Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТаркăнШăплăхри аслатиĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеХĕрес хывнă хĕвелКĕтмен венчетВӗре ҫӗленПирĕн çулталăк

Пурнăç ункинче


Çамрăк ăсăн çăмăллăхĕ пур,

Çамрăк туйăм шухă та вылянчăк.

Кăкăрта: сивлек кĕр, савăк çур,

Çутă тунсăх та çунатсăр шанчăк.

Тепĕр чух айван эп ачалла,

Тепĕр чух пит чăрсăр та хăюллă.

Сăвă тыткăнланă кăмăла

Вăхăт-вăхăт ăнланма хĕн пулĕ!

Вутланатăп çатăр сивĕре,

Шăрăхра шăнса кӳтетĕп шутсăр,

Е сĕм каç куратăп витĕрех,

Е кун çутинче пулатăп суккăр.

Кĕмĕл саслă юрă кĕввине

Вăйлă тăвăл шавĕнче илтетĕп,

Пуш чечекĕн йĕпхĕртен тĕсне,

Чăн илем тесе эп иленетĕп.

Эп телейлĕ лăпкă мар ĕçре,

Эп ăмăртура тупатăп канлĕх.

Савăнăç уявĕ чĕрере

Кĕрешӳ хăвачĕпе тăванлă.

Туссемпе эп чечекрен чечен,

Харсăр та хаяр эп сăх тăшманшăн...

Асамат пек пурнăç ункинче

Пархатарлăн, сулăмлăн утасшăн.

Хăяймарăм


Татас терĕм эпĕ чечекне,

Юриех эп тухрăм ĕшнене:

Чечексем пăхаççĕ шĕл кăваррăн,

Илĕртсе тăраççĕ аякран, —

Вĕсене татма эп хăяймарăм

Сан сăну пек çепĕç пулнăран.

 

Çиес терĕм эпĕ çĕмĕртне,

Кĕтĕм юриех сад пахчине:

Çĕмĕртсем пиçеççĕ çупкăмшарăн,

Çырлисем хитре-çке шăрçаран, —

Туратне хуçма эп хăяймарăм

Çырлисем куçу пек хураран.

 

Касас терĕм эпĕ хăвине,

Кайрăм юриех шыв хĕррине:

Хăвасем ӳсеççĕ ушкăншарăн, —

Ешĕл чатăр тейĕн улăхра,

Хуллине касма эп хăяймарăм

Çинçе пилĕкӳ пек яштакран.

 

Килĕштертĕм чĕререн сана,

Ĕмĕт-шухăшра пĕр эс кăна:

Вăйăра ялан пĕрле ташларăм,

Уй-хирте ĕçлерĕм кăмăлтан.

«Юратап» теме эп хăяймарăм

Çамрăк чунăм хытă çуннăран.

Эп мĕнле-ши сансăр?


Эп мĕнле-ши сансăр пурăннă, хĕр-тусăм,

Халĕ эпĕ сансăр хам та хам пек мар.

Куçунта хĕм çиçрĕ — чĕртрĕ вĕри туйăм:

Чунăма йăлт хыпрĕ тунсăх та кăвар.

 

Кунĕ те хĕвеллĕ манпала чух эсĕ,

Чи телейлĕ çын эп эсĕ манпа чух.

Сансăр эп хĕвелсĕр, сансăр эп телейсĕр,

Мăшăрсăр текерлĕк — сансăр манăн чун.

 

Пин ахах тăратăн калаçма пĕрре çеç,

Пин ахах сĕнместĕп — пулĕ вăл сахал.

Пур ултавсăр чунăм, пур вĕри чĕреçĕм,

Хамăн мĕн пурри йăлт халь сана халал.

 

Ырă кун хĕвелĕ, ирхи шуçăм сăрĕ,

Хĕрлĕ мăкăнь сăнĕ ӳкнĕ сан сăнна.

Тĕрĕслĕх, тасалăх, çамрăклăх сăнарĕ,

Сывлăш пек, çĕршыв пек кирлĕ эс мана.

Çул çинче


I

Ваттисем вилсе пыраççĕ, вĕсем вырăнне ачасем çуралаççĕ, ӳссе çитĕнсен — каччăсем авланаççĕ, хĕрĕсем качча каяççĕ. Çапла вăл пурнăç. Урам тăрăх çарран чупса çӳренине, тусĕсемпе пуканелле вылянине Ульккаç паянхи пек астăвать. Çамрăк ĕмĕр — савăнăçлă вăхăт ма çав тери час иртет-ши вăл? Пиччĕшĕ авланнă чухне Ульккаç 15 те тултарман. Туйне пит вăйлă туса ирттерчĕç. Унтанпа çак иртнĕ виçĕ çул хушшинче Ульккаç хĕр пулса çитрĕ. Иртнĕ эрнере ăна кӳршĕ ялти Карачăм ывăлне Миккулкана килĕшрĕç. Икĕ çул аслăрах вăл Ульккаçран, хитре те, ăслă та теççĕ, анчах амăшĕ усал. Епле пулсан та ĕнтĕ Ульккаç каймастăп тесе татса калаймарĕ. Миккулка çине куç хӳрипе вăтанкаласа пăхса илчĕ те пичĕ пĕçерсе кайнипе пуçне лаш усса «сирĕн сăмахран иртейместĕп, кирек те мĕнле тăвăр» тесе йăвашшăн каласа хучĕ юратнă ашшĕпе амăшне. Çамрăк чĕри сиксе тухас пек тапать, вĕри юн çанçурăмне йĕппе чикнĕ пек чиккелет. Çав вăхăтра амăшĕ ăна «ан кай, кăçаллăха тăр» тесен, вăл ăна хирĕç кăшкăрса пăрахма хатĕр. Ульккаçшăн Миккулка пек хитре ача таврара та çук. Пăхăр-ха унăн ункă пек явăнса тăракан сарă кăтрисене, пăхăр-ха унăн кулса тăракан сенкер куçĕсене, унăн килĕшӳллĕ сăн-питне, кам тиркеме пултарĕ ăна?

Малалла

Яла таврăнсан


Атăл ен — ман ен, Чăваш ен — ман кил,

Сывă-и, ял-йыш, ытарми пускил?

Паллама та çук чăн сире паян, —

Çамрăк йыш хушса ӳснĕ эс пуян.

 

Ыр ял-йыш, салам, ыр пускил, салам,

Умăрта тăрса пуçăма таям.

Аллăмра — курка, куркара — сăра,

Пуç таяр, тăван, çăкăр-тăвара.

 

Çĕнĕ кас, урам, çӳллĕ чул çуртсем,

Тавралла-тавра — куç тулли илем.

Ташлаттар, кĕсле, юрлаттар, гитар —

Аслă ял вăййи çĕмĕрлет хастар.

 

Ал тунисенче — ал сехет çути,

Карăш пек автать пушмакки-атти.

Ятлă яшăмсем, чăн пике-хĕрсем,

Чăн, сире курсан савăнать чĕрем.

Телей çăлтăрĕ


Юратсассăн çут тĕнче епле хитре,

Вылянать-çке ăшă кулă сăн-питре.

Варкăш çил те сан аллу пек туйăнать,

Çӳл тӳпе те сан кĕлӳ пек курăнать.

 

Юратсассăн пурăнас, ĕçлес килет,

Çутă ĕмĕт çĕн вăйпа чуна çĕклет.

Асăмра та, шухăшра та эс кăна,

Ир те каç умра куратăп пĕр сана.

 

Юратсассăн юрлама пуçлать тĕнче,

Телей çăлтăрĕ çиçсе чĕнет инçе.

Çепĕç, ăшă туйăм пирĕн чĕрере

Сивĕнми хĕрӳ упрантăр ĕмĕрех?

Юрату


— Юрату кăварĕ чĕрере

Хĕм сапать-ши ĕмĕр-ĕмĕрех,

Пытармасăр каласам, пичче?

— Ыйт-ха, — терĕ, — аслăраххинчен.

 

— Юрату кăварĕ чĕрере

Вутланать-ши ĕмĕр-ĕмĕрех? —

Кăсăклантăм вăй питти çынран.

— Ыйт-ха, тусăм, — терĕ, — ватăран.

 

— Юрату кăварĕ чĕрере

Иксĕлмест-ши ĕмĕр-ĕмĕрех? —

Ыйтрăм мучирен эп пуç тайса.

— Ыйт-ха, — тет, — ял пуç патне кайса.

 

— Шур сухал, камран ыйтса пĕлес:

Юрату пĕтет-и е пĕтмест?

— Ыйт-ха, — терĕ, — кайăк-кĕшĕкрен,

Йывăç-курăкран та чечекрен,

Таврари мĕнпур чĕрчунсенчен,

Пĕр хурав эс илтĕн вĕсенчен:

 

— Пурнăç пур чухне çак çĕр çинче

Юрату сӳнмест чĕресенче!

Атăл хĕрĕн юрри


(Юрă)

 

Йалтăр-йăлтăр хумсем килнĕçемĕн

Пирĕн кимĕ пĕччен чӳхенет.

Кĕсле-купăс, янрат çĕнĕ çемĕ,

Атăл тăрăх салат инçене.

 

Каçсерен хамăр ял хĕр упраçĕ

Вăйăра юрласа савăнать,

Мăшăрсем кимĕпе ярăнаççĕ,

Манăн çеç эс çукран ăш çунать.

 

Инçетре эсĕ, ман ăмăрт кайăк,

Тинĕсрен-тинĕсе ярăнан.

Асилен-ши шывра ишнĕ майăн

Ăнсăртран та пулин эс мана?

 

Час эпир тăрăшса пĕвелетпĕр

Шупашкар патĕнче Атăла,

Тантăшсем сана пурте кĕтетпĕр

Караппа килессе каялла.

Сӳнми хĕлхем


Ывăлăма — Лĕвăна

I

X. ятлă больницăри N-лĕ палатăна икĕ çамрăка илсе кĕчĕç. Вĕсене пĕтĕмпех шап-шурă бинтсемпе чĕркесе пĕтернĕрен кам иккенне палласа илме те йывăр. Палатăра ним сас-чĕвĕ те илтĕнмест. Хутран-ситрен бинтланă çамрăксем вăрăммăн йынăшса илни çеç ку пӳлĕмре такам пуррине пĕлтерет. Вара, те вĕсен сассине пула, тен унсăрах-и, алăк ерипен уçăлать те, унта шап-шурă лĕпĕш пек тумланнă кăмăллă сестрасем кĕрсе тăраççĕ. Вĕсем, шăппăн темскер пăшăлтатса илсе, епле кĕнĕ çаплах тухса каяççĕ. Бинтланă çамрăксен ури вĕçне, тимĕр кровать çумне, пĕринне — Григорий Архипов, тепĕринне Хамет Тураев тесе çырса хунă. Вĕсем кунта виççĕмĕш кун выртаççĕ ĕнтĕ.

Пĕрре çапла Григорий хăйне çав тери çăмăллăн туйса илчĕ. Калăн, унăн нимĕн те ыратмасть; калăн, вал ахаль çех канса выртать. Хăш чухне сывмар çыннăн кирек камăн та çавăн пек вăхăтсем пулса иртеççĕ. Те самайлана пуçланипе вара, те урăх сăлтавпа, ун çинчен Пайраш тухтăр тĕплĕн каласа парĕ, эпĕ урăххи çинчен каласшăн. Шăпах çакăн пек самантра Григорий пуçне темле шухăшсем пырса тулчĕç. Вал хăйĕн вăхăтлăха уйрăлса юлнă çамрăк арăмĕ çинчен шухăшлама тытăнчĕ. Çапла ĕнтĕ вăл юрату тени, вилес умĕн те канăç памасть çынна. Мĕн юлашки сывлăш тухса кайичченех асра, юлашки сывлăш тухсан — пĕтрĕ вара. Ун чух сана нимле юрату та кирлĕ мар. Тĕнче кăна илемне çухатмасть. Çавах ялкăшать хăвел; уйăх та садра пытаннă хĕрпе качча çулçăсем витер сăнать, шăпчăк та çавах юрлать. Юрату та ĕмĕр сӳнмест...

Малалла

Мекек-мекек качака...


Мекек-мекек качака

Çуллен хĕсĕр çӳресен,

Мĕне кирлĕ качака?

Çыруç тавраш поэтсем

Уссăр сăмах çырсассăн,

Кама кирлĕ çавăсем?

■ Страницăсем: 1... 538 539 540 541 542 543 544 545 546 ... 796