Пирвайхи юрату :: Виççĕмĕш пайĕ


— Сехечĕ миçе-ши вара? — терĕ Вася, чăлан çумĕнчи сехет патне пырса. Вăхăтне пăхрĕ те гирине хăпартрĕ.

— Вунпĕр сехет çине кайни вунвиçĕ минут...

— Эпĕ ун чухлĕ пулман тесе, — сăмах хушрĕ кил хуçи, — çырткалăр та, выртăпăр вара...

Анна аппа сĕтел çине шаркку лартрĕ, эпир кĕрекене ларса çиме пуçларăмăр. Унччен те пулмарĕ, чӳрече кан-тăкĕ йăн! туса илчĕ, пӳлĕме пуля шăхăрса кĕчĕ, куç хупса иличчен таçта вăркăнса тухса кайрĕ. Лампа çывăхĕнне лараканскер, эпĕ йăпăр-япăр сиксе тăтăм, çутта вĕрсе сӳнтертĕм... Кил хуçисен сехри хăпса тухрĕ пулмалла...

Тĕттĕмре чӳрече патне йăпшăнса пытăмăр, урамалла темĕн чухлĕ пăхсан та нимĕн те кураймарăмăр. «Мĕскер пулчĕ капла?» кашниех шутларĕ пулмалла ăшра.

— Атя, тухса пăхар тулалла, — терĕ Вася хуллен. — Тухса пăхар, — килĕшрĕм эпĕ.

Эпир килхушшине тухрăмăр. Васьăпа пĕрле кил картинче çаврăннă хыççăн, хуллен хапхана уçса, урама тухрăмăр. Эпĕ кĕсъери нагана хатĕрлерĕм. Рăйона тухса килес умĕн Зарубинпа иксĕмĕр шалти ĕçсен комиссариатĕнче нагансем туяннăччĕ. Ку вырăнсенчен инçех те мар Калюков банди аташнă-çке-ха.

Пӳрте кĕрсен лампа çутмарăмăр, тĕттĕмрех çывăрма выртрăмăр...

Выртсан эпĕ часах çывăраймарăм. «Мĕнле эсремет печĕ-ха чӳречерен пăшалпа? Муля хăтланмарĕ-ши? Мĕн шутлать-ши Гавриков кун пирки?»

Гавриков та часах çывăраймарĕ пулас, текех пĕр енчен тепĕр енне çаврăнкаларĕ. Тахăш вăхăтра иксĕмĕре те ыйхă хупланă. Çывăрнă-çывăрмăнах чӳречерен такам хытă шакканипе вăранса кайрăм.

— Кам унта, кам шаккать? — ыйтрĕ Анна аппа.

— Эпĕ-ха ку, Петя, — илтĕнчĕ урамран.

— Мĕнле Петя? Мĕн шыраса çӳретĕн çĕр хута?

— Вася килте-и? Тăратăр-ха ăна васкарах. Эпĕ — Çĕмрен Петти, Анна аппа...

Çакна илтсен, эпĕ Гаврикова айăкран тĕксе вăратрăм.

Гавриков тăрса ларнă тĕле Анна аппа хăй çутса ячĕ.

— Васили, — терĕ вăл, — сана Çĕмрен Петти чĕнет.

— Мĕн тума-ши?

— Пĕлмерĕм çав. Акă вăл хăй те пӳрте кĕрет пулас... Анна аппа сăмахĕ çине Петя кĕчĕ, Вăл — Хурăнварти иккĕмĕш комсомолец, çĕрле сăлтавсăрах çӳрес çук. Ăна эпир лайăх чухлатпăр.

— Ваçук, — терĕ вăл кĕрсенех, — тăр-ха наччаслăха. Эпĕ вырăн çинче ларнине курсан, мана та тумланма хушрĕ.

— Мĕн пулнă? — ыйтрăм эпĕ.

— Кайран, — терĕ вăл, — тумланăр васкарах... Пусма çинчен ансанах, эпир Петя çумне çулăхрăмăр.

— Кала халех, ăçта илсе каятăн?

— Маюк патне, — терĕ вăл хуллен кăна, — шуйттан Мули Маюка пусмăрланă...

— Мĕн калаçатăн эсĕ, — хыпăнса ӳкрĕмĕр эпир, — эсĕ анра курăк хыпман пулĕ-çке?

— Чăннине калатăп, — терĕ Петя. — Халĕ Маюк килĕнче, ниепле те лăпланаймасть. Хăйне хăй тем туса ан пăрахтăр тесе, сирĕн пата чупса килтĕм...

— Атьăр васкарах, — терĕ те Гавриков хапхаран вăшт кăна тухрĕ. Эпир те ун хыççăн чупрăмăр. Маюксем патне чупсах кайрăмăр... Вĕсен хапхи патне çитиччен никам та сăмах хушмарĕ.

Пырса кĕтĕмĕр Маюксем патне. Пӳртре сас-чӳ илтĕнмерĕ, мăчи куçĕ çути сĕтел кукрине çеç кăшт çутатать. Эпĕ тавралла пăхса илтĕм те тăрăхла сак çинче Маюк выртнине асăрхарăм. Вася кĕнĕ-кĕменех ӳпне выртакан Маюкăн аллине ярса илчĕ.

— Мĕн пулчĕ сана, Маюк?

— Камсем эсир, мĕн кирлĕ сире? — тискеррĕн ыйтрĕ Маюк. Вăл кăшт кăна çĕкленчĕ те хăрушшăн йынăшса ячĕ, ĕсĕклесе йĕме, питне-куçне тăрмалама пуçларĕ. Вăл шурă килти кĕпепе, йулепилĕкĕн, çӳçĕ-пуçĕ сапаланчăк, куççулĕ куç тулли... Çакна курсан, манăн чун-чĕре çав тери ыратса кайрĕ... Эпĕ хама хам пĕлми пултăм. Мĕншĕн ăсăтсă ямăрăмар-ха Маюка. Нимĕн те пулмастчĕ-çке ăсатнă пулсан... Комсомола кĕме хапăл турĕ-çке вăл, апăрша, эпĕ ăна рекомендаци пама пултăм...» — çиçсе илчĕ пуçăмра.

Маюк тăма хăтланнă пек пулчĕ, тăраймарĕ, хаяррăн кăшкăрсă ячĕ те çамкине хытă сак çине çатлаттарчĕ. Эпир тытса ĕлкĕреймерĕмĕр. Эпĕ тĕпел кукрине кайрăм, Маюка ĕçтерес тесе, куркапа шыв ăсса пытăм. Вăл, куркине тытса, ĕçем пекки турĕ те эпир сисиччен шыв кӳркине шăпăр кутне вăркăнтарчĕ.

— Маюк, хĕрĕм, — илтĕнчĕ кăмака çинчен, — эсĕ кампала çапăçатăн унта?

Маюк чĕнмерĕ. Вăл никама та курмасть, нимĕн те илтмест, тейĕн. Вăхăтран вăхăта, пуçне çĕклесен, вăл пирĕн çине тĕлсĕррĕн пăхса илет те, чун-чĕрене сӳлеттерсе, каллех йынăшса макăрма тытăнать.

— Итле-ха, Миша, — хăлхаран систернĕ Вася. — Ял Советне пĕлтерес пулать. Эсир кайса килĕр-ха председатель патне. Петя кăтартать тĕлне, ху манса кайрăн, пулсан.

— Юрĕ, — килĕшрĕм эпĕ.

Çул çинче Петя Муля тискерлĕхĕ çинчен мĕн пĕлнине васкавлăн каласа пачĕ.

— Тăкăрлăкри мунчана Маюка сĕтĕрсе кĕме кам пулăшнă-ши Муляна? — ыйтрăм Петьăран. — Муля çавна пĕччен тума пултарайман-çке вăл.

— Калама пултараймастăп çав, — терĕ вăл. — Тупнă пуль хăй пекки пĕр-пĕр ирсĕре!..

...Председателе чĕнсе пырсан, халех Муляна туйçă арестлеме кирли çинчен калаçса татăлтăмăр. Маюк паçăрхи пекех сак çинчех выртать. Вăл пăртак лăпланнă пек те, анчах лăплансах çитеймест. Чĕнмесĕр выртать-выртать те сасартăк нăйкăшса, хăрлатса илет.

— Вася, — терĕм Гаврикова, — района çитес пулĕ манăн. Мулян хĕçпăшал пулма пултарать, апла пулсан, ăна тытма çăмăл мар. Адмпайне халех çитсе евитлемелле пулать...

— Тĕрĕс калатăн! — килĕшрĕ Гавриков.

Вара эпĕ çĕрне-каçне пăхмасăрах район центрне тухса вĕçтертĕм. Ял Совет председателĕпе Петя комсомолец Муляна шырама тухса кайрĕç. Маюк патĕнче Вася Гавриков пĕчченех юлчĕ.

 

10

Çĕрлехи çул ансат мар. Çавах та ăна-кăна пăхмасăрах района эпĕ питĕ васкаса, чупнă пекех кайрăм. Çур сехетрен ытла иртмерĕ те пулĕ, района çитсе те тухрăм. Райкомра çутă курăнманнипе тӳрех адмпайне çул тытрăм. Адмпай начальникĕ Елисеев юлташ унтах иккен.

— Борис Ларионч! — терĕм кабинета кĕнĕ-кĕменех, — манăн сирĕнпе йăпăрт калаçса илмелли пур.

— Мĕн пулчĕ, кала кĕскен, — терĕ вăл, кабинетра иксĕмĕр çеç юлсан.

Эпĕ ăна Хурăнварта пулнă инкек çинчен, Муля Маюка пусмăрланипе пирĕн чӳречерен пăшалпа пени çинчен каласа патăм.

— Ял совет председательне пĕлтертĕр-и?

— Пĕлтертĕмĕр.

Вăл кăшт кăна шухăшласа ларчĕ, шăмшакне кантарас тесе пулĕ, тăрса физкультура тунă пек аллисемпе выляткаларĕ те каллех вырнаçса ларчĕ.

— Хурăнвартан хăçан килтĕн? — ыйтрĕ вăл.

— Тин çеç çитрĕм.

— Вăхăтра пĕлтернĕшĕн тавтапуç, — терĕ вăл, алă пама ура çине тăчĕ. — Халĕ киле кайса канма та пултаратăн...

Тула тухсан эпĕ пĕр хушă, чĕре лăпланма пĕлменнипе, шухăшласа тăтăм: «Каялла каяс мар-ши Хурăнвара? Маюк мĕнле-шн унта?.. Муля тухса тармарĕ-ши?..» Унччен те пулмарĕ, адмпайĕн хапхинчен пар лаша кӳлнĕ тăрантаспа милицисем тухрĕç те урам тăрăх вĕçтерчĕç. «Хурăнвара кайрĕç пулмалла», — шухăшларăм ăшăмра. Иккĕмĕш автансем çунат çапса ире чысланă вăхăтра хваттере çитсе çывăрма выртрăм.

Ирхине эпĕ Гришăпа Терентей алхаснипе вăрантăм. Вĕсем ĕçе кайма хатĕрленеççĕ иккен.

Эпĕ йăпăр-япăр тăрса тумлантăм та юлташсемпе пĕрле райкома кайрăм. Çул çинче Гриша ман ятăмпа икĕ çыру килни çинчен пĕлтерчĕ.

— Ăçта вĕсем? — ыйтрăм эпĕ.

— Хăвăн сĕтелӳ сунтăхĕнче.

Çул çинчех эпĕ юлташсене Хурăнварти инкек çинчен каласа патăм.

Райкома çйтсен чи малтан Иван Ильич патне кĕтĕм.

— Ăçта пултăн, хаçан килтĕн? — ыйтрĕ вăл кĕнĕ-кĕмен.

Эпĕ ассăн сывласа илтĕм.

— Мĕн ахлататăн ватă çын пек, çитмĕле çитмерĕн пулĕ-çке? — шӳтлесе каларĕ Иван Ильич.

— Кĕтмен çĕртен инкек килсе тухрĕ-çке...

— Мĕн пулчĕ тата?

Эпĕ Иван Ильича Хурăнварта мĕн-мĕн пулни çинчен каласа патăм. Тимлесе итлерĕ вăл. Унтан сĕтел çинчи папкине хупрĕ те сунтăхне чикрĕ.

— Мĕнле çын вăл Муля?

Эпĕ Муля çинчен мĕн шутланине, ялта ун пирки мĕнле калаçнине пĕтĕмпех пĕлтертĕм. Вăл мана ятленĕ хушăрах адмпайне шăнкăравлама пуçларĕ, телефонĕ юсавлă мар пирки-и е урăх сăлтавпа, телефон трубкине каялла хучĕ.

— Класс тăшманĕ парăнасшăн мар, — терĕ вăл, темĕн аса илнĕ пек пулса, — астăватăн-и пĕр çулхине пирĕн киле чĕртсе яма хăтланнине? Тытаймарăмăр вĕт çав шăпăрлана!..

— Çапла çав...

— Акă мĕн, Миша, — терĕ вăл, кăшт тăхтасан, — вăхăт пур пулсан, халех адмпайĕн начальникне чĕнсе кил-ха кунта.

— Елисеев юлташа-и?

— Çавна ĕнтĕ.

— Юрĕ, — терĕм те райкомран тухса кайрăм. Елисеев юлташа эпĕ чылайранпа пĕлетĕп. Эпир педтехникумра вĕреннĕ чухне вăл Шупашкарта ЧОН командирĕ пулсаччĕ. Ашă кăмăллă, ырă çынччĕ çав Борис Ларионч, çынпа вăл сиввĕн калаçнине эпĕ нихăçан та курман.

— Узянов юлташ, — терĕм кабинет умĕнче ларакан милиционера, — начальник кунта-и?

— Мĕн тума кирлĕ? — ыйтрĕ вăл.

— Ăна райком секретарĕ чĕнет.

— Тăхта-ха çакăнта, — терĕ те начальник кабинетне кĕрсе кайрĕ. Эпĕ пукан çине лартăм, сĕтел çинчи будильник йĕппине пăхса илтĕм. Вуннă çитесси вунпилĕк минут юлнă.

Кабинетрăн Борис Ларионч тухрĕ. Алă панă вăхăтра вăл манран:

— Мĕн ĕçпе чĕнет-ши Иван Ильич, пĕлместĕн-и? — тесе ыйтрĕ.

— Пĕлсех пĕлместĕп те, Муля ĕçĕ пирки пулĕ тесе шутлатăп.

— Муля тенĕрен, — аса илнĕ пек пулчĕ вăл. — Гавриковсен чӳречинчен пăшалпа пени çинчен çырса пар-ха эсĕ. Вăл документ пире кирлĕ пулать.

— Халех çыратăп — килĕшрĕм эпĕ.

Унччен те пулмарĕ, кабинет алăкĕ яр-р! уçăлса кайрĕ те хайхи Муляна илсе тухрĕç. Муля малта, ун хыçĕнчен Узянов милиционер пырать. Иртсе кайнă чухне Муля ман çиие кашкăр пек пăхса илчĕ, хăй нимĕн те шарламарĕ. Эпĕ те вĕсен хыçĕнченех тухрăм. Муля аллисене каялла çыхса лартнă иккен.

Райкома таврăнсан эпĕ çырусем пурри çинчен Гриша каланине аса илтĕм.

Йăпăр-япăрах сĕтел сунтăхне уçрăм, çырусене туртса кăлартăм. «Пĕри Иринăран», — шутласа илтĕм, хулăн конверта пăхса. — «Тепри камран-ши?»

Конвертсене илсе, почта штемпелĕсене тинкерсе пăхрăм. Чăнах та, пĕри Канашран, тепри Мускавран. «Аннерен-ши?» — шухăшларăм эпĕ. «Алли — аппа алли пек мар...» Ирина çыруне уçса вулама хатĕрленнĕччĕ çеç, мана Иван Ильич патне чĕнтерчĕç.

— Миша, — терĕ Иван Ильич, — эсĕ çĕрле çеç Хурăнвартан килтĕн, Муля ирсĕрленнине хăв куçупа куртăн, Борис Ларионч сана свидетеле тăратас тет. Мĕн шутла-тăн кун пирки?

— Кирлĕ пулсан, мĕншĕн тăрас мар...

— Эпĕ акă мĕн пирки, — пӳлчĕ Иван Ильич, — мĕншĕн-ха Муля Маюка шăпах комсомола кĕнĕ каç пусмăрлама шутланă? Хăйĕн тискер ĕçне унччен те тума пултарнă-çке вăл?

— Çапла çав, — терĕм эпĕ. — Муля вăл Маюкран çеç мар, Макж комсомолка пулса тăнинчен те мăшкăлласшăн пулнă. Кăна следствире, манăн шутпа, уйрăмах палăртса хăвармалла...

— Тĕрĕс калатăн, — терĕ Борис Ларионч.

Унтан вăл райком секретарьне хăлхаран темĕн каларĕ: ман çине пăхса, çапла хушса хучĕ:

— Тукмаков Чулхулара тахçанах ĕçлеме пăрахнă. Чулхулара пурăнатăп тесе вăл суйнă кăна. Муля тĕрĕссипе Колюков бандин связнойĕ пулнă...

— Чăнах-и? — персе ятăм эпĕ тĕлĕнйипе. — Апла пулсан, пăшалпа перекенĕ те вăлах пулнă пуль?

Иван Ильичпа Борис Ларионч нимĕн те шарламарĕç. Эпĕ кабинетран тухрăм.

Райком секретарĕн кабинетне пирĕн пӳлĕм витĕр кĕмелле. Кунта эпир иккĕн ларатпăр: парти райкомĕн учет пайĕн пуçлăхĕ Макаров юлташ (ăна «коммунар Макар» тесе чĕнеççĕ) тата эпĕ.

Сĕтел хушшине ларсан, сунтăхран хутсем кăлартăм та шухăша путрăм: «Хулиган кăна мар иккен путсĕр Муля, чăн-чăн бандит, пирĕн тăшман!» Каллех куç умне Маюк тухрĕ, Вася Гавриков, Хурăнварти каçсем...

Ман патăма Оля пырса кĕчĕ.

— Салам, — терĕ вăл, алă парса.

— Салам! — терĕм те пукан сĕнтĕм. — Ĕçсем мĕнле пыраççĕ ячейкăра?

— Чиперех-ха, — терĕ вăл. — Ĕнерхи пухура ячейкăн хĕллехи планне çирĕплетрĕç те, çавна илсе килес терĕм.

— Питĕ авăн, ĕнер пуху пулчĕ, эппин?

— Çапла, — терĕ вăл. Унтан, кăшт кăна чĕнмесĕр ларнă хыççăн, ура çине тăчĕ те хут тĕркинчен хайхи плана кăларса, манăн ума тӳрлетсе хучĕ.

— Çакă пулать-и планĕ? — ыйтрăм эпĕ.

— Çакă, — терĕ вăл.

Эпир ячейкăн хĕллехи планне пăхма пуçларăмăр.

 

11

Ирина çыруне каçсăр та вулама пулмарĕ. Хăвăрах чухлатăр вĕт, парти райкомĕпе комсомол райкомĕнчен çын татăлмасть. Пĕри тухса каять, тепри пырса кĕрет, унпа та калаçмалла, кăна та тивĕçтермелле. Мĕн тăвас тетĕн, çынсемпе ĕçлесси çавăн пек ĕнтĕ вăл...

Оля тухса кайсанах, пĕр çыруне уçрăм та вулама пуçларăм. Акă савăнăç: Лисукпа Вася Борисов çыраççĕ иккен. Лисук, хамăр ял Лисукĕ, КУТВа вĕренме кайса кĕнĕ иккен. Мăшăрланнă пирки общежитире те пĕрлех пурăнаççĕ пулать... Савăнтăм эпĕ вĕсен çырăвне вуласа, анчах кӳренмелли те пулчĕ çав. Мускавра, Аслă Октябрь вунă çул тултарнине пĕтĕм халăх уявланă кун, троцкистсем хăйне уйрăм демонстраци ирттерме хăтланнă иккен... Кăна эпĕ ăнланаймарăм вара. Çыруне илтĕм те Иван Ильич патне кĕтĕм.

— Иван Ильич, — терĕм вăскаса — вулăса пăхăр-ха. Мĕнле хакламалла çак пĕлтерĕве?

Вăл ман аллăмри çырăва илсе, палăртнă вырăна вуларĕ кăмăлсăрланнă пек пулса, çыруне каялла тавăрса пачĕ.

— Тĕлĕнмелли нимĕх те çук, — терĕ вăл, — троцкистсенчен усал кĕтсех тăр... Партине хирĕç темĕн тума та хатĕр вĕсем...

Эпĕ кабинетран тухма тăрсан Иван Ильич:

— Кам çырать вара Мускавран? — тесе ыйтрĕ.

— Лисукпа Вася Борисов çыраççĕ, — терĕм эпĕ, савăнса. — Лисук та кăçал КУТВа кайса кĕнĕ, тет...

— Юнус Петĕр Лисукĕ-и?

— Çавă, — терĕм эпĕ.

— Маттур хĕрача!

— Хĕрача мар ĕнтĕ вăл, — кулса илтĕм эпĕ, — Вася Борисова качча тухнă иккен...

— Чăнах-и? Питĕ аван, — ырласа илчĕ Иван Ильич. — Йĕркеллĕ мăшăр пулмалла вĕсенчен.

Кабинетран тухсан, эпĕ тепĕр çыруне уçма хатĕрленнĕччĕ çеç, Терентий Васильев хăй патне чĕнчĕ... Каллех вулама пулмарĕ çырăва. Каçхине, çынсем кайса пĕтсен, Ирина çыруне танех вулама пуçларăм:

«Пĕртен-пĕр хаклă тусăм, юратнă тусăм, Миша», пуçланать çыру.

«Ку çырăва илсе вуласан, эсĕ темле те шутласа пăхма пултаратăн ман пирки, тен, хăш-пĕр вырăнта ӳпкелешсе илме те, кӳренсе пăхма та турĕ килĕ. Ĕненсем, тусăм, эпĕ çак юлашки йĕркесене çырса, пĕрре те ытлашши каламастăп, хавшак чĕреме уçса, хамăн шухăш-кăмăлăма пĕр пытармасăр, юлашки хут сана пĕлтерсе хăварас тетĕп...

Ах, мĕнрен пуçлам-ши, Миша, çырма, пĕлтермелли çав тери нумай! Кăлăхах пулмĕ-ши, тусăм, пур-çук вăйăма, юлашки халăма пухса, сан пата çырса аппалланни? Калас тенĕ сăмахăма калама пултарăп-ши? Ахалех кӳрентерсе хăвармăп-ши юлашкинчен, Миша, сана?

Итле, эппин, чунăм: эпĕ питĕ хăрушă чирпе — чахотка чирĕле чирлĕ, манăн ĕмĕрĕн вĕçĕ курăнсах тăрать, шутлă кунсем анчах юлчĕç пулмалла. Врачсем аллах каламаççĕ те-ха, ĕненсех каймастăп эпĕ вĕсене, Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен вĕсен ĕçĕ çавă, тивĕçĕ çавă тес пулать. Вилесси ик-виç сехет кана юлсан та, вĕсем чăннине калас çук пулĕ врачсен этики çавăн пек имĕш… Пултăр-çке, вилес умĕн вĕсене те ытлашши тиркес мар. Вĕреннĕ çынсем пĕлеççĕ пулĕ хăçан мĕн каламаллине...

Астăватăн-и, Миша, нумаях та пулмасть иксĕмĕр Шупашкарта Атăл хĕрринче ларнине? Унтанпа икĕ уйăх та иртмерĕ пулĕ-ха. Эсĕ мăшăрланасси çинчен сăмах тапратнăччĕ. Эпĕ татса каламарăм çав сăмах пирки, «тепĕр чухне» тенипех ирттерсе ятăм. Эсĕ кӳрентĕн те пулас çавăншăн ун чухне, анчах эпĕ тӳррипе калама пултараймарăм. Каçар мăна çавăншăн, Миша. Мĕнле ответлемеллеччĕ-ха манăн? Акă мĕнле: «Иксĕмĕрĕн пĕрле пурăнмалла нихăçан та пулас çук, мĕншĕн тесен çак тĕнчере манăн кунçулăм вĕçленнĕ, — чахотка мана кĕç-вĕçех çисе ямалла...» Апла каласа кӳрентерме хăватăм çитмерĕ манăн... Юратнă-çке эпĕ сана, Миша, чĕререн юратнă, хăвна кăна пĕлтермен... Хĕрупраçа капла тӳрех персе яни килĕшсех те каймасть пулĕ те-ха, анчах маншăн халĕ пурпĕрех: пуçа каснă хыççăн, çӳçшĕн макăрма хушман... «Ăçтан тупрăн вара ун пек усал чире? — ыйтма пултаратăн эсĕ. — Ăçтан çаклатрăн усал чахоткăна?»

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 ... 14