
Эй аслă Мускаври мăн çурт умне
эп лартнă йăмрасем! Эсир пĕлетер:
çуркуннепе, туратăрсем çине
пĕр маншăн суннă евĕр, тем кĕтетер;
асра ун чух — чăвашăн пĕр поэчĕ,—
шав асăнатăп унăн шăпчăкне:
«Вăл мĕн шухăшпала пурăннине
пĕрре анчах эп ун пекех сиссенччĕ!»
Вара — тахçан шăпланнă ватăсен
куçĕсенчен тинкернĕ пек... — йĕретĕп
е савăнатăп?.. — çакна çеç пĕлетĕп:
«сăмах çитмест» тени вăл — çак иккен!
Тата туятăп: пĕтĕм юратушăн,
мĕн пур иртнишĕн, пĕтĕм çухатушăн
ӳкĕнĕçпе тӳлетпĕр, тунсăхпа!
Тата — кăшт ачанни пек кăмăлпа...
Тавах поэтăн сапăр шăпчăкне:
асра — çĕршер ӳкерчĕк вăл тĕрлетĕр!
Ку çеç — сахал... Калам ун сăвăçне:
— Манманччĕ пуль те эп тăван ене,
пĕрех — каçар, Турхан пичче, Хĕветĕр!..
Пил тунăшăн ватта тав тунă евĕр
пăшăлтататăп санăн сăввуна:
унта — ман ял, хĕрсен вăййин кĕрлевĕ,
унта — анне куçран пăхатьмана.
Шухăшсем
Как приятно видеть, что ваши цветы не ...
Our AI-optimized service sends high-inte...
Boost your Chuvash website’s traffic wit...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...