Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Сарă пурçăн тутăрне çыхать
шурă хурăн — сĕм вăрман пики.
Тĕкĕр пек кӳлле пăхса ларать,
чӳхенет хуллен шур кĕлетки.
«Шурă хурăн — сĕм вăрман пики, —
юрлаеа çил таврăнчĕ уйран, —
çук-çке юратни ман сан пекки,
сансăр кăмăл сӳрĕкленчĕ ман».
Юрласа çил таврăнчĕ уйран,
сĕртĕнчĕ ачашшăн хурăна:
«Асăнмалăх пĕр парне санран
эп илесшĕн — парăн-ши ăна?»
Вăтанать шур хурăн, чĕнеймест,
çил ыйтать çине-çине парне.
Чăрсăрланнă çил текех кĕтмест —
сӳсе илчĕ пурçăн тутăрне.
Юлчĕ шурă хурăн хурланса
хура çӳçлĕ çамрăк пикелле.
Ал тăсать шур хурăн йăлăнса,
тутăрне пама чĕнет çиле.
 Вăтанатăп санран.
Чун кăварĕ
пит çине те хĕлхем ӳкерет.
Кил, çунатăм! Пĕрле çул тăвар-и?
Каш-кашлать сĕм вăрман, ӳхĕрет.
Те мана йыхăрать вăл хăюллăн
Тăвăлсен ытамне, инçете?
Эсĕ маншăн чун çăлтăрĕ пулăн,
ялкăшса ĕмĕр çиçĕн çӳлте.
Ма улшуçă пек кĕмĕл е ылтăн
хакĕпе туслăха йӳнетем?
Çамрăк ĕмĕр, васка, хум пек ывтăн —
санпала йĕр хăвартăр этем!
Тахçан, ĕлĕк-авал Тĕрер тăрăхĕнче илемлĕ хĕр пурăннă. Унăн илемĕпе пурте киленнĕ. Вăл утса пынă чухне сар хĕвел те çутăрах çутатнă, кайăк-кĕшĕк те илемлĕрех юрлама пуçланă.
Пĕррехинче Илемпи шыв ăсма валак хĕррине аннă. Ун хĕрринче сарă каччă лашине шыв ĕçтерсе тăнă. Каччăна курсанах сар хĕр çырла пек хĕрелсе кайнă, иккĕшĕ те пĕр-пĕрин çине куç илмесĕр пăхнă.
Çак кунран Илемпи чĕринче вутлă çулăм çунма пуçланă. Кашни çĕнĕ куна хаваспа кĕтсе илнĕ, пушă вăхăт тупăнсанах валак патне васканă.
Анчах та пĕррехинче Илемпи шыв ăсма ансан сарă каччă Наçтук тус-юлташĕпе уçăлса çӳренине асăрханă. Илемпи çакна курсан аçа çапнă пек хытса ларнă. Унăн илемлĕ йăл кулли те таçта çухалнă, чĕрине вара хура çĕлен кĕрсе вырнаçнă, пуçне усал шухăш çавăрттарнă.
Каç пулнă-пулман Илемпи юмăç патне кайса Наçтук юлташне пăстарма шутланă. Юмăç карчăк хĕре пулăшма килĕшнĕ. Çав каçхинех юмăç уйра пĕччен ларакан йывăç патне кайса хăйĕн хура ĕçне тунă. Нумай та вăхăт иртмен аслати аслати кĕмсĕртетсе çиçĕм çиçме пуçланă, хурама йывăççи патĕнчен çĕр çурăлса кайса пысăкланса пынă, пысăк та тарăн çырма пулса кайнă.
Малалла
 Урам. Ма ларнă лăпчăнса скверсем те клумбăсем
кĕрхи нӳр çилĕн сиввипе чĕтренĕн çĕрĕпе?
Куç умĕнче каллех, каллех эп паллакан сăнсем...
Утатăп эпĕ талпăнса хам шухăш йĕрĕпе.
Ларса сăнатăп çумăрпа йĕпеннĕ сак çинчен
тĕтрелĕх витĕр аякри кăвак чӳречӳне.
Çак самантра эп — санпала: чĕрем анчах пĕччен,
вăл кĕçĕр уссăр йăлăнать: кӳрт хăвăн тĕнчӳне!
Анчах куç йăнăшрĕ иккен: вăл — сӳннĕ чӳрвче!
Вăл йышăнман юратăва кама валли упрам?
Каллех çĕтетĕп çĕрлехи хула шăв-шавĕнче:
умра — скверсем те клумбăсем. Умра — каçхи урам.
Итлетĕп эпĕ кӳренсе хам таврари шава:
ăнман юратăва çавах кам илĕ усрава?
Хирлеп шывĕн улăхĕнче
Ача чухнехи аса илтерчĕ,
Çанталăк пулчĕ питĕ те аван,
Сăвă çырас шут килчĕ ман.
Эпĕ тахçан, пĕр ĕмĕр каялла
Чăваш ялĕнче çуралнă.
Мăн Хирлепре ӳссе вĕреннĕ —
Халь утрăм тăван ялалла.
Йĕри-тавра хитре-çке çĕртăван,
Аякрарах, вăн, курăнать вăрман.
Уй çинче тăри хитре юрлать,
Манăн чуна пит савăнтарать.
Киль пахчарин шăпчăк юрри,
Ял-йышра ман тăван пурри
Чун-чĕрене хĕпĕртетет,
Тата нумай пурăнас килет.
Чăваш çĕрне мухтавласа,
Хирлеп ялне хисеплесе,
Тусăмсене, ял-йышсене
Лайăх пурнăç сунас килет.
Утса тухрăм ял йĕри-тавра,
Нумай сăна çăва çинче тĕл пултăм,
Хурланнине Хирлеп шывне пĕлтертĕм —
Ман ĕмĕр иртрĕ аякра.
Пике пурччĕ кӳршĕ ялĕнче,
Мăшăрлантăм эпĕ унпала,
Вĕрентĕмĕр Нурăс шкулĕнче.
Халĕ пирĕн килĕ — Çĕпĕрти хула.
Эп çуралнă пӳрт-çуртра — ют çынсем,
Пĕрле ӳснĕ ачасем — ват çынсем.
Çавăнтах ларать-çке çав пĕве!
Хĕпĕртесе сикрĕ ман чĕре.
Лайăх юлăр çуралнă çĕрсем,
Малалла
(Атте-аннене аса илсе)
Эпĕ сире тĕлĕкре куратăп,
Куçа хупсан, сир(ĕ)н сăнсене шыратăп.
Эсир халь тĕлĕк пăхаймастăр,
Мăнуксене те ыталаймастăр.
Эпир сире нăйкăшласа
Чăрмантарса паман канма.
Пир(ĕ)н сывлăхшăн айăпланса,
Вăхăчĕ пулман сирĕн кулма.
Эсир пире халь илтейместĕр,
Мĕнле пурăннине те пĕлейместĕр.
Калап нумай ыр сăмахсем
Анчах та çук сирĕн адрессем.
Мĕншĕн-ши калаçнă пĕрле чух сахал?
Кашни кун пуль кĕтнĕ килессе.
Халь тин сисетĕп, пулнă пуль кахал,
Каçару ыйтман пуçа усса.
Тĕлĕкре куратăп тăван киле.
Пӳрте кĕрсе юнашар ларас килет.
Ан хыпалантарăр, пулăпăр пĕрле,
Вăхăт çитет, сирĕн пата пырас пулать.
1
Ĕнерхи кун эпĕ кăмака хыçĕнче, Çĕпĕр çăматти ăшĕнче пурăнакан Шăрчăкпа туслашрăм.
Шăрчăк:
— Кăмака айĕнче пурăнатăп, сурăх урине кăшлатăп, вăхăтăн-вăхăтăн — кăмака çинче, кулачă çисе…
Эпĕ:
— Хитре юрлатăн!
Шăрчăк:
— Манăн ĕçĕ çавăн пек!
Эпĕ çăматă ăшне пăхса илтĕм — нӳхрепри пек, сĕм тĕттĕм! Ытла тинкерсе пăхнăран-и аяла, çăматă тĕпне шуса антăм.
— Кăравул! Тăванăм, çăлăр пĕчĕк çынна! Кăларăр тамăкран!
Шăрчăк:
— Хăв вырăнна пĕл!
Эпĕ:
— Пĕчĕк çуралнăшăн каçарăр, господасем!
Çутă тĕнчене мана Шăрчăк çинçе çиппе туртса кăларчĕ…
2
Пĕррехинче Шăрчăкпа çулçӳреве тухрăмăр.
Кăмака айĕнче пĕр пус укçа тупрăмăр та, савăннипе, лавккана чупрăмăр. Эпĕ кофе банкине пăтапа шăтара-шăтара тухрăм та Шăрчăка унта вырнаçтартăм. Банкăна çыхнă çипе ик хулпуççинчен çаклатрăм та урам тăрăх вĕçтертĕм.
Укçине эпĕ Шăрчăка памарăм, хам умра, велосипед урапине кустарнă пек, тĕксе чупрăм.
Шăрчăк, танкистла, шăтăк витĕр çут тĕнчене сăнаса, банка ăшĕнче юрласа пырать.
Малалла
Йывăр инкек ăшăмра
Кăшлать чĕрене,
Ĕмĕр-ĕмĕр ман умра
Карать çăварне;
Чипер тăнă çĕртенех
Тĕртсе хăвалать;
Вăхăт çитнĕ-çитменех
Çӳçе шуратать.
Хăçан йывăр асапсем
Пĕтĕç ĕмĕтĕн?
Хăçан шанчăклă кунсем
Çитĕç ĕмĕтĕн?
Кĕçĕр тĕттĕм, сивĕ çĕр,
Çил улать, йĕрет...
Ман ăш-чикре вут-хĕм-тĕр,
Пуçăм ишĕлет.
Пусрĕ хуйхă пуçăма,
Шухăш пăтранать.
Юрлама мар, калаçма
Халăм çухалать.
Анне мĕлки куç умне
Сисиччен тăчĕ,
Чун сасси пек сассине
Вăл ирĕк пачĕ.
Ах, аннем, анне, аннем,
Хытă ан кăшкăр
Мана вăйсăршăн, аннем,
Кăплах ан хăтăр!
Анчах анне хĕрхенмест,
Чарăнмасть, ятлать,
Ман сăмаха итлемест,
Йĕнинчен кулать.
«Ĕмĕр тăран чул пусман
Картлашки çине
Эпĕ сана тăратсан,
Турăн-и ĕçне?
Эпĕ сана вăй-хăват
Парсассăн, кайран:
«Пуçупа тĕнче тапрат»,
Тесе хăварсан —
Эсĕ эпĕ хушнă пек
Пĕр чарăнмасăр,
Тар-шур куран тарçă пек,
Малалла
Васканăн ĕç тăнă,
Ерипелинĕн кайнă.
Эпĕ пĕрре юлташпа
Кайрăм хамăр утсемпе
Хĕрлĕ çыра çитерме.
Пуçланатчĕ кĕркунне.
Хĕрлĕ çыр вăл — пирĕн вар,
Ячĕпеле вăл Типвар.
Çав Типварта çĕртмере
Каççĕ утсем çитерме.
Эпир самай сивĕрен
Чул кăлартăмăр çырмара.
Çуркуннехи шупала
Нăмай ватать çырана.
Ун чух вара, çуркунне,
Çĕр айĕнчи чулсене
Шыв кăларать хăй выйпе1,
Илсе каймасть лаприпе.
Çиялти вĕт чулсене
Хамăр кăларнисене
Пĕрле пуçтаркаласа
Турăмăр пĕрер купа.
Хĕвел ларма пуçласан,
Эпир тухрăмăр Типвартан.
Унтан вара килелле
Чуптартăмăр сиккипе.
Тепĕр кунне ирпеле
Эпĕ кайрăм пиччепе
Хĕрлĕ çыра урап|а]па,
Чула киле турттарма.
Çырма хĕрне çитсессен,
Айăккалла каясран
Мана пичей: «Лашана
Куклет, — терĕ, — айăккалла».
Малалла
Ачаш ача пуç кăшлать,
Тăп тытни усă тăвать.
Çулла хĕвел ир тухать,
Кантăрлапа хыт шартать.
Çумăр час-часах пулмасан
Йывăç симĕссĕн курнан
Кăшăркама пуçланать.
Сарай çинчен типсе ка[я]ть
Ул[ă]мран тунă çивитти,
Тусанланать çул питти.
Çуркуннехи симĕс курăк
Типсе каять темскер пек:
Ура айĕнче шатăр! тет,
Ăна сысна кăшламасть.
Хĕвел ларсассăн хĕрелсе,
Тепĕр кунне ирпеле
Сывлăм ӳкет самаях,
Анчах типсе ка[я]ть часах.
Сывлăм типсе пĕтиччен
Утă çулса пăрахасшăн
Тухса кайрĕç мăннисем —
Хулпуççинче çависем.
Вĕсем хăварнă килсене
Карчăксемпе ачасене.
Сывлăм типсе пĕтсессĕн,
Таврăнаççĕ çулмаран.
Утă пуçтарса пĕтерсен,
Нумай та иртмест — ялран
Тухса каççĕ тыр вырма —
Тар тунине пуçтарма.
Ун чухне вара ачсене
Сахал хвараççĕ килсене,
Вилме патне çитнисем
Тата юлаççĕ суккăрсем.
Анчах пĕчик пĕр пӳртре
Малалла
■ Страницăсем: 1... 575 576 577 578 579 580 581 582 583 ... 796
|
Шухăшсем
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...