Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕçпе çурлаХӗвел мулкачӗсемКĕперАслă халалЮманлăхра çапла пулнăÇут пайăркаВатă чĕре — çамрăк чун

Манпа ак мĕн пулса иртет...


Б. Ахмадулинăна

Манпа ак мĕн пулса иртет:

Тек ман пата кив тус кĕмест,

Çӳреççĕ кунĕн-çĕрĕнех

Темле йышши такам та тем.

Ман тус та тĕлсĕррĕн çӳрет,

Хăй йăнăш тунине пĕлет.

Ним уссăр хирĕçӳ пулни –

Ик чĕрене вучах хуни.

Манпа ак мĕн пулса иртет:

Тек ман пата ют хĕр çӳрет –

Вăл уртăнать хулпуççирен,

Пит хăптарасшăн савнирен.

Савнин, пĕлесчĕ хăш яша,

Хулпуççирен уртăнмалла?

Вăл, мансăр юлнăскер тăрса,

Çын савнине илейĕ-çке туртса.

Тӳрех куç хывмĕ ют качча,

Вăл асапланĕ пĕр кана,

Анчах та вăхăт иртнĕçем

Пулсах пулаç юратусем.

Мĕн чухлĕ

хирĕçӳ,

асап,

Мĕн чухлĕ

чарсăрлăх курап!

Анчах ăçта пытанăп-ши тарса?

Кам та пулин,

килсем,

аркат

Чунпа ютсен пĕрлешĕвне,

Ик тачă чун уйрăлăвне!

 

2008 çул, чӳк уйăхĕ

Тăван Çĕр планетăшăн


Ку ĕç 8 январьте пулчĕ. Раççей правительстви Ģĕр планетăна сыхлама чи вăйлă, ăслă, хастар çамрăксене пуçтарать. Ку командăна эпĕ, Антон Варанов, Виктор Калушев, Лида Михайлова тата Дмитрий Кашин лекрĕмĕр.

Шăп çулталăкран пирĕн станцине Нептун çинчи роботсем Çĕр планетăна пĕтерме хатĕрленни çинчен сигнал килчĕ. Унти роботсемпе Тимĕр-Тăмăр лорд хуçаланать. Инкеке сирсе ярас тесен Нептун тĕшшинчен 2 çухрăмра вырнаçнă управлени станцине сирпĕтме тивет. Паллах, ку ĕçе пире шанса пачĕç. Планетăри чи чаплă оборудованине, тумтире, хĕç-пăшала, космолета пире пачĕç. Çула тухрăмăр. Иллюминатортан метеорит çумăрĕ куртăмăр, çулăмлă шарсене сăнарăмăр.

— Аванах çитрĕмĕр. Кунта лăпкă, — терĕ хаваслăн Дмитрий. — Савăнма иртерех-ха, ман шутпа, пире асăрхарĕç, — хирĕçлерĕ те Антон кĕтмен хăнасене пеме пуçларĕ. Роботсем тĕпсĕр шăтăка ӳкрĕç. Эпир Тритон ятлă Нептун спутникĕ çинче чарăннă, иккен. Вулкансем шĕвĕ азот сирпĕтеççĕ.

— Мĕн пăхса тăратăр, кантрасене çыхăр та управлени пульчĕ патне анар! — çирĕппĕн каларĕ Виктор.

Йĕри-тавра кăвак çутă, вăйлă çил вĕрет, сывлама йывăр. Сасартăк куçа çиекен çутă çуталса кайрĕ, тем шартлатса илчĕ.

Малалла

Аннеçĕм — эсĕ телейĕм


Кун-çул пилленĕ эс мана

Хитре тĕнче сăнне курма.

Çын пулнă эс тăрăшнипе,

Куçна хупман-тăр çĕрĕпе.

 

Сан çумунта, аннеçĕм, ăшăрах;

Чипер куллу — хĕвел шевлийĕ.

Тавах сана, аннеçĕм, чунтанах,

Эс пуррипе çеç эп телейлĕ.

 

Эп каçару ыйтасшăн-çке санран…

Эс маншăн тăрăшнă та, тӳснĕ.

Тен, çавăнпа та чунăмра ялан

Шăрçаланаççĕ сăвă йĕркисем.

Юпитерăн Ио спутникĕ çинче


Тăван тавралăх урокĕнче паян нихăçанхинчен те шăп. Ачасем Анна Михайловнăна тимлĕ итлеççĕ. Вăл Хĕвел системинчи планетăсемпе çăлтăрсем çинчен питĕ кăсăк каласа парать.

— Эх, Звездолет тăвасчĕ те ман пĕр-пĕр планета çине вĕçесчĕ, — шухăшларĕ те Миша Рожков ĕмĕт тĕнчине путрĕ, хăйне Чи Аслă Звездолет çинчи Чи Асла Космонавт пек туйрĕ.

Акă унăн чи ăста команди Тĕнче уçлăхне тухрĕ. Йĕри-тавра сĕм-тĕттĕм, кăшт çеç Хĕвелĕн, аякри планетăсен, çăлтăрсен çути ӳкет, вĕсем пĕчĕк пăнчă пек курăнаççĕ.

Ш-а-а-ап! Карап корпусĕ çумне хăрушă вăйпа тем пырса çапăнчĕ. Иллюминатортан нимĕн те курăнмасть. Скафандр тăхăнса космос уçлăхне тухма тивет. Ку ответлă ĕçе Миша хăй çине илчĕ. Стена çинчи сарă кнопкăна пусрĕ те скафандрошкаф уçăлчĕ. Миша хăвăрт тăхăнса звездолетăн аялти ярусне анчĕ, уйрăм отсека тухрĕ, хăйĕн хыççăн кĕмелли люка хупрĕ те хăра-хăра уçлăха тухрĕ. Вăл пĕчĕккĕн карапран аяккарах та аяккарах кайма пуçларĕ

— Ой, капла эпĕ темĕнле паллăмарлăха лекме пултаратăп, — вĕлтлетсе илчĕ пуçра шухăш.

Чăн та, Миша пĕр паллă мар планета çинче чарăнчĕ. Тăма пуçларĕ çеç, тарăнах мар шăтăка кĕрсе ӳкрĕ. Хăй ăçта лекнине ăнланма тăрăшрĕ. Паллах, Миша ку Юпитер планетăн Ио ятлă спутникĕ пулни пирки пĕлмен. Планета тулашĕ апельсин тĕслĕ, вырăн-вырăнпа çутă пăнчăсем курăнаççĕ. Сера сирпĕтекен вулкансем ачана шиклентерчĕç. Сасартăк планета çийĕ чĕтренсе илчĕ те çурăлма пуçларĕ. Пысăк çурăкран хура çаврашка вĕçсе тухрĕ. Вăл хăвăрт арçын ача патне çывхарчĕ.

Малалла

Хура халăх


Çуркунне. Çутă кăвак

Пĕлĕтрен хĕвел хĕртет:

Çуттипе шурă юра

Чуп туса ирĕлтерет.

Пур енчен те çырмасем

Шавласа-шăнкăртатса,

Выляса-йăлтăртатса,

Хĕвеле хирĕç кулса,

Чупаççĕ сиккипеле

Аната, амăш патне;

Амăшне — хулăн пăра

Çĕмĕрсе-таткаласа

Хĕллехи тыткăнлăхран

Хăтăлмашкăн пулăшма,

Амăшпе инçе çула

Шавласа та кĕрлесе

Харăс тапранса кайнă,

Васканă пек туйăнать.

Пур тĕрлĕ вĕçен кайăк

Çуркуннешĕн савăнать.

Çерçисем хĕвел питне

Пухăннă та пĕр-пĕрне,

Пĕрмаях чĕвĕлтетсе,

Хăйсенĕн савăнăçне

Каласа кăтартаççĕ.

Тăри те, хирте, çӳлтен

Тĕнчери çуркуннехи

Мĕн пур илеме курса,

Ытараймасăр, ăна

Мухтаса юрă юрлать.

 

Эс анчах, хура халăх,

Тĕнчери пур чĕрĕ чун

Савăннă çак вăхăтра

Тамăкра пек пурăнан!

Пăрахăç тăлăх ача,

Ачасем вылянă чух

Пăрăнса аяккалла

Хурланса йĕрсе тăрать:

Эс те çав ача пекех.

Икĕ куç сана тĕнчен

Илемне курма паман.

Малалла

Çил вĕрет


Çил вĕрет кассăн-кассăн, вĕçтерет, салатать ман çӳçе. Çак çил манăн пĕтĕм шухăша, калас сăмахăма сан пата илсе çитерессĕн туйăнать. Хам сывлатăп ассăн-ассăн, ик алпа хуплатăп куçăма: çиле пурпĕрех курмастăп-çке-ха.

Эсĕ таçта-таçта кайрăн та çухалтăн, ик-виç сăмах та çырса хăвармарăн. Эх, чĕрӳ юласчĕ! Чухламастăн, ăша мĕн тери хĕрӳ вут хурса хăвартăн — шухăшăмпах çухататăп пуçăма.

Эс кайсассăн чун пушанчĕ, куççуль юхрĕ-юхрĕ куçран: пĕтĕм ырă шухăшăм юхса кайрĕ пуль... Вăштăр-вăштăр çилĕ чун тĕпĕнче кăшт юлнă шухăшăма ас-тарчĕ-астарчех — куç хупаймарăм шуçăмччен.

Çил вĕрет...

Хресчен, вăран ыйхăран...


Хресчен, вăран ыйхăран,

Санăн мĕншĕн тертленес?

Харам пыртан ан хăра,

Пĕрле пулса пĕтерес.

 

Чулçă-и эс е хресчен —

Телейӳшĕн çĕклен эс.

Пĕрле пулса пур ĕçчен

Кĕрешĕве çĕкленес.

 

Килĕр, пĕрле пухăнса, —

Сире чĕнет çĕнĕ вăй.

Алă парăр савăнса,

Пĕрлешнĕ вăй — çĕнĕ вăл.

 

Хресчен, саншăн çул уçă —

Çитĕ сана тертленме!

Ĕçлекен сан çул пуçĕ —

Тимĕр сăнчăр татăлĕ!

 

Хресчен, вăран ыйхăран,

Санăн камшăн тертленес?

Харам пыртан ан хăра,

Пĕрле пулса пĕтерес.

Вутăллă пулчĕç


Ĕлĕк-авал пурăннă тет карчăкпа старик. Вĕсен виçĕ ывăл пулнă тет. Микулай чи тăнли пулнă. Сашук вăтам ăслă пулнă. Йăван вара ухмах тет. Вĕсен пĕррехинче хĕлле вутă пĕтсе ларнă тет. Вара вĕсем вутта кайма шут тытнă.

Микулай малтан кайрĕ, вутă тупаймарĕ. Кашкăра курчĕ те каялла таврăнчĕ. Мĕншĕн тесен вăл питĕ хăраса кайнă, хăранипе такăна-такăна чупать тет. Хыççăн Сашук кайрĕ — вăл та тупаймарĕ тет. Вăл упа курнă, упа ăна хăваланă. Сашук спортсменран хытă чупать тет, йывăçсем хыçне пытанать тет.

Йăван кайрĕ. Вăл та кашкăра та, упана та курчĕ тет. Пĕтĕм вăйран шăхăрса ячĕ тет, кашкăрпа упа хăраса кайрĕç. Чупса тарчĕç. Йăван пысăк купа вутă йăтса килнĕ. Пурте савăнса кайнă. Çапла вара вĕсен вутă пĕтмен.

Чиперех хĕл каçрĕç. Кĕçех çуркунне те иртсе кайрĕ. Çу çитрĕ. Вăрманта çырла пиçме пуçларĕ. Микулай, Сашук тата Йăван çырла татма çӳреççĕ.

— Ачасем, паян çырла татма ан кайăр, çумăр пулать, — тет амăшĕ. Ывăлĕсем итлемерĕç, пурак йăтса çырлана кайрĕç. Çур карçынкка татнăччĕ — çумăр тăкса ячĕ. Киле çитиччен йĕп-йĕпех пулчĕç! Амăшĕ тĕрĕсех каланă иккен!

Тепрехинче ывăлсем кăмпана кайма пуçтарăннăччĕ.

Малалла

Сурăхури


Сурăхури кĕтнĕ чух

Яш-кĕрĕмсем, хĕрĕсем

Салат-хăмла пухаççĕ,

Кшарни сăри тăваççĕ.

 

Пускилтен те пускиле

Кĕрпе-çăва чĕреспе

Мĕн панине пуçтараç,

Кшарни пăтти пĕçереç.

 

Сурăхури çитсессĕн,

Тĕттĕм пулсан, каçпала,

Ачи-пăчи, савăнса,

Шӳнĕ пăрçа çиеççĕ.

 

Вĕт-шакăрсем урамра,

Лăстăк-лăстăк лăскаса:

«Сурăхури, сурăхури!

Пĕри путек, пĕр така!» —

Тесе, хытă кăшкăрса

Ырми-канми чупаççĕ.

Каччăсемпе хĕрĕсем

Кшарни сăри ĕçеççĕ.

 

Кшарни пӳртне яш-кĕрĕм

Кĕрсе тулнă туллиех...

«Тав сана та пыл сана —

Тĕппи курка, Веруççи!» —

Сăра лайăх тунăшăн

Курки тĕпне виç кĕмĕл

Анса выртать çуталса

Савнă Веруç кăмăльшĕн.

 

Ваня куçĕ Веруçа

Çитмĕл çиçет минутра.

Веруç куçĕ Ванюка

Ăшшăн пăхать вăтанса.

 

Ники-ники хут купăс —

Пĕве-сие çăмăллăх.

Лăстăк-лăстăк силленсе

Тăпăр-тăпăр тутарни —

Ура тупань туптани.

Малалла

Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле


Верăпа Надя темиçе çул ĕнтĕ çулçӳреве пĕрле кайма шухăшлаççĕ. Анчах çак тарана çитсе ниепле май килмерĕ-ха. Кăçал каятпăрах теççĕ хĕрсем. Кашни çулах отпускĕ пĕр вăхăта килмест-çке вĕсен. Халĕ шухăшланине пурнăçлатпăрах тесе хăйсен пай пуçлăхĕ патне кĕчĕç. Пуçлăхĕ пит хирĕçех пулмарĕ:

— Ара, кайăрах пĕрле. Халĕ шăпах студентсен сессийĕ вĕçленчĕ, нумайăшĕ отпусксене кайса пĕтеççĕ. Çынсем сахалтарах пулĕç тесе калаймастăп та-ха, часах абитуриентсем килсе тулаççĕ, çапах та сирĕн кăмăлăра хăварам мар.

Икĕ хĕр пĕр-пĕринпе Шупашкарти культура институчĕн фойинче паллашрĕç. Верăпа Надя иккĕшĕ те библиотекарь пулас тĕллевпе тĕп хулана килнĕччĕ. Вĕренме кĕрсен институтăн общежити пулманран инçех те мар пĕр хĕрарăм патне хваттере вырнаçрĕç. Питĕ лайăх хĕрарăм пулчĕ хуçа арăмĕ.

— Эпĕ ял хĕрĕсене питĕ кăмăллатăп. Вĕсем хула хĕрĕсем пек мар, лăпкă та ĕçчен хĕрсем, — çапла каласа хавхалантарчĕ хуçа арăмĕ хĕрсене.

Хăйне тетя Маша тесе чĕнме хушрĕ. Анчах хĕрсем темшĕн ăна «Тетмаш» тесе чĕнчĕç. Хĕрарăм уншăн пĕрре те çилленмерĕ. Мĕн май пур çĕрте амăшĕ вырăнне пулса хĕрсене пулăшма тăрăшрĕ. Пĕччен пурăннăран-ши вăл çав тери Турра ĕненнине асăрхарĕç хĕрсем. Анчах нихçан та пусахласа Турра ĕнемелли çинчен хĕрсене нимĕн те вĕрентмерĕ. Хĕрсем çав тери кĕнеке вулама юратнине курсан кăна вĕсене çветтуй çынсен пурнăçĕ çинчен çырса кăтартнă кĕнекесем паркаларĕ. Верăпа Надьăна ку кĕнекесем кăсăклантарнине курсан Библи кĕнеки сĕнсе пăхрĕ. Ăна та хĕрсем тавлаша-тавлаша вуласа тухнине курсан питĕ тĕлĕнмелле çул çӳревсем çинчен каласа кăтартма тытăнчĕ. Таçта та çитсе, тем те курнă иккен тетя Маша. Ытларах çветтуй çынсем пурăннă вырăнсем çинчен питĕ тĕлĕнмелле кăсăклантармалла каласа кăтартрĕ. Пĕррехинче тата хулари арçынсен мăнастирне ирхи кĕлĕ вăхăтĕнче илсе кайрĕ. Унти арçынсен хорĕ хĕрсене тыткăнламаллипех тыткăнларĕ. Çавăн хыççăн хĕрсем хулари ытти чиркӳсене те çӳрекелеме тытăнчĕç. Малтанласа пĕрле вĕренекенсем кулкаларĕç пулсан каярахпа хĕрсем ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăманнине курчĕç те шавлама пăрахрĕç.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 684 685 686 687 688 689 690 691 692 ... 796

Шухăшсем