Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ылтăн вăчăраӐшӑ ҫумӑрСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томҪавраҫилТом Сойер темтепĕр курса çӳрениАвăн уйăхĕ

Упа патĕнче пултăм


Пĕррехинче уй-хирте йĕлтĕрпе ярăнса çӳренĕ чух эпĕ çухалса кайрăм. Хырăм та выçрĕ. Нимĕн тума аптăранипе тунката çине лартăм.

Сасартăк çил-тăман вĕçтерме пуçларĕ. Ӳленĕ сасран хăраса çывăхри вăрмана кĕрсе кайрăм. Пĕр хыр çинче ларакан ула такка мана инкек пуласса систерчĕ, асăрханса çӳреме сĕнчĕ.

Унччен те пулмарĕ — хамран инçех те мар упапа кашкăра куртăм. Часрах йывăç хыçне пытантăм. Упи малалла утрĕ, кашкăрĕ ман йĕрсене шăршлама пуçларĕ. Вăл мана тупрĕ те: «Сана çисе яратăп!» — терĕ. Упа çакна илтсен каялла таврăнчĕ, мана хӳтĕлерĕ:

— Эсĕ, кашкăр тус, ку хĕрачана ан тĕкĕн-ха. Эпĕ ăна хам пата киле илсе каятăп. Вăл мана кукăль пĕçерсе çитерет.

Кашкăр-кашаман пăрăнса утсан упа мана хăйĕнпе пĕрле илсе кайрĕ. Эпĕ вăл хушнă ĕçсене йăлтах пурнăçларăм: пӳртĕнче тирпейлерĕм, кăмака хутса кукăль те пĕçертĕм. Анчах вăл пур-пĕрех мана киле яма васкамарĕ-ха:

— Ыран ăсатса ярăп, — терĕ.

Тепĕр ирхине упа ман валли çĕнĕ йĕлтĕр туса пачĕ, ăшă кĕрĕк тăхăнтартрĕ, сыв пуллашса инçе çула ăсатрĕ.

Эпĕ киле çитсен хам ăçта çухалса çĕрени çинчен аттепе аннене каласа патăм. Вĕсем мана ыталаса илчĕç. «Тен, çакă йăлтах тĕлĕкре пулчĕ пуль», — шухăшларăм эпĕ тăван килте атте-анне хӳттинче ларнишĕн савăнса.

Тусан


Эп тустартăм паян кĕнеке çӳлĕкне,

тирпее кăшт кӳртме ĕмĕтлентĕм.

Эп çĕклерĕм пӳртре сăр тусан пĕлĕтне,

чыхăнса, сывлаймасăр тертлентĕм.

 

Кантăка яр! уçатăп, чĕнетĕп çиле:

Кил, юлташăм, пӳрте уçăлтар-ха!

Тахçанах эп кӳртменччĕ сана хам киле —

туслашса, чĕререн калаçар-ха.

 

Кĕнеке çӳлĕкне сăр тусан витнĕрен,

хам пӳртрен те йăлтах писрĕм, тартăм.

Эс ытла, çил, маттур. Çуркунне çитнĕрен

чечексен шăршипе савăнтартăн.

 

Ак паян эп — çил-тăвăл. Тустартăм урсах,

сар кĕççе пек тусан сырса илнĕ

кĕнеке çӳлĕкне яра кун вăй хурсах —

ман чуна çĕнĕ сăвă халь килнĕ.

 

Ах... мĕскер эп куратăп? Ак, пĕр кĕнеке —

çын алли пĕрмаях тытнăран-и —

тусанпа хупланман, тăрса юлнă чикке:

ир те каç куç хупмасть çыраканĕ.

 

Вăл чĕнет пурăнма, ĕçлеме, кĕрешме —

сăввинче тĕлĕрмест лăпкă канăç.

Йĕркисем — çил-тăман е ем-ешĕл ĕшне,

йĕркисем — çухату, пысăк шанăç.

 

Халь тесессĕн халех эс пуçтарăн çула,

Малалла

Художник пӳлĕмне Платон кĕрет


Те ку тĕлĕк анчахчĕ? Те пулчĕ чăн-чăн?

Сиксе тухрĕ ват грек — кукша пуçлă Платон.

Сывлăшран вăл кулач пĕçерме вĕрентет,

аллинче шурă хут вĕçĕм шĕлтĕртетет.

 

Пӳлĕмре — çын сасси. Ман хăна пит хавас:

Мăкăр-мăкăр пуплет. Те итлес? Те тарас?

Сарлака шур сухалĕ хуплать таврана,

Шурă пĕлĕт ăшне лекнĕнех туйăнать.

 

Тем çинчен те пуплет. Хам кĕтеп шухăшра:

— Ах, кайинччĕ часрах! Ах, кайинччĕ часрах!

Хам ларатăп янра урама тинкерсе,

Çĕр çырли пек туталлă хĕре ӳкерсе.

 

Хулăмкка урисем хĕвелпе хуралса

Бронза пек йăлкăшаççĕ хитре те таса,

Тĕлĕнтермĕш старик! Мĕн мана вĕрентет?

Ман умран чĕрĕ пурнăç илемĕ иртет.

 

Хăш çулпа вăл килсе Шупашкар хулине?

Асĕ çĕтнĕ. Çапах çухатман туйине.

Сарлака шур сухалĕ куçа хупăрлать,

Шурă пĕлĕт ăшне лекнĕнех туйăнать.

 

Кай, Платон! Ку чухне эс хевтесĕр мучи.

Вĕрирех, тутлăрах аслă пурнăç мунчи.

Ав лере йывăçсем макăраççĕ çилпе,

Çырлахман çуркунне панă ăшă пилпе.

Малалла

Çĕнĕ ялта


Савăнмалăх сарă хĕр,

Ял ӳстернĕ ятлă хĕр.

И, яшсемĕр,

Сарришĕн мар тĕлĕнтĕмĕр:

Савăнса та юрласа,

Çитмĕл ĕне хăй сăвать,

Сĕт витрине лартайсан —

Сумасăрах сĕт юхать.

 

Çур ял тăршшĕ çĕн вите,

Çитмĕл ĕнелĕх вите.

И, туссемĕр,

Пысăкшăн мар тĕлĕнтĕмĕр:

Ĕçме пуçне пĕкейсен

Ĕне умне çăл тухать,

Çиме пуçне пĕкейсен

Утă-улăм хăй пырать.

 

Маттур кăна чипер яш,

Халăх ăс-хал панă яш.

И, хĕрсемĕр,

Маттуршăн мар тĕлĕнтĕмĕр:

Хăрах алпа çавăрсан —

Çутă каять ялсене,

Тепĕр алпа пусайсан —

Юрă каять килсене.

Лайăх çынччĕ


Сăнĕнчен хитрех мар пулнăран

Чун-чĕри те çавах пулĕ терĕн.

Ытарми кăмăлне ӳкеймерĕн,

Ырă чун-чĕрине пĕлеймерĕн.

 

Юррисем салхурах пулнăран

Питĕ тунсăх этем пулĕ терĕн.

Мĕншĕн тунсăхлине сисеймерĕн,

Ăш сăмах калама пĕлеймерĕн.

 

Сан çине именсе пăхнăран

Пур çĕрте те хăюсăр пуль терĕн.

Саншăн çеç çуннине тĕшмĕртмерĕн,

Тен, хăвна пӳрнинех-тĕр тиркерĕн.

Кашкăра улталарăм


Парне шырама вăрмана кайрăм. Çул çинче кашкăра тĕл пултăм.

— Ăçта çул тытатăн?

— Анне валли парне шырама.

— Эпĕ те аннӳ валли парне шырама пулăшатăп, — тет кашкăр. — Эпĕ ку çулпа каятăп, эсĕ тепĕр çулпа ут, — тет мана вăл.

Эпĕ кашкăра улталарăм, вăл çуран кайрĕ, эпĕ вĕçекен кавир-самолетпа вĕçтертĕм. Анчах та çухалса кайрăм, пĕр кермене кĕтĕм, унта вилĕмсĕр Кащей аллине лекрĕм. Вăл мана тĕп сакайне питĕрсе илчĕ. Шутларăм-шутларăм та шутласа тупрăм. Кермене 200 çул каяллах çĕклесе лартнă-çке, унăн кирпĕчĕсем хавшанă, кирпĕчсене катса тухма пулать-çке! Çапла турăм та. Тухасса тухрăм-ха, анчах та каллех çав кашкăрах тĕл пултăм. Эпĕ ăна улталама шутларăм.

— Çак керменте питĕ лайăх пăхаççĕ, эпĕ сана хам кĕпене тăхăнтаратăп, ман вырăна кĕрсе лар, ӳкĕнмĕн.

Кашкăр «тутлă апат» тенине илтсен тӳрех килĕшрĕ, ман вырăна чăмрĕ. Кайма пуçтарăнтăм та, аса илсех кайрăм: эпĕ вĕçекен кавир-самолета çухатрăм-çке! Йĕме пуçларăм. Такам мана калать: «Ан йĕр! Эпĕ сана пулăшатăп!» Шăши иккен. Вăл мана шелленĕ, пулăшма шутланă. Хам та сисмерĕм, ман ума кавир-самолет тухса та выртрĕ.

Малалла

Тахçанхи сăн


Мана, шкул ачине, пĕр ват сунарçă

илсе каятчĕ вăрмана пĕрле.

Ун чух эп унăн аллинчи хунарччĕ —

Чупаттăм мулкача йĕрле-йĕрле.

 

Вырсарникун çапла иртсе каятчĕ —

лăс чăрăшсен капмар кӳлеписем,

çил вĕрнипе ӳркевлĕн тайăлатчĕç,

пите чикетчĕç симĕс йĕпписем.

 

Каçпа вара мулкач какайĕ тутлăн

вĕретчĕ хуранта. Йăл-йăл хĕмсем

хуран тавра çиçетчĕç те — пĕр шутлăн

калаттăмăр тăман тухать тесе.

 

Çак сăмаха илтсех-и, — çутçанталăк

каçпа каятчĕ хытă ӳхĕрсе.

Пӳртумĕнче чĕриклететчĕ алăк,

çын тăнăн туйăнатчĕ пек кĕрсе.

 

«Тухса çаклат-ха», — кăмăллăн хушатчĕ

анне, çемçе чăлха çыхса ларса.

Çунатчĕ йăлкăшса яшка кăвайчĕ,

пӳрте пит тутлă шăршă кăларса.

Хурçă шăратакан патĕнче


Ниçта кайма пĕлмесĕр, вут ӳлерĕ,

ташларĕ кăмака çăварĕнче.

Хĕрĕвĕпе юнра та вăл çӳрерĕ,

шăранчĕ хурçă ун ытамĕнче.

 

Вута пăхать çын тимлĕн куçлăх витĕр:

леш карнă çăварне арăсланла.

Сиксе ӳкме те хатĕр — урмăш питĕ,

ялан хăйие хăй тулашать çапла.

 

Çак ĕçĕн аталанăвĕ, процесĕ

Равелĕн кĕввине асилтерет.

Ăна хăв чунупа тăнлатăн эсĕ:

малтан хуллен вăл чĕтренсе кĕрет

 

сан хăлхуна. Каярахпа çывхарĕ

сан паталла ӳссе те вăй пухса.

Пĕр харăссăн тап-тап! пусса ĕç çарĕ

утать пек çĕкленӳллĕ марш тупса.

 

Ку — «Болеро». Ун кĕввинче ĕç ритмĕ

е пурнăç пусăмĕ хуçа тесен,

пĕрре те иккĕленмĕп. Тутăх витмĕ

чĕре хурçа куçсассăн, тусăмсем!

 

Ĕçе çитсен алхапăл тăхăнатăр

вут тивесрен кĕççе пек хулăн тум.

Чăн улăпсем пек танлăн уткалатăр,

сахал пуплетĕр. Сăмахра та — сум.

 

Кăварлă сурчăкпа суратъ вут тăтăш,

пĕрех пăхмастăр чăркăш кăмăлне.

Вут аллинчен туртса илетĕр йăпăшт

Малалла

Пĕлмест тăшман...


Пĕлмест тăшман: чунра ман тĕлĕрет

Ыр кăмăл çуркунни те хĕл сивви.

Манра ялан вăл çĕн суран çĕвви

Курасшăн: çавăнпа чулпа перет.

 

Тивлетĕм — ырă ĕмĕтсен сăвви,

мана хур сунакан ăна пĕлет.

Тарăхтарать ăна ăстăн сывви,

çавăнпала вăл тăвăнса çӳрет.

 

Вăл тăрăшать тĕк пурнăçа пăсма.

Ыйтас килет: хура чунпа эс ма,

юнав хурса, пĕр вĕçĕм тилĕрен?

Сана курсан, тытас килет туя:

пĕлесчĕ ман — ку чăн-и е суя?

Çынсем эс çинĕ теççĕ тилпĕрен.

Ватăлма та вăхăт çук


Кам хăять-ха ватăлатпăр-çке теме,

Кам васкать-ха кун-çул вĕçĕ патнелле.

Пурнас марччĕ ватлăха кĕтсе ларса,

Пурăнасчĕ кашни куншăн савăнса.

Ватлăх ман пата пымашкăн шут тытсан

Асăрхатăр эпĕ ватă маррине,

Тĕрĕслетĕр вăйăм-халăм мĕнлине,

Шута илтĕр чунăм çамрăк пулнине.

Ман çумра халь ĕçпе юрă пĕрле чух,

Ватлăха аса илме те вăхăт çук.

Ман çумра халь пикесем йăл кулнă чух,

Кулянма та, ватăлма та вăхăт çук.

■ Страницăсем: 1... 553 554 555 556 557 558 559 560 561 ... 796