Вĕлтрен яшки


Ача чухне пушмак та атă

Пулмарĕ пирĕн урара...

Ыйха манса та, тар тăкса та

Ĕçре туптанă хамăра.

 

Пир кĕпе-йĕм те çăпатаччĕ...

Нушаллă кунăн мĕн пайти?

Ир ал арманĕ вăрататчĕ,

Кĕрленĕ евĕр аслати.

 

Кĕлет — çара, ырçа — пуш-пушă,

Çук чĕптĕм çăнăх пӳлмере.

Çава йăтса, куллен хăрушшăн

Çӳретчĕ выçлăх килĕрен.

 

Юр кайнă май тапса тухсассăн

Хуралтă çумĕнче вĕлтрен,

Ăна тататтăмăр хавассăн:

Усси пурах çĕн çимĕçрен!

 

— Вĕлтрен сыппа сиплет, пĕлсемĕр, —

Вучах тивертнĕ чух лаçра

Паратчĕ ăс пире аннемĕр, —

Çакна ан манăр пурнăçра!

 

Тек-тек тутанмасан та çăкăр,

Яшка пит тутлăччĕ, ай-хай.

Тен, унранах вăй илчĕ кăкăр,

Чĕлхем те уçăлчĕ самай.

 

Нуша вут чуль кастарнă тенĕ:

Мĕнех, пĕр тапхăр чăтмалла!

Хĕн-асапра йӳнеçкеленĕ

Курăкпала, крахмалпала.

 

Аннем почтальона курсассăн,

Чупса тухатчĕ пăлханса.

— Тав ыр хыпаршăн! — вăл хавассăн

Пӳрте кĕретчĕ хыпăнса.

 

Сив çурт та ăшăнса каятчĕ

Аттемĕр янă çырупа.

— Фашистсене часрах кăнтасчĕ! —

Калаттăмăр тарăхупа.

 

...Вĕлтрен яшки! Çăра, сип-симĕс!

Техĕмленсе вăл пăсланать.

Умра — çурхи çанталăк симĕ,

Тăпра хăвачĕ упранать.

 

Ăна эп халь те кăмăллатăп,

Манмастăп унăн сиплĕхне.

Ахаль-и чĕлхемре туятăп

Вут пек вĕлтрен хĕрӳлĕхне.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: