Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑÇамрăк ĕмĕтКĕмĕл кĕперĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеПепке çуралсан...Таркăн

«Али-паттăр» авторĕ çинчен


Владимир Васильевич Бараев 1910 çулта Шăмăршă районĕнчи Виçпӳртре вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Мĕн пĕчĕкренпех халăх сăвви-юррисене юратса ӳснĕскер, вăл юмах-халапсене итлеме те пит юрататчĕ. Анюркка тăхлачă — унăн асламăшĕ — хĕллехи вăрăм каçсенче чăлха çыхса ларнă чух çĕрĕ-çĕрĕпе юмахсем каласа паратчĕ. Ăслă пĕчĕк Тимĕр (тăван ялĕнче Бараева пурте çапла чĕнетчĕç) çав юмахсене тепĕр кунхинех хăйĕн юлташĕсене каласа паратчĕ. Çапла вара вăл юмах яма хăй те пит ăсталанса çитрĕ. Эпир, çамрăкраххисем, унăн юмахĕсене итлесе лараттăмăр. Чăн та ĕнтĕ, ăна пĕр хут итлесе курнă çын тепре итлемесĕр чăтаймастчех.

Кашни чăваш ялĕнче тенĕ пекех, Виçпӳртре те юмах ăстисем нумай. Виçпӳрт ялйышĕ хушшинче çавăн пек юмахçăсенчен чи чапа тухнисем Этюн пиччепе Ванюк пичче пурччĕ. Пушă вăхăтра вĕсем çамрăксене пуппа шуйттан çинчен те, патшапа Иван çинчен те, çĕленпе паттăр çинчен те тĕрлĕ-тĕрлĕ юмахсем хаваслансах каласа паратчĕç. Тимĕр çав халапсене пурне те тенĕ пекех илтнĕччĕ.

Вăл тĕрлĕ юрă-сăвăсемпе такмаксем юрататчĕ. Виçпӳртре çав вăхăтсенче Чĕмпĕрте пичетлесе кăларнă «Чăваш юмахĕсемпе халапĕсем» кĕнеке тупăнчĕ. Çавăнта пичетленнĕ ытарайми «Нарспие» Тимĕр пĕр эрне хушшинче пĕтĕмĕшпех пăхмасăр калама вĕренчĕ.

Малалла

Çемьере асли те кирлĕ


Чăтăмлăх сахал çав пирĕн,

Пĕр сăмах илтсессĕн хирĕç

Тытăнатпăр тавăрма,

Урлă-пирлĕ çавăрма.

 

Кăшт кăна пуласчĕ тимлĕ,

Тараватлăх имле-симлĕ.

Килĕшӳлĕх çук пулсан,

Кĕвĕçӳ вăл мăй таран.

 

Çемьере асли те кирлĕ,

Çавăн пек чух пурнăç мирлĕ.

Кашниех хуçа пулсан,

Ырлăх пуласса ан шан.

 

Ирĕкре паян хĕрарăм,

(Ăнсăртран эп каламарăм.)

Иртĕхет тĕк ытлашши —

Çухалать çав чун ăшши.

 

Ирĕклĕх чаракĕ çук тăк,

Çав хĕрарăм хăй те суккăр.

Пурăнать хăра-хăра

Пĕр пĕччен ватăлăхра.

И-ха-ха!


И-ха-ха! И-ха-ха!

Кĕçенет, вылять тиха,

Кастарса ярсан ăна

Çаврăнать вăл лашана.

 

Кунĕн-çĕрĕн вăл ĕçре,

Сухара е сӳрере.

Лăпкăн-шăппăн тăрăшать,

Кĕçенмешкĕн те хăрать.

 

Ун хуçи хăй пек хусах,

Пурпĕрех хуçа — хуçах.

Кунĕпе ĕçлеттерет,

Каç енне çеç çитерет.

 

Хисепре-и ĕç лаши?

Вĕçсĕр-хĕрсĕр ун нуши.

Мĕн пирки пырать сăмах,

Ăнланать ялти хусах.

Хăналаççĕ... хăвалаççĕ


Калама çук пысăк, капăр —

Аякран ăна куратпăр.

Йыхравлать вăл хăнана

Мухмăр-сухмăрлă çынна.

 

Тупăшлă кафе «Çăлкуçĕ»,

Хăть хăçан та алăк уçă.

Кам укçаллă — хăналать,

Кам укçасăр — хăвалать.

 

Мухмăр лаççине хупасчĕ,

Хăш-пĕрне урăлтарасчĕ.

Çурт хуçийĕ хирĕçлет:

— Тупăш вăл пире кӳрет.

Али-паттăр


Ĕлĕк-авал çĕр çинче

Аслă Атăл хĕрринче

Пурăннă, тет, пер чухăн:

Тăхăр ывăл çемйинче

Пулнă, теççĕ, çав çыннăн.

Те телейлĕ пулманран,

Те инкек-мĕн нумайран,

Хайхи тăхăр ывăлран

Пĕр ывăль те утайман,

Вăтăр çула çитиччен

Ура çине тăрайман.

Ир пуçласа çĕрлеччен

Çав çын пĕччен ĕçленĕ.

Тăхăр ывăл утайман,

Алла ним ĕç тытайман,

Пулнă пурте утаман,

Анчах уссийĕ пулман.

Мĕн-мĕн туса пăхман-ши

Çак инкеке сиресшĕн,

Мĕн чул куççуль юхман-ши

Карчăкпала старикĕн?

Киреметне чӳкленĕ,

Туррине те пуççапнă,

Юмăçне те çӳренĕ,

Хĕрт-суртне те ыр тунă,

Анчах инкек сирĕлмен —

Тăхăр ывăл сипленмен.

Кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек,

Пĕрре те ларса канман.

Килĕрен çӳренĕ тек

Старик пурнăç ăнманран.

Кăвакарса-шуралса,

Пĕрмай пынă ватăлса.

Телей çукшăн хурланса,

Малалла

Эп кĕпепе çуралнă


Укçа-тенкĕрен аптраса çитсен тӳрех ун патне кивçене каятăп. Пулăшать Мархва, хыт кукарланса тăмасть. Анчах та париччен малтан сăввисене вуласа-итлеттерсе тăна илет.

— Ну мĕнле, килĕшет-и? — ыйтать ывăнса çитсен хура куçĕсене ялкăштарса.

— Тем каламалла ĕнтĕ, — тетĕп ĕнсене кăтăртаттарса. — Эп, анкă-минкĕ, ăна-кăна чухласах çитерейместĕп те... Вопшетă, япăхах мар пек: янăравлă, чун-чĕрене вырăнтан хускатать.

— Тоттă! — мăн кăмăллăн пăхать ман çине кӳршĕ хĕрарамĕ. — Кам çырнине пĕлес пулать!

Нумаях пулмасть укçа нуши мана каллех Мархва патне илсе çитерчĕ.

— А, эсĕ-çке... — терĕ вăл хваттер алăкне уçса. — Тавай кĕр!

Килĕнче Мархва, ман телейĕме кура, пĕчченех пулчĕ. Хăй хĕрĕнкĕ. Сĕтел çинче — пуçланă «портвейн» кĕленчи.

— Лар, — çемçе пукан сĕнчĕ вăл мана.

Лартăм.

— Тутанса пăхатни? Саншăн, арçыншăн, ку кĕсре шăкĕ кăна-ха та, анчах урăххи — хăватлăраххи — çук.

— Ку та пăсмасть, — хĕпĕртесех килĕшрĕм эпĕ, мухмăрпа аптранăскер.

Пĕрер черкке сыпнă хыççăн Мархва «эп çиччас» терĕ те балкон çине тухса тем мăкăртатма, сăхсăхма пуçларĕ.

Малалла

Эс ман пекех пурнасшăн пулнă


Эс ман пекех пурнасшăн пулнă...

Лартса ӳстернĕ йывăçсем.

Вăйăсенче — вылянă, кулнă,

Юрланă çепĕç юрăсем.

 

Эс ман пекех пурнасшăн пулнă...

Юратнă аслă çĕршыва.

Пĕр шикленмесĕр вут пек çуннă

Телей парасшăн халăха.

 

Эс ман пекех пурнасшăн пулнă...

Çырма пуçланă кĕнекӳ

Вĕçне çитмесĕр выртса юлнă —

Пушах халь санăн кĕрекӳ.

 

Çулсем иртеççĕ, вăхăт — ватă...

Кунсем ишеççĕ ĕмĕре.

Эс пурнăçра та, сăввăмра та

Пурнатăн çирĕм иккĕрех.

Юлташпа чухне


Урса çĕкленнĕ чăрсăр тăвăл

Çӳрерĕ шуххăн хирсенче.

Ши! шăхăрса пуçларĕ сăвă

Пăрланнă пралуксем çинче.

 

Пĕр хĕрхенӳсĕр чупрĕ, асрĕ,

Лăскарĕ çилленсе пире.

Чармашкăн тăчĕ, тăрмаларĕ —

Хывса ывтас пек тумтире.

 

Çул-йĕр çут кĕленче пек пăрлă,

Вăл шутарать, ура хурать;

Е кансĕрлет утмашкăн хăрнă,

Тĕм-тĕмĕн юлнă хыт хура.

 

Çапах кĕтмерĕмĕр тап-такăр

Çулсем туса парассине...

Санпа чухне, юлташăм,

Мĕнпур çынсен йывăрлăхне

Илесчĕ, тетĕп, хам çине.

Кам пулса вăл çитĕнет?


Иккĕш те интеллигент,

Ашшĕ темĕн те пĕлет,

Пысăк вырăнта ĕçлет,

Лайăх ĕç укçи илет.

 

Тепĕр чух, эрех ĕçсен,

Авалхи тĕнче çинчен

Калаçмашкăн юратать,

Чăвашлах юрлать тата.

 

Иккĕш те интеллигент,

Арăмĕ çынна сиплет.

Паллă, сумлă терапевт,

Латинла çырать рецепт.

 

Чирлĕ çын çав хут çинче

Вулаймасть мĕн çырнине:

Те çисессĕн ĕçмелле,

Те ĕçсессĕн çимелле?

 

Иккĕш те интеллигент,

Пĕр самант тĕлĕнтерет:

Чăвашла хаçат-журнал

Мăшăр çак тытса курман.

 

Пĕчĕк ывăл ирхине

Хăйĕн ашшĕ-амăшне:

— Папа, мама, дай-ка, — тет.

Кам пулса вăл çитĕнет?

 

Пуçлăхри — Каçал енчен,

Тухтăрти — Тăвайĕнчен,

Иккĕшĕ те чăвашсем,

Хамăр халăх çыннисем.

 

Эх, çынна пăсать хула,

Ашшĕ-амăшне пула

Ывăлĕ — пуклак сăмса

Çитĕнет манкурт пулса.

Кĕтнĕ хăнасем килмерĕç


Хуларан яла кайма

Самолет вĕçмест, пĕлетпĕр.

Пурпĕрех çыру яма

Авиаконверт илетпĕр.

 

Çук çав, çук ахаль конверт,

Кăлармашкăн, тен, тăкаклă.

Ман йыхрав ярас килет, —

Юбилей тăвасшăн чаплă.

 

Авиаçыру тени

Шурă çăкăртан та хаклă.

Телеграмма çаптарни

Чыслă, сумлă та сăваплă.

 

Таксипе кайса килсен

Йӳнĕрех ӳкетчĕ мар-ши?

Манăн юбилей çинчен

Систĕр терĕм кӳршĕ-аршă!

 

Чĕннĕ, кĕтнĕ вăхăтра

Хаклă хăнасем килмерĕç...

Телеграммине вара

Эрнерен çитернĕ терĕç.

■ Страницăсем: 1... 550 551 552 553 554 555 556 557 558 ... 796