Йăмрапа этем


Ĕлĕк-авал, çынсем пӳлĕмре ӳсекен ӳсен-тăран çинчен пĕлмен вăхăтра, пурăннă тет пĕр Этем. Кашни çуркуннех çак Этем хăйĕн килĕ умĕнчи ӳсен-тăран чĕрĕлнĕ вăхăта сăнаса киленнĕ. Çу каçипех йывăç çинчи симĕс çулçăсене пăхса савăннă. Кĕркунне вара, йывăç çинчи çулçăсем тăкăнма пуçласан, çав тери куляннă. Çапла çул хыççăн çул иртнĕ. Вăхăт майĕпен малаллах шунă.

Акă ăшă çу хыççăн кĕркунне те çывхара пуçланă. Хайхи Этемĕн симĕс çулçăсенчен пачах та уйрăлас килмен. Шутласа çӳресен-çӳресен Этемĕн пуçне пĕр шухăш пырса кĕрет: йывăç-курăка вăл хĕл каçипех пӳртре ӳстерме шутлать. Çак шухăшпах вăл пĕр Йăмра патне пырса:

— Йăмраçăм, пар-ха мана эсĕ хăвăн пĕр туратна. Эпĕ ăна пӳрте кĕртсе лартăп. Вара вăл мана хĕлĕпех хăйĕн симĕс çулçипе савăнтарĕ.

— Илех ара, — хуравланă Йăмри. Çутçанталăк пире пăхса, упраса пурăнать. Эсĕ, Этем, çак турата çутçанталăк пире упранă пек упраятăн-и?

— Эпĕ — Этем! Эпĕ тем тума та пултаратăп, — хуравланă лешĕ. Вăл вара йывăç туратне хуçса илет те килне илсе таврăнать. Чи хитре чӳлмек çине хайхи йывăç туратне лартать.

Çапла кун хыççăн кун иртет. Анчах та йывăç турачĕ симĕс çулçă кăларас вырăнне хăрма пуçлать. «Мĕн амакĕ пулса иртет ку туратпа? Мĕншĕн симĕс çулçă кăларас вырăнне хăрма тытăнчĕ?» Çапла ним ăнланмасăр Этем хайхи Йăмра патне çул тытать.

— Мĕнле пурăнать-ха унта манăн турат? — ыйтрĕ Этеме курсанах хайхи Йăмра.

— Начартарах çав, — хуравланă лешĕ. Эпĕ ăна чи лайăх çĕр çине лартрăм ĕнтĕ, чӳлмекне те чи хитрине суйласа илтĕм. Пулăшсам мана, Йăмраçăм. Эпĕ урăх ним тума та пĕлместĕп.

— Эх, эсĕ те çав, — ассăн сывласа илнĕ йывăçĕ. Эпир çĕр çинче нумай çул хушши пурăнатпăр, хăрса ларма пачах та шутламастпăр. Мĕншĕн тесен çутçанталăк пирĕншĕн тăрăшать. Вăхăтра вăл çумăр çутарать. Тăпрана çумăр шывĕ шӳтерет, пирĕн тымарсем патне апат илсе çитерет. Эпир вара çутçанталăка тав туса хамăр çулçăсемпе чăштăртаттаратпăр.

— Тавтапуç сана, Йăмраçăм, — терĕ те Этем килне вĕçтерчĕ. Пӳрте кĕрсенех Этем кăкшăма ăшăрах шыв тултарчĕ, хăрма пуçланă турата шăварчĕ. Кĕçех турат сывласа ячĕ, тӳрленчĕ, çӳлелле кармаша пуçларĕ. Этем çакна курсан савăнсах кайрĕ.

Кун хыççăн кун иртрĕ. Этемĕн савăнăçĕ нумая пымарĕ. Турат каллех хăрма пуçларĕ. Этем турата шывпа та шăварса пăхрĕ ĕнтĕ, анчах усси пулмарĕ.

— Мĕн пулчĕ-ши ку хутĕнче, шăварсан та усси çук. Кайсах ыйтас пулĕ каллех Йăмраран.

Çапла Этем Йăмра патне çул тытрĕ.

— Сывă-и, Этем? Мĕнле пурăнать унта пирĕн турат?

— Ах, темле калам ĕнтĕ сана. Питĕ начар пурăнать. Эпĕ ăна шывпа та шăварса пăхрăм. Чирлесех ӳкрĕ пулас. Сыватаймастăп. Пулăшсам мана, Йăмраçăм.

— Эх, эсĕ те çав, — ассăн сывласа калаçнă йывăç. Пирĕн тымарсем çĕр ăшнех анса каяççĕ. Вара сывлăш та, шыв та тымарсем патне çитме пăрахать. Кун пек чух Çутçанталăк пирĕн тымарсене пулăшма ăмансене ярать. Лешсем пирĕн тымарсем хушшипе тĕрлĕ çулсем тăваççĕ. Вара тымарсем патне сывлăш пырать, çапла çĕр кăпкаланать.

— Тавах сана, Йăмраçăм, мана ăс панăшăн, — терĕ те Этем килелле çул тытрĕ. Килне çитсенех патак илчĕ те асăрханса чӳлмекри çĕре кăпкалатма пуçларĕ. Акă турат ассăн сывласа ячĕ, тӳрленчĕ, çулçăсем те кăлара пуçларĕ. Этем савăнсах кайрĕ.

Вăхăт малаллах шăвать. Кĕркунне те иртсе кайрĕ. Шурă хĕл те кĕçех ларчĕ. Пĕр ирхине Этем чӳлмекри турат пуçне усма пуçланине асăрхарĕ. Чӳлмекри çĕре Этем кăпкалатса та, шăварса та пăхрĕ. Анчах та нимĕнле улшăну та асăрхамарĕ. Вара Этем ним тăвайман енне Йăмра патне кайма шутларĕ. Çитрĕ хайхи Этем йывăç патне, анчах темле тăрăшсан та Этем йывăçа тарăн ыйхăран вăратаймарĕ. Хĕлле пур ӳсен-тăран та çывăрать.

Хăраса ӳкрĕ хайхи Этем. Нивушлĕ сыватаймасть вăл йывăç туратне? Çакăн пек йывăр шухăшсемпе вăл килне таврăнать. Çав вăхăтра ăна темле сасă илтĕнет:

— Итле-ха мана , Этем….

— Кам Эсĕ? — хăраса ыйтать Этем.

— Эпĕ-ха ку, санăн турату. Эсĕ ытлах ан хуйхăр-ха. Çутçанталăк пур йывăç-курăка та хĕллехи вăхăтра çывăрмалла тунă.

— Мĕнле-ха капла? Пӳртре ăшă-çке. Нивушлĕ çак сана савăнтармасть?

— Савăнтарать паллах. Анчах та Çут çанталăк пире хĕвел çути парса ӳстерет.

— Тинех ăнлантăм! — кăшкăрса ячĕ Этем. Вара вăл чӳлмеке чӳрече янахĕ çине куçарса лартрĕ.

Урамра сивĕ хĕл пулин те йывăç турачĕ симĕс çулçине пĕрин хыççăн теприне кăларать, Этеме савăнтарать.

Çапла вара, Этем хĕлле те, çулла та пӳртре чечек ӳстерме вĕренсе çитет. Ӳсен-тăрана вăхăтра шăвармалла, кăпкалантармалла. Вара нимле сивĕ те ăна хăратмасть.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Руслан Вячеславович (2013-03-07 00:17:09):

Аван çырнă. Тарăн шухăша ярать. Пурăнма, хисеплеме, хаклама вĕрентет. Хама та çырма хистет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Римма Яковлева (2013-03-07 00:25:13):

Аван! Ку калава вуланăçемĕн ачалăх куç умне тухса тăрать.Йăмраллă урам, çурт çумĕнчи атте лартнă йăмрасем...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина (2013-03-16 21:58:06):

Конкурса хутшăнни паттăрла утăм. Малашне те çырма ăнăçу сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Лина Васильевна (2013-03-18 15:54:28):

Чĕлхи пуян, вулама та ансат. Малашлăхĕ пысăк ку вĕренекенĕн.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Светлана (2013-03-27 18:44:03):

Калавра çырса пани пĕтĕмпех килĕшӳллĕ. Питĕ аван.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Люся (2013-11-07 13:55:37):

Ача чĕлхи пуян, шухăшĕ тарăн, содержанийĕ уçăмлă.Маттур, Оля!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Элина Маркова (2013-11-09 12:09:33):

Оля, маттур! Пултарулăху халех пысăк санăн.Ăнăçӳ сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă

 

Эвелина (2013-11-09 19:30:00):

Хайлав содержанийĕ воспитани парать Питĕ аван.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Дарья (2013-11-09 19:34:58):

Маттур,Оля! Ăнăçу сунатăп.Малашне те çырсах тăр.

 

Аксар Чунтупай (2013-11-09 22:57:30):

Мана та килĕшрĕ. Маттур хĕрача...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2013-11-11 19:45:34):

Илемлĕ хайлав çырнă, çăмăллăн вуланать.Маттур, Оля!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2013-11-11 19:46:49):

Илемлĕ хайлав çырнă, çăмăллăн вуланать.Маттур, Оля!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Микулай (2013-11-11 19:48:35):

Питĕ илемлĕ хайлав.Мана та питĕ килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Варя (2013-11-14 11:34:56):

Ку калав мана питĕ килĕшрĕ.Татах та интереслĕ калавсем çырма сĕнетĕп

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Анита Маркова (2013-11-16 14:47:59):

Ку хайлав ман кăмăла кайрĕ. Пурте вырăнлă — чĕлхи те, сюжечĕ те, калăплавĕ те.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Анастасия Зайцева (2013-11-16 14:52:29):

Хайлава çав тери илемлĕ кăтартса пама пултарнă. Вулакана çавăрсах илеççĕ. Çав тери илемлĕ чĕлхе. Сюжечĕ вăйлă. Мана питĕ килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Карина (2013-11-16 15:30:21):

Маттур, Оля! Манăн юлташ çапла маттур пулнишĕн питĕ мухтанатăп

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина (2013-11-17 10:18:49):

Ольăн калавĕ питĕ интереслĕ. Чĕлхен илемлĕх мелĕсемпе анлă усă курнă. Вуланăçем вулас килет. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Людмила (2013-11-24 17:52:00):

Ольгăн хайлавĕ мана питĕ килешрĕ.Ӳлĕм те çырма тăрăш.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Андрей (2013-11-25 15:13:59):

Питĕ тăрăшса çырни курăнать. Маттур, татах та чăвашла калавсем çыр

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Миронова Ольга (2013-11-26 18:09:04):

Хисеплĕ Ольга! Эсир хакланине эпĕ ăнланаймарăм. Каçарăр!

 

Миронова Ольга (2013-11-26 18:10:05):

Хисеплĕ Ольга! Эсир хакланине эпĕ ăнланаймарăм. Каçарăр!

 

Машук (2013-11-27 09:36:03):

Вăл тем тесен те адресĕпе йăнăшнă(Эп Ольга пирки). Уява хатĕрленсе ывăнна, тĕрĕс мар кĕрсе кайнă.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: