Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Хĕвел паян хăй ăшшине шеллемесĕр тавралăха чĕрĕлĕх кĕртет. Кăçал çуркунне каярах юлчĕ. Тен, çавăнпа та пуль, хăй айăпне туйнăн, сар хĕвел канăçне пĕлмесĕр ĕçлет: кашни йывăçа хăй пайăркисемпе çупăрлать, кашни курăка ачашласа илет, çĕр питне хаваслă кулăпа саламлать.
Ака вăхăчĕ çитрĕ. Хресченшĕн хĕрӳ вăхăт: пĕр самант та усăсăр ирттермелле мар, унсăрăн çĕр типсе каять. Типĕ çĕре пăрахнă пĕрчĕн усси сахал — нӳрĕк çителĕксĕр пулнипе шăтаймĕ вăл. Çавăнпа та кăвак çутăллах уя тухса кайнă хресчен хĕвелĕн юлашки пайăркисем курăнми пулсан çеç килне таврăнать.
Ахтар та вăйне шеллемесĕр хăйĕн маттур лашипе суха тăвать. Çĕрĕ нумаях мар-ха унăн: пĕр ят кăна. (Ашшĕ, ывăлĕ унăн сăмахĕнчен тухса авланнишĕн тарăхнăскер, пĕр ят çĕр кăна уйăрса панă. Пĕрремĕш ачи те тем муршăн пурăнмарĕ — кун çути курнă хыççăн ашшĕпе амăшне нумай та савăнтараймарĕ — вилчĕ). Çĕрĕ нумаях мар пулсан та вăхăта тăсма юрамасть. Ахтар паян ир-ирех хăйĕн лашине кӳлсе сухана тухрĕ. Çăлтăр суха кассине лайăх тытса пырать, хушăран çеç пуçне пăрса сухапуçне тытса шухăша путнă хуçи çине пăха-пăха илет. Ахтарăн вара шухăш çиппи татăлма пĕлмест. «Мĕн амакĕшĕн пурнăç ăнмасть-ха? Атте пил паманниех ура хурса пырать-ши? Е Аскар юмăç калани тĕрĕс-ши? Таса мар вырăн терĕ вăл пирĕн кил вырăнне. Ку вырăнта турра хирĕçле ĕç пулнă, çынлăх умĕнче пысăк çылăха кĕнĕ терĕ. Инкек-синкекрен хăтăлайрас çук тесе асăрхаттарчĕ. Тен, çавăнпах малтанхи ывăл пурăнмарĕ-ши? Иккĕмĕшпе çăмăлланнă чухне те Шăнкăрпи пĕр урипе вилĕм патĕнчех пулчĕ. Халĕ ĕнтĕ вăй илме пуçларĕ-ха. Савтей те виçĕ уйăха çитрĕ».
Малалла
Эпĕ çуралт Нăрвашра,
Йăлăм ятлă касăра.
Эпĕ саккăр тултарсассăн,
Тăххăра кайсассăн,
Пирĕн анне чирлерĕ,
Тата пĕр эрнерсн пĕтрĕ.
Эпир тăватсăмăр
Тăлăха юлтăмăр.
Эпĕ вара çав çулах
Кайаттăм школа кунĕ-кунĕпех.
Школра эпĕ туслашрăм
Пĕр ачапа, пĕрмаях çавăнпа çӳреттĕм.
Пĕрре эпĕ школăра
Çав ачапа юлтăм каярах.
Илчĕ ача партăран,
Хăй вырăнчен аякран,
Илчĕ пĕр кĕнеке.
Кĕнеки пĕтĕм кĕлеткеллĕ.
Çавна курсан эпĕ
Манăн чунăм хурланчĕ.
Мана çавă илĕртет те йăпатать.
Хайхи эпĕ йăпантăм та савăнтăм,
Партăран пĕр кĕнекине илтĕм.
Хам ăшра шухăшлатăп:
Парта патне илсе пырса хурас тетĕп.
Кĕнеки пит лайăх.
Хайхине эпĕ чиксе хутăм хутаççах.
Кайрăм киле,
Килтĕм школа.
Хам пурин пекех таса.
Илтĕм свидетельство тăват çул вĕренсе.
Пилллĕкмĕш çуллăхне аслине кĕтĕм,
Раштава та иртертĕм.
Раштавпа çăварни хушшинче
Çухлчĕ нумай кĕнеке.
Çав кĕнекесене çавă ача илсе тăнă-мĕн,
Малалла
Пурăнатчĕ пирĕн ялта чăваш:
Хăйĕн алли-ури чалăш,
Сăмахлас тесен вăл
Чисти çав та пыл.
Çавăн патне кайрăм пĕрре.
Вăхăт пулнă çĕрле.
Пуртне кĕтĕм, лартм,
Сăмах ыйтма пуçларăм:
— Хветĕр пичче,
Эсĕ мана каласчĕ:
Çырмари шыв
Кăçта кайса кĕрет-ши? —
Терĕм эпĕ.
- Эй-я-я-я-я,
Мĕн тумалла санпа, муластай? —
Терĕ мана Хветĕр пичче. —
Вăл шыв кăçта каять?
А вăт кăçта каять:
Çырма Атăла каять,
Атăл тинĕсе каять,
Тинĕсре вара шыв
Çăтаканни пур.
Унтан тамăка
Унтан хурана
Каять вара,
Тухма пуçлать вара
Çĕр çине калла.
Пăр пулать те,
Пĕр çĕре пухнать те
Тасалса çăлкуç пулса тухать, —
Терĕ мана Хветĕр пичче.
Тата эпĕ ыйтрăм:
— Хветĕр пичче,
Мĕлле çимелле тунă
Çавна, сысна какайне,
Ĕлĕк çимен тет, —
Терĕм эп.
Вăл каларĕ:
— Пĕрре Христус,
Тепĕр йатлă Исус,
Тарнă тет
Кĕнекеçĕсенчен.
Сысна чакаланса тăнă тет.
Христос кĕнекеçĕсенчен
Малалла
 Т. С.
Те çĕртен, те çӳлтен йăтăнать
шап-шур юр,
йăлт пăтраннă паян, те тĕнче çаврăнать.
Ман чунран сан чунна пурпĕрех
сукмак пур,
Çула тухăн кăна — çил-тăман чарăнать.
Юрлас юррăм та пур çавраçил кĕввилле,
Хама майлă тĕнче хама майлă кунра,
Пурăнмастăн, апла, малалла кивĕлле,
Тахçанах сан апла ăшă кăнтăр чунра.
Илĕртет-ши вара çав оливка ращи,
Ырă канлĕх сапан, лăпкакан ăш хĕвел...
...Çил-тăман юрринче çуккă кăнтăр шăрши,
Ан ятла та мана, ахальрен — ан хĕрел.
Те çертен, те çӳлтен йăтăнать
шап-шур юр,
Хĕллехи кунăмра хăйĕн ырлăхĕ пур.
 Сан умна шур юр ӳксен,
Ан хăй ăна эс таптама.
Ку эпĕ вăл. Шур юр пулса
Анасшйн эп сана курма.
Çулта тăман ытла урсан,
Ан хăй питпе эс хуплама.
Ку эпĕ вăл. Лĕп çил пулса
Пернесшĕн санăн тутуна.
Иккĕмĕш Хурашаш ялĕ — манӑн пĕчĕк юратнă çĕр-шыв. Эпĕ унта ҫуралнӑ, пурӑнатӑп. Савнӑ ялӑм илемлĕ вырӑнта ларать. Вӑл Хусанушкӑнь тӑрӑхĕн хутлăхĕнче вырнаҫнӑ. Район центрне çитме пирĕн патра пурӑнакан ялсенчи çынсен пысăк вăрман лаптăкĕ урлă каҫмалла. Ҫавӑнтанпа та вăрман ку енче вырнаҫнӑ ял ҫыннисене Вӑрман урлисем теҫҫĕ. Эпир ӑна тахҫанах хӑнӑхса ҫитнĕ ĕнтĕ. Ялпа район хушши 18 ҫухрӑм. Хальхи саманара яла асфальт сарман ҫул ҫук. Ҫакӑ ял ҫыннисене ҫӑмӑллӑх парать. Пирĕн яла та асфальт ҫул ҫитернĕ. Вӑл лавкка урамĕпе анса фермӑна ҫитет.
Паянхи кун тӑван ялӑмра 134 кил, 395 ҫын, фельдшерпа акушер пункчĕ, клуб, правлени, райпо тата уйрӑм ҫын лавкки пур.
Ял хушшипе Ярандайка юханшыв юхса иртет. Унтах 1980 ҫулта плотина тунӑ. Вӑл анлӑ та хитре. Ҫулла ача-пӑча та, ҫамрӑксем те плотина хĕрринче савӑнӑҫ тупаҫҫĕ. Хур-кӑвакала пахса та ӑмсанмалӑх пур. Пулла ҫӳрекенсем йышлӑ.
Ял тепĕр енче Хоршевашка юханшыв юхса иртет. Ҫак юханшыв пирĕнтен ҫӳлерех вырнаҫнӑ Тихӑнушкӑнь ялĕ енчен юхса килет. Унӑн тӑршшĕ 20 ҫухрӑма яхӑн. Хоршевашкӑпа Ярандайка юханшывсем пĕрлешсе Выла юханшыва пĕрлешеҫҫĕ.
Малалла
Эп çуралнă ял-сала
Сурăм хĕрне вырнаçнă.
Çак илемлĕ вырăна
Мĕн пĕчĕкрен юратнă.
Çак вырăнта ĕлĕкрех
Пысăк вăрман кашланă.
Вăрман витĕр çĕлен пек
Юхан шывĕ чашланă.
Вăрманĕнче куç тулли
Кайăк-кĕшĕк юрланă.
Тĕрлĕ чĕр чун туп-тулли
Ирĕклĕхпе савăннă.
Юханшывĕ тап-таса
Пуян пулнă пулăран.
Кукăр-макăр çулпала
Юхнă вăл Çавал таран.
Çак ирĕклĕ вырăна
Мĕнле этем юратмĕ.
Юханшывĕн хĕррине
Пурăнмалли çурт лартмĕ.
Ларса тухнă йĕркипе
Улăм тăрăллă пӳртсем.
Чакнă çапла майĕпе
Çĕр çулхи ват юмансем.
Тырă-пулă ӳстерме
Вăрман çĕрне тасатнă.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме
Улăхсене пайланă.
Çапла çулсем иртнĕрен
Вăрман пырать сайралса.
Пурнăç ăнса пынăран
Уй-хир пырать сарăлса.
Пĕррехинче çак яла
Килсе çитнĕ пĕр манах.
Çичĕ вăкăр выртмалăх
Çĕр ыйтнă тет, ах, анчах.
Малалла
Çирĕклĕ Шăхаль çине
Тырă ӳснĕ вăхăтра
Пĕр тумлам çумăр ӳкмест,
Кун пирки халь кам пĕлмест.
Кашни çул пĕр ирхине
Чӳк валли парне илсе
Виç-тăватă кинеми
Каяç Чутей чиккине.
Унта çитсен сăхсăхаç,
Тăват енне пуç таяç.
Хирти пĕччен тĕмескене
Куркан-куркан шыв сапаç.
Шыв сапаççĕ, кĕл тăваççĕ,
Çапла сăмахсем калаççĕ:
«Эй, турăçăм Пӳлĕхçĕм,
Эсĕ хĕрхенсем пире.
Каçар, Турă, çырлахсам.
Чӳк парнине йышăнсам.
Эй, мăнтарăн карчăкки,
Эсĕ телей курмарăн.
Хăвăн çиллӳне мансам,
Лăпкăн çеç канса выртсам,
Ан ылханччĕ халăха,
Пар хăват çумăр çума.»
Çак сăмаха каласа
Каллех вĕсем пуç тайрĕç,
Чӳклеме парни хурса
Килнĕ çулпах уттарчĕç.
Ĕлĕк–авал тахçанах,
Выçлăх пулнă çулаллах,
Кинеми ялтан – яла
Çӳренĕ тет ыйткаласа.
Килĕ-çурчĕ пулман тет,
Ачипчийĕ вилнĕ тет.
Упăшки çĕре кĕнĕ,
Малалла
Умĕн калани
Эпĕ вăрмана çӳреме юрататăп. Пĕчченех. Шала кĕместĕп, хĕрринчех çӳретĕп, хам пĕлнĕ вырăнта мана валли кăмпа е мăйăр тупăнатех. Ытлашши нумай йăтаймастăп, пĕр икĕ витре тултаратăп та киле васкатăп, ăна пушататăп та каллех çав уçланкăнах тепре кайса килетĕп. Пĕр каçлăх ĕç тупăнчĕ те. Кăмпана тасатмалла, çумалла, пĕçерсе банкăсене тултарса хĕл валли пуçтарса хумалла.
Тепĕр кун каллех витре йăтса çав уçланкăнах каятăп. Çынсем ушкăнпа çӳреççĕ, эпĕ ытларах чухне пĕчченех. Мĕн тăвас? Пурнăç шăпи çапларах манăн. Çынсемпе тан ĕçлейместĕп, йывăр йăтаймастăп, йывăр ĕç тăваймастăп. Çынсем темиçе çухрăм аякка каяççĕ, ир кайса хĕвел анас умĕн яла тулли рюкзаксемпе таврăнаççĕ.
Пĕччен тенĕрен, пĕчченех мар-ха эпĕ. Эпĕ витре йăтнине курсанах пирĕн йытă ман ума сиксе тухать, хӳрине вылятса манпа пырас кăмăлне пĕлтерет.
— Пĕччен çӳреме хăрамастăр-и? — тесе ыйтсан эпĕ:
— Ăçтан пĕччен пулам-ха, пĕччен мар-çке, йытăпа, — тесе ответлетĕп.
Чăнах та пĕччен мар, выртать вăл ман çумра, эпĕ кăмпа пуçтарнине сăнаса.
Ку таранччен хăратакан тĕл пулман, çĕлен-кашкăр тавраш ума тухман. Малашне те Турă сыхласа пытăрччĕ. Вăрман çулĕ масар çумĕпе иртет, ваттисене яланах асăнса икерч тавраш хурса паратăп, сыхлаччăр вĕсем мана, усал тавраш тĕлне ан пултарччăр.
Малалла
Тикĕс пурăннă çĕртен,
Ним сисмен чухне,
Вăр-хурах вăрман енчен
Килнĕ ял çине.
Лăпкă халăх тăруках
Ним те тăвайман.
Пуш алăпа вăр-варах
Хирĕç тăрайман.
Умра — ирсĕр хурахсем,
Хыçалта — вăрман.
Анчах вăл та халăха
Хӳтлĕхне паман.
Шăп та лăп çак самантра
Илтĕнет пĕр сас:
«Хӳтĕлетĕп халăха», —
Тенĕ тет Сартас.
Çавăнтах хăй пăр хӳме
Тăнă тет пулса.
Тăшман, килнĕ еннеллех
Кайнă пăрахса.
Халăх пит хĕпĕртесе
Ăш сăмах калать.
Пăр хӳме те ирĕлсе
Çап-çут кӳл пулать.
Çĕрлерен ун хĕрринче
Çамрăк хĕр хӳхлет.
Тен,вăл хăйĕн савнине
Йыхăрса чĕнет.
Сăн
 |
| Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнчи Сартас кӳлли |
Малалла
■ Страницăсем: 1... 579 580 581 582 583 584 585 586 587 ... 796
|
Шухăшсем
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...