Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.4 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Вӑрнарсем «Ялта» драмӑна «чӗртрӗҫ»

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Светлана Чикмякова 05.04.2016 21:01 | 1885 хут пӑхнӑ
Культура

Районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрӗ куракансене спектакльпе савӑнтарчӗ — ҫак эрнере сцена ҫине Федор Павловӑн «Ялта» премьерине кӑларчӗҫ.

Хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш драма театрӗ ку спектакльпе республикӑри кашни яла тенӗ пекех ҫитнӗ-тӗр, анчах та юлашки ҫулсенче нумайӑшӗ ун сюжетне манма та ӗлкӗрнӗ пулӗ, ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ пӗлмест те. Ҫавӑнпа та Вӑрнар халӑх театрӗн режиссерӗн Галина Иванован классикӑна яланлӑхах асра хӑварас тӗллевӗ питӗ те тӗрӗс пулнӑн туйӑнать.

Хӑй ку ӗҫе кӳлӗннӗ ҫулсенче вӑл чылай спектакле халӑх патне ӑнӑҫлӑ ҫитерме пултарчӗ. Пӗлтӗр куракансем «Нарспие» чаплӑн йышӑнчӗҫ, театр ушкӑнӗ унпа хамӑр, кӳршӗллӗ районсенчи чылай ялта пулчӗ. Ку спектакльти чаплӑ вылявшӑн республикӑри «Мухтав ахрӑмӗ» фестивальте тӗрлӗ номинацире тӑхӑр диплом илме тивӗҫрӗҫ.

«Ялта» спектакле те халӑх тӳрех йышӑнни ҫынсем ӑна тепӗр кун та сӳтсе явнинчен палӑртма май килчӗ. Премьерӑпа вырӑнти артистсем иртнӗ ӗмӗрӗн чӑн пурнӑҫне кӑтартма пултарни паха.

Спектакле калӑплаканӗсенчен пысӑк пайӗ — районти культура ҫурчӗсенче тимлекенсем. Массӑллӑ сценӑсене Ҫӗрпелти, Хирпуҫӗнчи, Санарпуҫӗнчи, Мӑн Явӑшри, Кӗҫӗн Кипекри, Уйкас Кипекри тата Мӑн Турхан ял тӑрӑхӗсенчи ӗҫченсене явӑҫтарнӑ. Тӗп рольсенче: Пӑрчӑкан — Марина Григорьева, Йӑскар — Надежда Ванюшина, Ҫтаппан — Александр Иванов, Елюк — Надежда Казакова, Ванюк — Дима Иванов, Палюк — Евгений Кудрявцев, ял старости — Сергей Змеев, туй пуҫӗ — Олег Семенов, Муҫҫа — Владимир Муруков. Репетицисене январьти каникул хыҫҫӑнах тытӑннӑ. Артистсене аякри ялсенчен эрнере икӗ хутчен Вӑрнара килмелле пулни те хӑратман.

Паллах, хӑшӗсем сӑнара уҫҫӑн калӑплаймассинчен шикленнӗ — вӗсемпе Галина Васильевна режиссер уйрӑмшар ӗҫленӗ. Театр ертӳҫине спектакле хутшӑнакансен пысӑк яваплӑхӗ, тӑрӑшулӑхӗ тӗлӗнтернӗ-савӑнтарнӑ. Харпӑр хӑй ролӗ валли авалхи чӑваш тумӗсене, ӗҫ хатӗрӗсене вӗсем ял ҫыннисенчен, ял музейӗсенчен ыйтса тупма пултарниех «Ялта» драмӑн чӑнлӑхне кӑтартма тӑрӑшнине яр уҫҫӑн ҫирӗплетет. Ку ҫеҫ те мар, сӑнарсем хӑйсене рольсенче курччӑр тесе Галина Иванова мӗнпур труппӑна Шупашкара профессионаллӑ артистсен «Ялта» вылявне пӑхма илсе кайнӑ.

— Ҫак спектакль районти культура ҫурчӗсенчи ӗҫченсене пӗтӗҫтерчӗ, нихӑҫан та сцена ҫине тухман ҫынсен талантне палӑртма май пачӗ, — терӗ Галина Васильевна.

Спектакль хыҫҫӑн режиссерта хавхаланупа пӗрле пӑшӑрхану туйӑмӗ те пурри палӑрчӗ. Ку декорацисем тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем пуррипе ҫыхӑннӑ иккен. Хальхинче ӑна илемлетме ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн преподавателӗнчен Людмила Порфирьеваран пулӑшу ыйтма тивнӗ.

Хальлӗхе хыҫалти фона маларахри ҫулсенчи ӳкерчӗксем сӑн кӗртеҫҫӗ. Галина Васильевнан вара, малалла та ҫӗнӗ спектакльсем хатӗрлеме ӗмӗтленекенӗн, декорацисене ҫав тери ҫӗнетес килет. Анчах та ыйтӑвӗ укҫа-тенкӗ патне пырса тӗрӗнет. «Культура туйӑмӗллӗ пӗр-пӗр спонсор ӑҫта-ши?» — ассӑн сывларӗ вӑл.

Анчах та кулянса ларма вӑхӑт ҫук. «Ялта» драма кӗҫех ялсем тӑрӑх тухса ҫӳрӗ. Апрелӗн 5-мӗшӗнче артистсене ав Ҫӗрпелте кӗтеҫҫӗ. Элӗке, Йӗпреҫе ҫитесшӗн.

#Вӑрнар, #Вӑрнар районӗ, #спектакльсем, #халӑх театрӗсем, #Ҫӗрпел, #Элӗк, #Йӗпреҫ, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем