Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пирĕн çулталăкХĕрес хывнă хĕвелКатӑлнӑ уйӑхҪавраҫилТанатаПолк ывӑлӗÇамрăк ĕмĕт

Аннене парне илсе патăм


Хĕрарăмсен кунĕ çитнĕ май анне валли парне илме кайрăм. Лаша кӳлтĕм те çула тухрăм. Вăрман çулĕпе вĕçтерсе пыратпăр. Йĕри-тавра епле хитре, кашни йывăç юр пĕркенчĕкĕ айĕнче ларать, хăшĕ-пĕри кĕрĕк тăхăннă, тепри шупăрпа,виççĕмĕшĕ - шурă тутăрпа. Темĕнле çурт патне çитсе тăтăмăр. Лашана кăкартăм та пӳрте кĕтĕм. Шалта никам та çук. Алăк патĕнче илемлĕ патак тăрать. Кушак мяуклатса пычĕ, патака тĕкĕнчĕ те, кушакран сысна пулса тăчĕ. Тĕлĕнсех кайрăм. Сак çине пырса лартăм. Пӳрте старик пырса кĕчĕк Шурă, вăрăм сухаллăскер.

— Мĕн кирлĕ сана? — ыйтать старик манран.

— Анне валли парне шыратăп.

— Мĕн парнелесшĕн эсĕ ăна?

— Хитре тутăрпа илемлĕ чечек çыххи.

— Юрĕ, сана хитре тутăр та, чечек те парнелетĕп, киле кайма пултаратăн.

Лаша çине лартăм çеçю вăл çунатлă пулчĕ тăчĕ. Çӳлелле вĕçсе хăпарчĕ. Пĕлĕтре вĕçсе пыратпăр. Пăхатăп та, лаша çухалнă, çуни çеç. Çаплипех вĕçетĕп-ха. Киле çитрĕм. Манăн лаша витере тăра парать. Эпĕ шăпах мартăн 8-мĕшĕнче киле çитнĕ иккен. Пӳрте чупса кĕтĕм те аннене юрă юрласа патăм, сăвă каласа савăнтартăм, тутăр çыхтартăм, чечек çыххи парнелерĕм. Анне питĕ-питĕ савăнчĕ.

«Пĕр ретреччĕ шăкăрин йăмра...»


Пĕр ретреччĕ шăкăрин йăмра,

Юнашар ларатчĕç, çумма-çумăн.

Айккинче, çул урлă, сăртăмра,

Тепĕриччĕ, тусĕ çукчĕ унăн.

 

Çил шавларĕ, аврĕ йăмрана,

Пĕчченçи мĕнле-ши чăтрĕ чунĕ?

Тăлăх ларчĕ ĕмĕр таранах,

Тен, вутра та пĕччен сыппăн çунĕ...

«Куççуль пек çумăр шăварса тасатнă...»


Куççуль пек çумăр шăварса тасатнă

Сарăхайман ырашăн пуссипе

Эс кайнине паян курса тăмастăп,

Асаилес те марччĕ тетĕп эп.

 

Кăвак та хĕрлĕ, симĕс-кĕрен тутăр.

Ман алăри чечек пекех хитре.

Сан илеме текех никам ан куртăр

Тесех-ши анчĕ çумăрлă тĕтре?

«Пулсам манпа!..»


Пулсам манпа! Ан кай, тархасшăн!

Чунра çунать сӳнми кăвар.

Сӳнми кăвар çине, тархасшăн,

Мана пĕччен эс ан хăвар.

 

Эс манпа чух эпĕ хăватлă.

Тĕнче те хаклă, чун таса.

Чун тасаран çеç тархаслатăп,

Ан кай, тархасшăн, пăрахса.

 

Ан кай, савни, ан кай, тархасшăн.

Ыйтап чунран, юлсам кунтах.

Юлсам кунтах — санпа пуласшăн

Чĕрем çунать сӳнми вутпа!

«Пурăнать улитка...»


Пурăнать улитка —

Шуйттан мăйраки!

Броня жилетлă — ачаш шăмшакки.

Çулçӳревре те, кăнтăрла та çĕрле —

Пӳрчĕ ялан ун хăйĕнпе пĕрле.

 

Шăнмасть сивĕре,

Пăчăхмасть ăшăпа

Хӳтлĕхлĕ-питлĕхлĕ тимĕр шапа.

Утать ик çĕре те, çитет виç çĕре.

Хăй пурпĕрех Хĕрлĕ кĕнекере.

 

Ман пахчара та —

пит йĕрĕ те черĕ —

Шикленми чупкалатъ чăштăр чĕрĕп.

Тăрук шăпланать те, чарать уттине:

Йĕплĕ çăмха вăл — сиссен юттине.

 

Хӳтлĕхсем чĕрчунсен май çук тĕрлĕрен.

Пурăнать хăш-пĕри — çын хута кĕнĕрен.

Анчах та хăйне, этеме, ӳлĕмрен

Мĕнле çă лмалла-ши тискер этемрен?

Хăнчапа хăçан


Çăлкуçĕ пек тăп-тăрă кăвак тӳпеллĕ кун мăн çул çинчи лăпсăркка хурăн сулхăнĕнче çула тухнă хĕрарăм ларать... Пĕчченех. Унăн пит-куçĕ çине: «каяс çула хăçан çитем-ши», тенĕ шухăш ĕмĕлки ӳкнĕ.

Кунтисем мар, инçетриех пулмалла вăл. Кăтра хурăн çулçисем хушшипе ӳкекен хĕвел пайăркисем пĕрре хĕрарăм хушпăвĕн шултра кĕмĕлĕсем çинче вĕлтĕртетсе тăраççĕ, тепре — сăркасем, çеçтенкĕсем, теветсем çийĕн вăй вылянă пек иртсе кайса, каллех çухалаççĕ, пĕтеççĕ.

Пăртакран хайхи арăм ларнă хурăн айне тепĕр хĕрарăм пырса çитрĕ. Вăл пичĕ çинчи тарне шăлса ячĕ те сулахай аллинчи тĕркине васкамасăр çĕре хучĕ.

— Манăн та канас-ха, — терĕ вăл, лешĕн çумне пырса ларса.

Тумтирĕнчен пăхсан, халь килнĕ арăм Шупашкар районĕнчен пулни каламасăрах паллă. Катанпиртен тунă шупăрĕ те, хура тăлапа пĕрене пысăкăш чĕркесе сырнă ури те, шерепеллĕ сарлака пиçиххипе пĕрмелетнĕ анлă шур çип кĕпийĕ те вăл ăçтаннине лайăх кăтартаççĕ.

Малтанах, пĕр-пĕрин çине сăнамалла пăхса илнĕ хыççăн, вĕсем калаçма тытăнаççĕ.

— Ĕçĕ пирĕн нумай та, ним тума та вĕрем çок, — тет вирьял матки. — Она ту, кона ту, ĕçлесех чон тохать вара кон тăршшинче.

Малалла

«Çил килсе силлет те тапхăр-тапхăр...»


Çил килсе силлет те тапхăр-тапхăр

Çаралса юлать кĕрхи вăрман.

Май килмест çав çулçă тăкăнмасăр —

Тытăнса тăмашкăн вăй юлман.

Халь вĕсем те иртнĕ кунсем пек

Çĕнĕрен ешермĕç ĕнтĕ тек.

 

Кайăксем чăмăртанса пĕр ушкăн

Ăсанаççĕ ăшă çĕрсене.

Сассисем вара, илтсе тăруçăн,

Йĕппеле тиреççĕ чĕрене.

Хурланса сулатпăр алсене:

Ăсататпăр хамăр çулсене.

Ĕмĕт


Тăван чĕлхемçĕм, пулăшсамччĕ

Шухăшăма çунат пама.

Мана тивлет шанса парсамччĕ

Чысна типтерлĕн усрама!

 

Чĕрем тапсан ялан хастаррăн

Янрамĕ хурлăх кĕввĕмре.

Çунатлă ĕмĕтĕм те тарăн

Çăлкуç пек шăнмĕ сивĕре.

 

Вĕçет те ĕмĕтĕн хĕлхемĕ

Ялт! çутатать пурнăçăма.

Сана пула, тĕнче илемĕ,

Çухатрăм пуль канăçăма.

 

Шанатăп: ĕмĕтри пуласлăх

Хавхалантарĕ юрлама,

Çуратĕ чĕремре хаваслăх,

Çутатĕ тĕксĕм кунăма...

«Тарласа шывланнă кантăка...»


Тарласа шывланнă кантăка

Пӳрнепе йĕрле-йĕрле тасатрăм.

Хир-хир урлă кайрăн анлăха,

Тинкерсе сана инçе ăсатрăм.

 

Тăкрĕ хăрăк туратне йăмра,

Çӳç турарĕ пулĕ çиле майăн.

Хурланса пĕр тунсăх туйăмра

Çĕрĕпе çӳрерĕм эп ун айĕн.

 

Çавра тăвăл тухнăччĕ каçран,

Ăшă çумăр ӳкрĕ çут иркӳлĕм.

Эсĕ çеç тăратăн ман асра,

Сан сăнпа çуталчĕ тĕксĕм пӳлĕм.

«Тикес мар вăрман тăрри...»


Тикес мар вăрман тăрри,

Витĕрех курнать вăрман,

Мĕн пăхать Вăрман Турри.

Вăррăн ма алли хăрман?

 

Уйсене сухаламан.

Курăнмасть хуçа пурри.

Пур тăк мĕнщĕн çĕр çăтман?

Чăтаять-им Çĕр Турри?

 

Татăлаççĕ пĕвесем.

Ялĕпе те çук кĕпер.

Шыв Турри те çĕтнĕ, тем?

Тупăн, Турă, пул чипер!

■ Страницăсем: 1... 427 428 429 430 431 432 433 434 435 ... 796