Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Çывăраттăм чип-чипер:
Ăшă вырăн, шур минтер.
Куçне хĕсрĕ ялкăш çăлтăр:
— Тупсăмне пĕлме, эс, тăр.
Мĕн çинчен-ши вăл каласшăн?
Тен, вăрттăнлăхне уçасшăн?
Йăпăрт-япăрт сиксе тăтăм,
Ун патне çитме шут тытрăм.
Утрăм, утрăм пĕр çулпа,
Çитсе тăтăм уçланка.
Мĕн тери хитре кунта,
Пыл шăршиллĕ вăрманта.
Пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ,
Пуху пекех кĕрлеççĕ.
Çынсем пекех пĕрне-пĕри
Хăй шухăшне калаç-тĕр.
Пуху пĕтрĕ пулмалла,
Пĕри тухрĕ малалла.
Çитсе тăчĕ ман патне,
Алне тăсрĕ ман енне.
Илсе кайрĕ вăл мана
Ват йăмраллă катана:
«Ак кунта çав вăл асамлăх,
Мăн аслаçун вăрттăнлăх.
Çак йăмрана аслаçу
Лартнă ыйтса пулăшу:
Ырлăх-сывлăх ĕмĕрлĕх,
Сывă пултăр пирĕн йăх»!
Йăмра силлерĕ çулçине,
Чĕтре-чĕтре хăй чĕлхине
Пуçларĕ хăйĕн халапне,
Пĕлтерчĕ йăлт мĕн пĕлнине:
«Куртăм эп нумай хĕн-хур
Малалла
Çимун пиччепе Кириле мучи — кӳршĕсем. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, кирек мĕнле ĕçре те пĕр-пĕрне хаваспах пулăшаççĕ. Ватти — ăспа, çамрăкки — вăйпа.
Пĕр çурхи кун икĕ кӳршĕ пĕр сăмахлă пулса хăйсен çурчĕсем хушшине йăмра лартса хăвараççĕ, вăй илсе кайиччен шăварса тăраççĕ. Йăмра кунпа мар, сехетпе ӳсет тейĕн, пĕлĕтелле кармашать те кармашать. Урама тухсан йăмра айне ларса канмасăр, йăмрапа калаçмасăр, унпа йапанмасăр пӳрте кĕмеççĕ кӳршĕсем. Çимун пиччепе Кириле мучи хушшинчи туслă çыхăнăва çак йывăç татах та çирĕплетрĕ. Икĕ кӳршĕн йăмра çинчен калаçмасăр пĕр кун та иртмест.
Акă йывăç Çимунпа Кирилен пӳрчĕсенчен те çӳллĕрех ӳссе кайрĕ. Унăн тураттисем пӳрт тăррисене перĕнсе тăракан пулчĕç. Çуллахи шăрăх кунсенче йăмра çулçисенчен те куççуль, те шыв тумламĕ, те сиплĕ шыв — çĕре юхать. Урампа иртсе пыракан çынсем Çимун пиччепе Кириле мучие ятласа та илеççĕ. Мĕншĕн йывăçа асаплантаратăр, мĕншĕн макăртатăр теççĕ.
Ялта урăх никам та йăмра лартман. Ытларах ял çыннисем усал-тĕселрен сыхлать тесе кил умĕсене, пахча хыçĕсене пилеш йывăççи лартнă. Çимĕçĕсем тĕрлĕ чир-чĕртен сиплĕ тесе хăшĕ-пĕрисем çĕмĕрт тата палан ларткаланă. Акă Вĕçкĕн Унтри пасара кайса икĕ тĕп улмуççи илсе килнĕ те — халĕ мухтанса çеç çӳрет. Ара, ялĕпе те унăн çеç-çке. Йăмра лартса ӳстерекен кӳршĕсенчен тăрăхласа та илет хăй. «Мĕн усси пур сирĕн йывăçран: ни çимĕçĕ çук, ни илемĕ çук», — тет.
Малалла
 Аслă вăрçăн хĕрĕх пĕрмĕш çулĕ
Пил парса ăсатрăн мăшăрна.
Тăрса юлтăн пĕр-пĕччен... Куççулĕ
Юхса анчĕ, эс çыртрăн шăлна.
Ултă ача... Куçуçем сĕм суккăр...
Выçлăх, хуйхă... Мĕнле чăтмалла!
Шанчăк çеç пулнă-тăр саншăн тухтăр,
Пĕрмаях туртăннă малалла.
Хĕн-хур вучĕ мĕнле çунтарсан та
Çемье йышĕ, чысĕ çухалман,
Ачусемпе чунна пусарсан та
Тĕттĕм пурнăç пурпĕр çуталман.
Турă пур иккен, чăнах, тавтапуç,
Ман атте таврăннă вăрçăран.
Куççулĕ тухмасть аннен, типнĕ куç,
Чĕрене туман çав хурçăран.
Ултă хутчен ырă тухтăр каснă
Ман аннен пачах курман куçне.
Эмелĕ куçра шанчăклă аснă
Суккăрлăха хăварса хыçне...
Çут тĕнчемĕр! Ах, епле илемлĕ!
Пурăнас та пурăнас килет!
Çамрăк ĕмĕр, питĕ нумай енлĕ,
Хăй тĕллĕнех тыткăна илет.
Пурте пур. Тата мĕнех-ха кирлĕ?
Савнă мăшăр, ачусем умра...
Йывăрлăх? Пур. Пурнăç питĕ чирлĕ,
Çĕнтерӳ хăвачĕ çеç çумра.
Малалла
 Урал ĕçченĕ хурçă шăратать,
Донбасс ĕçченĕ кăмрăк кăларать.
Çул-йĕр ĕçченĕ пуйăс çӳретет,
Çитес çĕре васкавлă çитерет.
Хирти ĕçчен тăвать ака-суха, —
Çĕршывшăн пурте пĕр пекех паха.
Ĕçле ялан тӳр кăмăлпа кăна —
Чи пысăк чыс, хисеп, мухтав сана!
Ĕçчен ятран халь пирĕн çĕршывра
Тата мĕскер-ха пултăр ырăрах!
Поэт хĕрӳллĕн юрă кĕвĕлет,
Ĕçе чĕнет вăл çутă хĕвеле.
Ăс-хал ĕçченĕ те кайра тăмасть —
Йĕрлет, шырать, тĕпчет вăл атома.
Çапла ĕçре çĕкленнĕ ĕмĕртен
Тĕнче хуçи — никам çĕнми этем.
Алли вăй илнĕ ун ĕçре кăна,
Ĕç илемлетнĕ çак планетăна.
Анчах Тăван çĕршывра çех ĕçе,
Тĕрĕссипе, хураççĕ тивĕçе.
Ют çĕрсенче — этем тăвать кермен,
Хăйне ăна унта кеме пӳрмен.
Чавать вăл кăмрăк ĕмĕр-ĕмĕрех,
Хăй хытăркать пĕр вĕçĕм сивĕре.
Хăй тупнă хаклă ылтăнпа ĕнче
Курать вăл хуçа хĕрĕн мăйĕнче.
Ĕçрех эс хуçăл, ан çĕкле пуçна,
Çĕр тĕпĕнче тин тупăн канăçна.
Этем ыр ячĕ тенине унта
Сутаççĕ те илеççĕ ылтăнпа.
Малалла
 Хĕвелтухăçĕ таса
Чăн та лăпкă Лăпкă океан.
Юнпа вут курмасăр ак паян
Хĕвел тухрĕ çуталса.
Ирĕккĕн выляç хумсем,
Хумсем урлă уçă çул выртать.
Ырă-çке чĕрешĕн кăкăрта
Хĕвел лăпкăн кулнăçем.
Ирĕккĕн сывлать тĕнче,
Ирĕккĕн юрлаççĕ халăхсем.
Ĕмĕр-ĕмĕрех тӳлек кунсем
Чечекленĕç çĕр çинче!
Амăшĕ çӳле çĕклет
Тăват çул тултарнă ывăлне.
Фашист-нимĕç тапăннă кунне
Вăл çуралнă. Вăл пĕлет:
Пулмĕ макăру-йĕрӳ,
Епле аслă, ирĕк çул умра!
Ялкăшса çуралчĕ çулăмра
Çĕнĕ, чаплă çĕнтерӳ.
Аçу таврăнĕ кĕçех,
Килĕ вăл хĕвел çулĕпеле!
Ĕмĕрне курман таса телей
Ача куçĕнче çиçет.
Пурте унăн куçĕнче:
Пирĕн аслă, ирĕклĕ кунçул,
Ĕçре кирлĕ çирĕп çеç вутчуль,
Лăпкă, тĕрĕс çут тĕнче.
Савăн, ывлăм, хĕпĕрте,
Ирхи шуçăм пек выля та кул,
Çитĕнсе аçу пек паттăр пул, —
Эс хур курмăн ĕмĕрте!
Хĕвелтухăçĕ таса,
Чăн та лăпкă — Лăпкă океан.
Малалла
 Паттăрсем савăнмалăх
Хумханать тулăх хир.
Талккишпех çутçанталăк
Сарнă ешĕл кавир.
Çав паха кавир тăрăх
Эшелон ăмăртать.
Епле ăшă та ырă
Паян кун кăкăрта!
Йывăçсем пуç таяççĕ
Чаплă эшелона.
Кайăксем мухтавлаççĕ
Çакă ырă куна.
Эшелон, ăмăрт, ăмăрт,
Малаллах вĕçтерсем!
Çитчĕр кăмăллăн, хăвăрт
Килсене паттăрсем.
Кĕтет амăшĕ чун пек
Пĕртен-пĕр ывăлне.
Тватă çул вутсăр çуннă —
Кĕтнĕ хĕр савнине.
Паттăрсем, килĕрсем тет,
Йыхăрать пурсăра
Саркавай пичкере те
Пыл пек тутлă сăра.
Такасем эпир пуснă,
Эпир тунă шăрттан.
Хапхасем эпир уçнă —
Хапăл пĕтĕм чунтан.
Сирĕн пек паттăрсемшĕн —
Тулăх çăкăр-тăвар.
Хамăр аслă çĕрсемшĕн
Эсир тăтăр хастар.
Йышлăлантăр, кĕрлетĕр
Паттăрсен кĕреки.
Çĕнтерӳшĕн çĕклентĕр
Пирĕн савăш курки!
Пĕр ялта тухатмăш карчăк пурăннă. Каçпа вăл хăйĕн шăпăрĕ çине утланса уйăх çине вĕçсе хăпарнă, унтан шуйттансемпе пĕрле ташласа çӳренĕ, çынсем патне кĕрсе ачисене хăратнă.
Акă пĕррехинче раштав каçĕнче карчăк алхасса, кăшкăрашса, пĕтĕм ял халăхне хăратса çӳренĕ. Ачасем хăранипе тĕп сакайне кĕрсе ларнă, йытăсем те йăвисенчен тухма хăранă… Ирхине тăрсан çынсем картишне тухнă. Унта… Лаша ураписене çавăрса çапнă, вуттисене ишсе пĕтернĕ, чӳречисене хăрăмпа сĕрсе хуп-хура туса вараланă. Ялти пĕр çын та тухатмăша хирĕç нимĕн те чĕнеймен, мĕншĕн тесен ăна мĕн те пулин хирĕç каласанах , вăл каçпа вупăр пулса çав çыннине пусса вĕлерет. Çавăнпа та пурте унран хăраса тăнă, айккинелле пăрăнса çӳренĕ.
Ирхине тарăхнă çынсем тухатмăш салатнă япаласене пухма тытăннă. Лешĕ вара пӳрчĕ тăррине улăхса ларса çынсем пуçтарнине пăхса ихĕлтетсе кулса ларнă. Çакăн пек хăтланусем кашни кун тенĕ пекех пулнă. Çынсем ним тума та пĕлмен. Пухăнса пĕр-пĕринпе калаçнă, анчах ним усси те пулман.
Пĕррехинче ку яла пĕр çемье куçса килет. Çемье пуçĕ — Айтар. Унăн чун юратнă мăшăрĕ Тайпи пулнă. Вĕсен юрату çимĕçĕ Мерчен çитĕннĕ. Çак телейлĕ çемье тухатмăш карчăкне пĕрре те килĕшмен .Вăл çĕнĕ çынсене тĕрĕслесе пăхасшăн пулать. Кушак пулать те килне вашлатса кĕрсе те каять. Урисем çумĕнче хăршаланса çӳрет, мăрлатать, анчах та ăна никам та асăрхамасть. Вара ку «кушак» урай варрине кĕрсе ларать те пĕтĕм вăйран макăрма, çухăрма пуçлать. «Ку ухмах кушакка кам кунта кĕртнĕ? — тĕлĕнет çемье пуçĕ Айтар. Кушакка тытать те урама кăларса çапать. Хăйĕнпе çакăн пек хăтланнăшăн тухатмăш ку çемьене усал тăвасшан пулать.
Малалла
Тăван чĕлхене
аталантарассишĕн
чунтан тăрăшакан Андрей Алексеева
Çулçӳрен çеç çакна пĕлме пултарĕ:
Эс инçетре, хальччен пулман çĕрте,
Хăш чух хăвна туйса илен мăнтарăн —
Самантлăх пăлхану ку пулĕ, тен?
Çав вăхăтра тăван сасса илтен-тĕк
Хĕвĕшекен çынсен шăв-шавĕнче,
Пачах манатăн ĕшенли çинчен те,
Юлмасть салхулăх та чун тĕпĕнче.
Вара тĕлĕнмелле хавхаланулăх
Çӳле çĕклет сан шухăш-ĕмĕтне.
Çут шыв та, вĕçсĕр хир те симĕс улăх
Пуплеççĕ, пехилленĕ пек анне.
Чĕлхем! Санра çĕр кĕввине илтетĕп,
Куратăп йăлтăр çиçĕм çиçнине...
Е вутлă тăвăла асилтеретен,
Е ытарми сăпка юррисене!
Манми сăнарлăн, чĕррĕн кăларатăн
Çĕнелекен тавралăха ума:
Мăн тинĕсе куçса юрлать халь Атăл,
Ăш çумăр курăк кашмине кумать.
Хум шăпăл-шăпăл!.. Çулçă çăтăл-çăтăл
Çил вăштăр-вăштăр!.. Канлĕ хăлхана.
Малалла
 Поэма
Манăн ырă чунлă Яков де Бальмена.
Кунĕпе те çĕрĕпе ним айăпсăр вĕлернĕ çынсем пирки йĕретĕп, кам ман куççулĕсене типĕтĕ те мана шыв ĕçтерĕ.
Иеремей, 9 сыпăк, 1 сăвă.
Тусем хыçĕнче çӳл тусем те хура пĕлĕтсем,
Юнпа та асап хĕн-хурпа йăлт пĕвеннĕ вĕсем.
Прометей паттăра ĕмĕр-ĕмĕр
Терт кăтартать кунта ăмăрт,
Аяк шăммине çĕмĕрет,
Чĕрине юнĕпе виттерет,
Хăй ĕçмест çав юна, —
Çавăн пек пулнă тет самана.
Çапах пурăнать ун чĕри,
Вăл тапать те тапать пит вĕри.
Чунĕ вилĕмсĕр унăн.
Ирĕке ăнтăлать çĕрĕн-кунăн.
Çак Кавказ тăвĕсем çавăнпа
Пур енчен те пĕр тан гранитпа.
Вĕсем вилĕмсĕр те пит шăнаçлă
Турăсем вĕсене, ав, сăнаççĕ.
Çавăнпа пуль Кавказ çыннисем
Никама пăхăнмаççĕ вĕсем.
Хирĕçӳ эпир мар кăларатпăр, |
Эпир мар ют çынна суд тăватпăр,
Патшасем çынсемпе хирĕçеççĕ,
Ирĕкри çынсене вĕлереççĕ.
Малалла
Ачалăх кунĕсем хаваслă,
Иртеççĕ сисĕнмесĕрех.
Çавах та асăмра юлаççĕ
Ачалăхри ыр самантсем.
Асаттен кĕлечĕ çумĕнче
Ӳсет пĕр çӳллĕ ват йăмра.
Ăна мĕн пĕчĕкрен эп ас тăватăп,
Юратнă эп çак йывăçă.
Мĕн чухлĕ савăк самант пулнă,
Çӳренĕ çак йăмра тавра.
Ун айĕнче пайтах вылянă,
Юратнă унăн сулхăнне.
Ват йăмрана ытамласа
Пăшăлтатса унпа калаçнă.
Çумăр çусан та ун айне
Йĕпенесрен тарса пытаннă.
Кашни çулах йăмра çине
Атте чуччу çакса паратчĕ.
Ярнаттăмăр черетпеле,
Вĕçеттĕмĕр çӳлтен çӳле.
Нимрен те хăрама пĕлмен-çке,
Юлас килмен юлташсенчен.
«Ӳссессĕн космонавт пуласчĕ», —
Ун чух шутланăр кашниех.
Тантăшсемпе вылянă май
Хăпарнă çак йăмра çине.
Никам ан туптăр-ха тесе
Пытаннă туратсем айне.
Хĕвел пайăркисем ӳкетчĕç
Çулçă хушшипе ман çине.
Хĕвел куç хĕснĕн туйăнатчĕ,
Пăхаттăм эп те куç хĕссе.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 184 185 186 187 188 189 190 191 192 ... 796
|
Шухăшсем
Discover how our AI can skyrocket your c...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...