Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
(философиллĕ-юптаруллă ирĕклĕ сăвă)
Кам вăл – арçын? Кам эсĕ – чăваш арĕ?
Пĕлсех Чăваш Юманĕпе танлаштараççĕ-ши сана?
Çулсем вĕçсе пыруçăн ĕмĕрлĕх кĕрлевĕ,
Иртни тата пуласлăх пăлхантараççĕ-ши чунна?
Туссем, пуçа ватар пĕрле: арçын телейĕ…
Мĕнре вăл? Мĕнех телей кӳме пултарĕ арçынна?
Хăçан телейпеле çиçет ун пичĕ-куçĕ?
Хăçан вăл хатĕр çавăрмашкăн тепĕр май Çĕр чăмăрне?
Пĕлеп, аслăраххи-ăслăраххи, ак, калĕ:
-Арçын телейĕ – вăрçă çуккинче. Çак тăнăç пурнăçра
Вăрçă кĕрлевĕ мар, ача-пăча шăв-шавĕ
Тата юратнă мăшăр хуçаланччăр сирĕн çуртăрта...
Мĕнре е, тен, камра чăн-чăн арçын телейĕ?
Хăçан халь-халь сиксе тухассăн тапать унăн чĕри?
Укçа? Футбол? Сăра? Карьера? Тутлă шашлăк?..
Тен, çĕн машина туянсан? Тĕслĕрен, «Феррари Энцо»?..
Теле-е-ей… Куç умĕнче вара — Чăваш Юманĕ…
Чунра – аваллăхран, йăх-тымартан тапса тăран хăват.
Арçын, тен, ывăнмасăр тырă актăр, утă
çултăр, вутă çуртăр? Килес ăру валли çул хывтăр?..
Малалла
Ытла кĕске-çке пирĕн пурнăç çулĕ,
Ытла та кăткăс çыннăн пурнăç мешехи.
Анчах пепке… Тек асăмра çеç юлĕ
Пулни-иртни… Эх, кăткăс пурăнăç çăмхи…
Пурăннă чух кăна, ăнлан, май килĕ
Ыйтмашкăн каçару. Кӳренĕве манма,
Йăнăшсене курма та вăхăт пулĕ.
Ан хăрăр, васкăр каçарма, ырă сунма…
Кирлех, кирлех пире атте-аннемĕр пилĕ
Килес ăру валли çĕнĕ çул-йĕр хывма.
Вĕсем кунта чухне манатпăр пулĕ
Кăштах пĕрле пулма, хисеп тума, пăхма.
Кайран, тем пек ыйтсан та, шăплăх пулĕ…
Никам та юлмĕ, пулмĕ каçару ыйтма.
Пурăннă чух кăна… синкерлĕх çулĕ
Çук та тейĕн… Ан манăр каçару ыйтма…
Хушса юрламалли:
Çынна усал ан сунăр, тусăмсем!
Усал ан тăвăр пĕр-пĕрне, ыр çыннăмсем!
Çут тĕнчене этем тени килет пĕрре,
Пурăнмалла… Каçармалла… Пулар пĕрле…
Çынна усал ан сунăр, тусăмсем!..
 Эп — хаваслă попугай,
Калаçатăп эп пĕрмай.
Юрататăп çу кунне,
Çу çĕклет чĕрчун чунне.
Тириль-тириль-тири-ли!
Эп — хаваслă попугай,
Калаçсам манпа пĕрмай.
Пулăшсам мана ялан,
Савăнса юрлам ян-ян!
Тириль-тириль-тири-ли!
Эп — хаваслă попугай,
Эс манран тарса ан кай!
Эс манпа калаç-юрла!
Чунра пулĕ çут çулла!
Тириль-тириль-тири-ли!
 Шăнкăрч юрă шăратать,
Керменне вăл юратать.
Иртенпех юрлать хавассăн,
Тĕнчене мухтать хаваллăн.
Вĕçсе килнĕ кăнтăртан
Çак хаваслă тусăм ман.
Чунăма хаваслатма
Чĕнчĕ юрă шăратма.
Вăл юрлать, эп те юрлап,
Йывăç айĕнче тăрап.
Иккĕн харăссăн юрлатпăр,
Пĕр-пĕрне телей сунатпăр.
Чĕлхен кун-çулне йывăç евĕр сăнарлама пулать: вулли — хальхи тапхăр, тураттисем — малашлăх, тымарĕ вара — иртнĕ вăхăт. Чăваш чĕлхи йывăçĕ тĕреклĕ пулни куçкĕрет. «Ват юманăн тымарĕ çирĕп», — тесе вĕрентет пире тăван халăхăн ваттисен сăмахĕ. Апла тăк вулли те патвар унăн, тураттисем те — лаштра.
Тăван чĕлхе тымарĕ тарăнтан тарăна каять, инçе-инçе сарăлать. Çав тымар тăрăх эпир кӳршĕри çармăссемпе тутарсен кун-çулĕпе паллашаятпăр, инçетри тĕрĕк тата монгол чĕлхисен вăрттăнлăхĕсене уçаятпăр. Тата та тарăнрах илсен — пирĕнтен калама çук аякра вырнаçнă яппунсемпе те, корейсемпе те çыхăнусем тупатпăр. Чăваш чĕлхи тымарĕн сĕткенĕнче Вăтам Азири çеçен хирсен сăнĕсем те, инçетри Кавказ тăвĕсен кӳлеписем те, Хура тинĕс çыранĕсем те уçăмлă палăраççĕ.
Тăван чĕлхен тымарĕ çирĕп пулнăран унăн пуласлăхне пĕр иккĕленмесĕр шанма пулать. Вăйлă çил унăн тураттисене хуçса амантас пулсан та кĕре тымарĕ вĕсене хăй сĕткенĕпе сиплетех, алхасуллă тăвăл унăн вуллине хуçса пăрахсассăн та (ах, тур-тур) çĕнĕ хунавсем тухаççех!
Хамăр тăван чĕлхен тымарне шанса çĕнĕ хунавсем ӳстерес тесен пирĕн халех пĕтĕм вăя парса тăрăшмалла. Вара вулли те тĕрекленĕ, тураттисем те çаран курăнмĕç. Чăваш чĕлхи йывăçĕ лаштра та ăмсанмалла ем-ешĕл пулĕ!
Эсĕ — çыравçă… Поэт та теççĕ… Литератор… Сăвăç…
Пĕлесшĕн пурте – епле хавал хистет çынна сăвă çырма?..
Ăçтан тата мĕнле тапса тăрать сăвăç тенин çăлкуçĕ?
Мĕн кансĕрлет ăна, апăршана, теприн пек лăпкăн пурăнма?
Эсĕ — çыравçă… Поэт та теççĕ… Литератор… Сăвăç…
Музăсене илес пулсан та… Хăшне-ши парăннă чуну?..
Лирикăпа поэзи, тетĕн? — Эппин, Евтерпа хӳтĕлет сана…
Çĕр çывратмасăр, пĕр шелсĕррĕн ĕçлеттерет чун-чĕрӳне…
Тен, Каллиопа, Эпика пикийĕ? Тен, Полигимни
Янраттарать, çавăрттарать, Гимн евĕр, шалти мĕнпур вăйна?
Темле пулсан та — тăхăр Музăран, пĕртте пуçа ватмасăр,
Эратăна суйланă пулĕччĕ, ирĕк парсан, Поэт тени.
Эсĕ — çыравçă… Поэт та теççĕ… Литератор… Сăвăç…
Суйланă Туррăмăр — сана… Çынсен чунне шала кĕрсе
Ырăпала Усал кĕрешĕвне эс майлаштарăн. Сăмахупа,
Мехел çитсен, паллах, çумри мĕнпур йăх-ях сĕмне аркатăн.
Эпир — çыравçăсем… Поэт та теççĕ… Литератор… Сăвăç…
Пирте — Поэзин вăй-хăвачĕ. Рифма… Ритм… Йĕркесемпе
Малалла
Тавах сире, пире кураймансем!
Тавах сире, пире юратмансем!
Тавах — хыçра йĕпленĕшĕн кулса,
Тавах — ал сулнăшăн усал сунса.
Тавах сире, ура хуракансем!
Тавах сире, усал сутакансем,
Пире пĕлмесĕрех сăмах сарса
Çӳрекенсем. Пурнăр... павраса.
Тавах, тасалăха хуплакансем!
Тавах, тĕпсĕрлĕхе тĕкекенсем!
Сире пула çапла... хăватланса
Пыратпăр. Тăрăр пăнтăхса.
Тавах, кĕвĕçекен элекçĕсем,
Шухăшпала çĕртен хăпаймансем.
Эпир вара, аваллăха асра тытса,
Утатпăр... тĕнчене ырă туса.
Тавах сире, пире аваймансем!
Тавах, ылханупа хуçаймансем!
Мĕнпур нишлĕ чуна ырă сунса,
Пурнар ыр кăмăлпа пуянланса.
Эпир — чун-чĕрепе çунатлисем,
Сирĕн «ырăлăхпа» хăватлисем. —
Вĕри куççуль витĕр ялтрав курса,
Утатпăр такăнсан та — çуталса!
* * *
Тайма пуç сире, пĕр шухăшлисем!..
Тавах сире, чăваш чунĕллисем!..
 — Хаклă прикащик! Мана 200 грамм кăлпасси касса памăн-ши? Тăварлă пулăпа пĕрле выртаканнине.
Пулă тути калакан кăлпасси çисе курас килет. Тутлă-ши вăл?
— Укçа тӳле те, киле кайса çисе пăх.
— Тĕрĕс калатăн. Апла пулсан, мана 200 грамм кăлпасси касса пар-ха.
— Итлетĕп, гражданин! Çак кăвакарса ларнине парас-и-ха? Юрать.
— Хĕрхенетĕп сана, юратнă продавец, кашни туртмассерен тавара тараса çине пусса хунипе аллу ывăнать пулĕ?...
— Киле кайма васкатăн пӳлĕ. Калаçса тăрар мар.
— Савнă кассирша! Сана тепĕр хут чăрмав тума лайăх мар та, анчах„. эсĕ мана каялла çителĕклĕ укçа тавăрса памарăн. Санăн, мĕскĕн хĕрĕм, сверхурочно ĕçленипе пуç мими ывăнать пулмалла та, çавăнпах каялла мĕн чухлĕ тавăрса памаллине шутласа кăлараймарăн пулас...
— О, çук! Унпа мар. Эпĕ сана киле кайма çăмăл пултăр терĕм. Каялла тавăрса парас укçана пăхăр укçан памалла. Эсĕ ватăрах пирки, вăйсăр çын пулĕ тесе, çул çинче йывăр пăхăр укçа сана халран ярасран хăрарăм.
— О, касса читлĕхĕнче асапланса ларакан ырă чун!
— Сыв пул, шывлă чăкăт пек, ырă кăмăллă потребитель!
Калаçусен моралĕ: хăшпĕр чух тутлă калаçу та йӳçĕ пулать.
 Ашшĕ ачисене, ура айне сармалли тăла çине ларса, океан урлă вĕçсе каçни çинчен каласа панă. Ачисем ĕненнĕ: хальхи техника темĕн йышши тĕлĕнмелли япалана та тума пултарать тенĕ.
Унтан ашшĕ ачисене пĕр çын хăй шухăшласа тупнă аппаратпа уйăх çине вĕçсе кайса таврăнни çинчен каласа панă. Ачисем кăна та ĕненнĕ.
Ашшĕ юлашкинчен Чăваш совет писателĕсен Союзĕ «Чăваш литературин историйĕ» ятлă пысăк кĕнекине паян пичете яни çинчен каласа панă. Ачисем ахăрсах янă:
— Ак суя чăпти, тыттарать! Ĕненместпĕр. Никам та çырман. Ăна çырма пĕтĕм организаци тăрăшмасан та пулмасть, — тенĕ вĕсем.
Ашшĕ тавлашайман. Суя тухнăшăн калама çук вăтанса кайнă вăл.
 Кĕнеке эрни хĕвеллĕн
Килсе çитрĕ уявла.
Капăр тумлăн, çут хевтеллĕн
Вăл çĕклет чунри хала.
Кĕнеке — тус пит хастаррăн
Ǎс парать пире ялан
Малалла чĕнет патваррăн,
Тунсăх мар унпа нихçан.
Юмахсем ярать аваллăн,
Хутшăнма унпа — кĕтрет!
Парнелет пире хаваллăн
Туслăх, юрату, тивлет.
Кĕнеке-туса вулатпăр,
Юратса чун-чĕререн.
Варласран хуплаш тăватпăр,
Ĕмĕр пултăр тĕнчере.
■ Страницăсем: 1... 74 75 76 77 78 79 80 81 82 ... 796
|
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...