2030 ҫул тӗлне Комсомольски районӗнче транспортпа логистикӑн пысӑк комплексне хута яма палӑртаҫҫӗ. Вӑл «Хӗвелтухӑҫ» М-12 ҫул ҫинче пулӗ.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министре Дмитрий Краснов Телеграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта 290 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа хывӗҫ. Логистика центрӗ тӗрлӗ пулӑшу кӳрӗ, ҫав шутра тавара турттарса килсе упрассипе те.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 султи хӗрарӑма пуйӑспа пырса ҫапӑннӑшӑн суд тӑвӗҫ. Ун тӗлӗшпӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗс пуҫарнӑ. Хӗрарӑм-водитель ҫул ҫинче асӑрханманнипе пулса иртне инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пӗлтерхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл «LADA KALINA» машина рулӗ умӗнче пулнӑ, салонта виҫӗ пассажир ларса пынӑ. Ҫав шутра 2015 ҫулта ҫуралнӑ хӗрача та пулнӑ.
«Кӳкеҫ-Тутаркасси-Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа пынӑ чухне Шуршал проездӗнче вӑл пуйас килнине курса тӑрсан та чарӑнман, пуйӑҫпа ҫапӑннӑ. Инкекре салонти пӗр хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 султи хӗрарӑма пуйӑспа пырса ҫапӑннӑшӑн суд тӑвӗҫ. Ун тӗлӗшпӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗс пуҫарнӑ. Хӗрарӑм-водитель ҫул ҫинче асӑрханманнипе пулса иртне инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пӗлтерхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл «LADA KALINA» машина рулӗ умӗнче пулнӑ, салонта виҫӗ пассажир ларса пынӑ. Ҫав шутра 2015 ҫулта ҫуралнӑ хӗрача та пулнӑ.
«Кӳкеҫ-Тутаркасси-Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа пынӑ чухне Шуршал проездӗнче вӑл пуйас килнине курса тӑрсан та чарӑнман, пуйӑҫпа ҫапӑннӑ. Инкекре салонти пӗр хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкартан Муркаш ҫитме 200 тенкӗ тӳлемелле. М-7 ҫулпа кайсан ҫул тӑршше 45 километрпа танлашать. Транспорт унта 1 сехете яхӑн каять.
Муркашран Москакассине ҫитме 70 тенкӗ тӳлемелле, Муркашран Москакассине — 80 тенкӗ.
Шупашкарта Ҫӗнӗ Шупашкара 61-мӗш троллейбус ҫӳреме тытӑнассине пӗлтернӗччӗ. Паян шӑпах ҫав кун ҫитнӗ – ҫӗнӗ маршрут уҫӑлнӑ.
Аса илтерер: троллейбус Шупашкарти Гладков урамӗнчен пуҫласа Трактор тӑвакансен проспекчӗпе кайӗ те Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона ҫитӗ. Пӗтӗмпе 14 транспорт пулӗ.
Карттӑпа тӳлсен билет хакӗ – 33 тенкӗ, укҫан парсан – 37 тенкӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр машина икӗ ачана ҫапса хӑварнӑ. 11-12 ҫулсенчи ачасене пульницӑна ӑсатнӑ.
Инкек хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 33-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса 16 сехет те 20 минутра иртнӗ.
«Лада Гранта» автомобиль водителӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл светофор мӗнле ҫуннине хӗвел ҫутине пула асӑрхайман иккен. 36 ҫулти водитель хӑй урах пулнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе М-12 тӳлевлӗ ҫул ҫинче хак ӳснӗ. Кун пирки «Автодор» пӗлтерет.
Халӗ ҫӑмӑл машинӑпа пӗтӗм трассӑпа каяс тӑк 5217 тенкӗ тӳлемелле. Унччен 4948 тенкӗ пулнӑ. Канашран Мускава ҫитме – 4438 (4094 тенкӗ пулнӑ) кӑларса хумалла. Ҫӗмӗрлерен Мускава ҫитме – 4083 тенкӗ. Унччен 3747 тенкӗ пулнӑ.
Аса илтерер: М-12 ҫула 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хута янӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 17 сехет те 35 минутра «Сӑр» ҫул ҫинче амӑшӗпе хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Талой ялӗ тӗлӗнче «ВАЗ-2115» автомобиль хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Газель» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
«ВАЗри» икӗ пассажир — 34 ҫулти хӗрарӑм тата 11 ҫулти хӗрача – вилнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче хӗрарӑм малти ларкӑч ҫинче пулнӑ, ача — водитель хыҫӗнче. ВАЗӑн 32-ри водительне пульницӑна ӑсатнӑ.
Ыран Шупашкарта 1-мӗш маршрутпа вӗр ҫӗнӗ троллейбуссем ҫӳреме тытӑнӗҫ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутри транспорта тӗпрен улӑштарнӑ.
Троллейбуссене пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче «Хӑрушсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн субсидии лизингӗпе илнӗ. Пӗтӗмпе 40 троллейбус туяннӑ.
1-мӗш маршрут – чи вӑрӑммисенчен пӗри. Унпа нумай ҫын усӑ курать. Ҫулталӑкне вӑтамран 10 миллион ытла ҫын ҫӳрет.
Етӗрне муниципаллӑ округӗпе иртекен федераци ҫулӗ ҫинче шыраври хӗрарӑма тытса чарнӑ.
«М-7» федераци ҫулӗ ҫинче патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем пӗр автомашинӑри хӗрарӑм хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑнмасӑр ларса пынине асӑрханӑ.
Водитель тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе хутсем ҫырма тытӑнсан вӑл федераци шыравӗнче пулни палӑрнӑ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи 42 ҫулти хӗрарӑмӑн ӗҫлесе юсанмалла пулнӑ, анчах вӑл суд йышӑнӑвне пӑхӑнман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |