Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Анатри Явӑшсем уявра савӑнчӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.08.2010 13:57 | 1777 хут пӑхнӑ
Уявра
Уявра

Утӑн 31-мӗшӗнче, шӑматкун, Етӗрне районне кӗрекен Анатри Явӑшра ял уявӗ иртрӗ. Шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ пулин те халӑх нумай пухӑнчӗ.

Чи малтан, паллӑ ӗнтӗ, ял ҫыннисене тӗрлӗ пуҫлӑхсем саламларӗҫ — Етӗрне районӗн пуҫлӑхӗ Александр Краснов, район администрацийӗн ертӳҫи Сергей Бандурин, Чӑваш Республикин Экономаталану министерствин провӑпа кадр политикин начальникӗ Александр Рыбаков, Шупашкар хула администрацийӗн представителӗ Галина Никифорова, Етӗрне тӗп пулницин аслӑ тухтӑрӗ Владимир Кузьмин. Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн (Анатри Явӑш унта кӗрет) пуҫлӑхӗ Татьяна Леонтьева та айӑккинче тӑмарӗ — пухӑннӑ ҫынсене ҫак савӑнӑҫлӑ уяв ячӗпе пысӑк салам сӑмахӗ каларӗ.

Ял уявӗнче савӑнмалли пайтахччӗ. Ачасем «Асфальт ҫинчи ӳкерчӗк», «Чи капӑр ҫӳҫ» конкурсенче ӑмӑртрӗҫ. Виҫӗ хӗрачан, Анукпа Наҫтук Беловсен тата Алина Васильевӑн ҫӳҫӗ чи капӑр пулнине палӑртрӗҫ.

Юрӑ-ташӑпа явӑшсене «Вылӑ» ушкӑн (вӑл Ман Явӑшри клуб ҫумӗнче йӗркеленнӗ), «Асамат» эстрада ушкӑнӗ, Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗнчи ташӑ ушкӑнӗ, Тури Ачак шкул вӗренекенӗсем савӑнтарчӗҫ.

Спорт ӑмӑртӑвӗсем те пулчӗҫ: волейболла, кире пуканне йӑтса, вӗрен туртса ӑмӑртрӗҫ.

Уяв каҫхине дискотекӑпа вӗҫленчӗ.

#Анатри Явӑш, #Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗ, #Етӗрне районӗ, #Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗ, #ял уявӗсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем