Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ИлемЙĕрсем çухалмаççĕӐшӑ ҫумӑрСăвăсемпе поэмăсемХĕрес хывнă хĕвелТăм ӳкнĕ ирЙăмраллă ял

Йăсăркка


Кутсăр-пуçсăр çил-тăман,

Çавра çил пек çаврăнса,

Тĕнче тăрăх кустарать.

Арçури пек ахăрса,

Пин шăпăрпа шăлнă пек,

Шурă юра вĕçтерсе

Çил улать те шăхăрать.

Çĕрпе уйăх хушшинче,

Вĕри çĕлен пек ярăнса,

Çуркуннехи авăрти

Пăрлă шыв пек пăтранса,

Хулăн тискер пĕлĕт чупать.

Курăнми уйăх çуттипе,

Вут та кăвар хĕмĕ пек,

Юр сирпĕнни палăрать.

Çăвар уçма, сывлама

Нимле май çук: юр кĕрлет,

Вĕрсе, сурса лартнă пек,

Ку лапашки питĕрнет.

Шăнса кайнă ал-ура,

Вăпăр карчăк тытнă пек,

Хытса каять, тапранмасть.

Темĕн ывтса ярас пек,

Çилĕ вĕрет уласа,

Вăл чавăхса çитнипе

Пĕлми пулса, çуран çын

Кайса ӳкет кĕрт çине.

Çав вăхăтрах йăсăркка,

Шыв хĕрринчи патака

Хăйăр хывса кайнă пек,

Çынна пытарса каять...

Уй варринчи пĕр çуна

Пырать путса, чӳхенсе.

Лаши тăрăх тар юхать,

Тарпа хутăш шыв юхать,

Лаши ывăнни паллах,

Хуллен çемçе кĕрт çинче

Аран пырать хашлатса.

Малалла

Юманпике


Çеçенхир варринче пулнă йывăç хула. Хула йĕри-тавра çӳллĕ хӳме тытса çавăрнă. Хулан пĕр енĕпе пысăках мар çырма юхса выртнă, тепĕр енĕпе çӳллĕ те чăнкă çыранлă шыв сарлакан чӳхенсе тăнă. Ку хулара паллă ăстаçăсем, маттур çар çыннисем, хăюллă яшсем йышлă пулнă. Хула халăхĕ анлă шыв тăрăх анаталла та тăвалла тĕрлĕ ĕçпе çӳреме юратнă. Хулана таврăннă чухне чăнкă çырана тăватă уран упаленсе хăпарасси те вĕсене пĕрре те хăратман.

Çак хулара çамрăк арăм пурăннă. Вăл алă ĕçĕпе паллă пулнă. Çар ялавĕсем тĕрленĕ. Тĕррисем пĕринчен тепри çав тери илемлĕ пулнă. Çар çыннисене çапăçура хавхалантарнă. Унăн тĕррисем çĕнтерме пулăшнă, телей кӳнĕ. Уншăн ăна телейлĕ Юманпике тесе чĕннĕ.

Пĕр çурхи кун çамрăк арăм шурă пир тĕртме ларнă. Шурă пиртен ачисене кĕпе, çар çынни мăшăрне — çирĕп кĕпе, хăй валли пысăк тутăр, уявсенче хул пуççи çине çакса çӳреме тĕртсе хатĕрленĕ. Тутăрне пурçăн çипсемпе, тĕрлĕ эрешсемпе илемлетнĕ. Алла çемçе, куçа илĕртӳллĕ пулнă çав тутăр. Пăхсан чун çамрăкланса кайнă.

Çак япаласемшĕн Юманпике савăнса та ĕлкĕреймен, кӳршĕ хуларан усал хыпр вĕçтерсе çитнĕ. Хула çине усал тăшман тапăнса килнине пĕлтернĕ. Çар çыннисем пурте тăшманпа çапăçма кайма хатĕр пулнă.

Малалла

Аякри хăна


1. Ача чухне çырма тĕпне

Чул пуçтарма çӳреттĕм.

Çав тĕрлĕ тĕслĕ чулсене

Киле илсе килеттĕм.

 

2. Те çак ялта çитĕннĕрен

Çырма тĕпне анмашкăн

Нихçан эп хăраман нимрен.

Анне калать: «Ан ашкăн!»

 

3. Хушса хурать: «Унта тахçан

Темле чунсем çӳренĕ.

Те НЛО вăл, те шуйттан

Çав вырăна иленнĕ.

 

4. Алла сулаттăм та татах

Çырма тĕпне чупаттăм.

Тăп чарăнатăп, эй, Турах,

Мĕскер-ха эп куратăп?

 

5. Тахçан çăл тапнă вырăнта

Темле карап ларать.

Йĕри-тавра унта-кунта

Пĕр чун та курăнмасть.

 

6. Тĕмсем айне асăрханса

Эп пытанса ларатăп.

Йăлтах пăхатăп сăнаса,

Хам сывлама хăратăп.

 

7. Пĕри ак килнĕ каялла.

Эп нимĕн ăнланмасăр

Тăсатăп сылтăм ăллăма:

«Эс, — тетĕп, — кам пулатăн?»

 

8. Хайхи пĕлет мĕн чăвашла.

Мана çапла каларĕ:

«Мĕн пур вăрçа чарса лартма

Кунта эп килтĕм, — терĕ. —

 

Малалла

Тĕлĕнтермĕш пулăм


Ирхине Женя шăллăмпа иксĕмĕр шкула кайма пуçтарăнатпăр.

— Наташа, Наташа, куртăн-и телевизорпа мĕн кăтартнине? — васкаса чупса килчĕ ман патăма Женя.

— Çук,мĕн куртăн вара?

— Халь кăна каларĕç, юмах тĕнчинчен темĕнле майпа чăн пурнăçа Хаяр карчăк çитнĕ, пурне те сиенлĕ ĕçсем тума хушать, çынсене пĕр-пĕринпе вăрçтарать тет. Вăл кашни çын патнех çитме пултарать капла. Вара мĕн пулĕ-ши?

— Пирĕн мĕн те пулин тумаллах, кайтăр вăл хăйĕн юмах тĕнчине, кунта хуçаланса ан çӳретĕр. Халĕ вара шкула каяр-ха, тен, мĕн те пулин шутласа тупăпăр.

Шкула çитсен эпĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнсе кайрăм. Манăн чи çывăх юлташăм пĕр сăмах та калаçмасть, çурăмпа кăна çаврăнса ларать, сăлтавне те ăнлантармасть. Тепĕр икĕ арçын ача çывăрас килет тесе класран тухрĕç те килĕсене уттара пачĕç.

Ку Хаяр карчăк ĕçĕ пулнине тӳрех тавçăрса илтĕм те ун çинчен класра каласа патăм. Пуçларăмăр вара ачасемпе шутлама: юмахри ку сăнара хăй тĕнчинех мĕнле ямалла.

Пирĕн класра Дима компьютерпа питĕ лайăх ăнланать. Вăл хăй тĕллĕн темĕн тĕрлĕ программа та шутласа кăларма пултарать. Дима компьютер патне хăвăрт пычĕ те пичетлеме пуçларĕ. «Ăсталăх — пĕлӳре, пĕлӳ — вĕренӳре, вĕренӳ – пурнăçра», — тесе çырчĕ, анчах киле çывăрма кайнă икĕ юлташ каялла килчĕç. «Ăслă çын çĕр çынна çăлать, ăссăрри хăйне те çăлаймасть», — терĕ те ман юлташăм ним пулман пек пирĕнпе калаçма пуçларĕ. «Тӳрĕ пурăннине нимĕн те çитмест. Пĕлмен ĕçе малтан шухăшламасăр ан ту» тесе кăна çырчĕ — темĕнле шав питĕ хытă илтĕнчĕ те çухалчĕ.

Малалла

Çĕнĕ çул


Килĕр, пĕрле пухăнса,

Çĕнĕ шухăш шухăшлар.

Çĕнĕ çула савăнса,

Кивĕ ĕçе пăрахар.

 

Пирĕн кивĕ йĕркесем

Кунтан урăх ан пулччăр.

Хальччен пире тытакан

Тимĕр сăнчăр татăлтăр.

 

Пирĕн çĕнĕ шухăшшăн

Нумай ырă çын пĕтрĕ.

Пирĕн хуйха пĕлнĕшĕн

Нумай вĕри юн юхрĕ.

 

Анчах мĕншĕн тертленсе

Вăхăт ахаль ирттерес?

Пирĕн пĕрле халь пулас,

Халех ĕçе тытăнас!

 

Тата пĕр-ик çул иртĕ,

Çынсем аван пурăнĕç.

Ырă усала çĕнтерĕ,

Çынсем чунтан савăнĕç.

Ăслă ача


Микулай питĕ хуйхăллă. Мĕншĕн тесен ăна чăваш чĕлхипе грамматика правили вĕренме парса янă. Вăл çĕр каçипе вĕренсе ларчĕ те пуçĕнче нимĕн те çук. Каллех хуйхăланчĕ Микулай. Шкула çитрĕ те пĕрремĕш урок чăваш чĕлхи. Список тăрăх вăл — пĕрремĕш. Акă ăна учитель чĕнчĕ:

”Арсютов Николай доска умне тух-ха”.

Микулай тухиччен кĕнеке çине пăхса илме ыйтрĕ. “Юрать,” — терĕ учитель. Микулай пăхрĕ те шăкăр-шăкăр пĕр йăнăшсăр каласа пачĕ. Хысалти парта хушшинче ларакан Ваçук тĕлĕнсе кайнипе çăварне карчĕ те нимĕнле те хупма пĕлмаç. Вара ун патне кӳршĕ парта хушшинче ларакан Настя пырса хупса ячĕ. Тĕлĕнтермĕшсем çакăнпах пĕрмерĕç-ха.

Уроксем пĕтрĕç. Ваçук шкул умĕнче Микулая кĕтсе тăчĕ, унăн та юлташĕ пек лайăх вĕренес килсе кайрĕ, çавăнпа Микулай вăрттăнлăхĕсене пĕлес терĕ.

Микулай нумай кĕттермерĕ, часах тухрĕ.

— Санпа калаçмалли пур, тăхта-ха, — пуçларĕ Ваçук сăмахне.

— Сана итлетĕп, — самантрах килĕшрĕ хăйне кĕтсе тăракан ачапа.

— Эсĕ паян пĕрремĕш урокра питĕ вăйлă каласа патăн. Мана та вĕрент-ха çавăн пек пулма.

— Нумай тăрăшас пулать. Тата кĕнекепе туслă пулмалла. Эпĕ ĕнер каç мĕн çӳрçĕрччен вĕрентĕм, кайран манса кайрăм. Анчах аса илме пĕр япала пулăшрĕ.

Малалла

Маттур автан


Пурăннă кахал Йăван

Пулнă тет ун пĕр автан.

Пĕлнĕ тет вăл, тамаша,

Хăй хуçине вăратма.

 

Пиллĕк çитнĕ-çитменех

Янă тет вăл кăшкăрса.

— Çитес çĕре çитмеллех!

Çитет сана çывăрса.

 

Йăван часах тăмасан

Халтан янă шаккаса.

Шак-шак-шак та шак-шак-шак!

Кăтартап сана «пăртак».

 

Кая юлма ăнлансам,

Юрамасть ĕçе, хуçам.

Ку-ка-ре-ку-у-у! Ку-ку-ку!

Тăрса юлан ак асту!

 

Çапла Петюк кунран кун

Тăрăшать хуçишĕн, кур,

Çунат çапса авăтать,

Пĕтĕм яла янратать.

 

Йăван халь ир вăранать,

Кун йĕркине пăхăнать,

Сыв пурнăçпа пурăнать,

Хăй автанне тав тăвать.

 

— Спаççипах, сана, Петюк,

Эс пулман пулсан, ай тур,

Пулнă пулăттăм айван,

Кулнă пулĕччĕç манран.

 

Тăратăп эп ир-ирех,

Ĕçлĕп халăхпа пĕрле.

Пурте пур ман: кил, çемье,

Халĕ эс те хисепре.

Кану кунĕнчи пăтăрмах…


Канмалли кун çемйипех ытларах çывăратпăр эпир. Паян та ытти чухнехи пекех пуласса шаннăччĕ. Çывăрса тăрсан яланхи пекех çемьепе хулари парка уçăлса çӳреме, паркри тĕрлĕ аттракционсем çинче ярăнма тата выляма тухатпăр. Анчах та апла пулмарĕ.

Паян ирпе ирех мачча çумне вырнаçтарнă экран çинче хула мерĕ калаçнине кăтартма пуçларĕç. Вăл хулара ăнланмалла мар событисем пулса иртнине пĕлтерчĕ. Май пур таран килте юлма хушрĕ.

Ун хыççăн вырăнти телевиденипе паракан хыпарсем пире самаях тĕлĕнтерчĕç. Хулан кашни районĕнчех тĕлĕнмелле йывăçсем ӳссе ларнă. Ак йывăçсем çинче пысăк, ку таранччен наукăра тĕл пулман кăпшанкăсем кĕшĕлтетеççĕ. Ку чĕр чунсем йывăç çулçисене тивмеççĕ, анчах та иртсе каякан çынсемпе чĕрчунсем çине сиксе ларса çыртса илме хапсăнаççĕ. Тарса ӳкме ĕлкĕрейменнисене çыртса амантаççĕ. Çак чĕрчунсем йывăçсенчен аяккалла пăрăнмаççĕ. Çыртса илсенех каялла йывăç çине сиксе лараççĕ.

Хула больницисенче аманнисене васкавлă пулăшу пама тăрăшаççĕ, юн юхнине чарни çынсен сывлăхне нумаях пулăшаймасть иккен. Хула больницин тĕп врачĕ каланă тăрăх аманнисен юн составĕнче улшăнусем пулса иртеççĕ, вĕсен психики те улшăнать.

Малалла

Ялта


Ялта лăпкă, пит лăпкă...

Йытăсем те вĕрмеççĕ.

Вĕсем начар, вĕсем типшĕм,

Вĕрме хăватсем çитмеççĕ.

 

Пĕр тĕттĕм, начар пӳртре

Ача макăрни илтĕнет...

Вăл начар, шурса кайнă,

Шăммисем кăна юлнă.

 

Амăшĕ ун чирлĕ,

Вырăн çинчен тăраймасть.

Ашшĕ унăн тĕрмере

Çут-ирĕке тухаймасть.

 

Ачасем макăраççĕ,

Вĕсем çиме ыйтаççĕ.

Ним тăвайман майĕпе

Пӳрнисене ĕмеççĕ.

Террористсене хирĕç тăни


Авăнăн пĕрремĕшĕ. Шкула каймалли вăхăт çитрĕ. Урамра сивĕ пулнипе эпир Пĕлӳ кунĕн уявне спортзалта ирттеретпĕр. Сасартăк шкул чĕтренме пуçларĕ. Мĕн пулчĕ-ши? Саккăрмĕш классем урама чупса тухрĕç. Пăхрĕç те тĕлĕннипе тăпах чарăнчĕç: шкул умĕнче танксем, машинăсем тăраççĕ иккен. Вĕсенчен çар тумĕ тăхăннă палламан çынсем тухрĕç. Саккăрмĕшсем хăрамарĕç, хăйсене лăпкă тытрĕç. Хайхи ачасем калаçма тытăнчĕç:

— Эсир камсем пулатăр, ăçтан? — тĕпчерĕ Павлик.

— Эпир террористсем, сире тыткăна илетпĕр, эпир лартнă условисене пурнăçламасан шкула сирпĕтсе яратпăр, — паттăрланчĕç террористсем.

Мĕн тумалла кун пек чухне? Ачасем класс сехечĕсенче учитель мĕн каланине аса илчĕç: террористсем тапăнсан чи малтанах лăпкăлăха çухатмалла мар.

— Мĕнле услови сирĕн, калаçса татăлар, — терĕ Павлик.

— Пире тепĕр 40 минутран чикĕ леш енне вĕçме самолет тата икĕ миллион укçа кирлĕ пулать, — хуравларĕç лешсем.

«Террористсем мĕн ыйтнине веçех пурнăçламалла», — аса илчĕ Павлик «Терроризму — нет!» стендри сăмахсене.

— Халех хамăр пуçлăхсемпе калаçатпăр, — терĕ вăл чеен. Хăй çав вăхăтра аллине вĕсен еннелле тăсрĕ, лешсем тăруках каялла чакрĕç.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 688 689 690 691 692 693 694 695 696 ... 796

Шухăшсем