлешнӗ. ҪаЧӑваш Енрен унта Шупашкарти Алексей Комлевпа Юлия Молчанова хутшӑннӑ.
Саламлатпӑр ҫамрӑк мӑшӑра!

«Уяв» ансамбль Иркутск тӑрӑхӗнчи Ольхон районӗнче иртнӗ «Ёрдын вӑййисем 2025. Евразири халӑхсен вӑййисем» этнофестивале тата форума хутшӑннӑ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» канал пӗлтернӗ.
Асӑннӑ уяв - бурятсен, эвенксен, тофаларсен, якутсен тата куҫса ҫӳрекен ытти халӑхӑн уявӗ иккен.
Чӑваш Енри «Уяв» фольклор ансамблӗ Иркутск тӑрӑхне гастрольпе тухса кайнӑ. Вал унта 10 кун пулӗ.
Маларах асӑнса хӑварнӑ Ольхон ҫӗрӗ ҫинче чӑваш халӑх юрри пуҫласа янӑранӑ-мӗн.
