Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Раиса Сарпин вырӑсла кӗникине хаклӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.11.2026 08:34 | 25 хут пӑхнӑ
Персона
Чӑваш Енри Писательсен союзӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Енри Писательсен союзӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Марфа Трубина ячӗллӗ вулавӑшра Раиса Сарпин кӗнекине хаклама пуҫтарӑнӗҫ. Хаклав 13 сехетре пуҫланӗ.

«Венки с любовью» кӗнекере — поэтӑн сонечӗсем. Вӗсене вырӑсла Марина Туманова куҫарнӑ.

Раиса Васильевна 1951 ҫулхи кӑрлач уйахӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. 1973–1986 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулса ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче литература пайӗн ертӳҫи вырӑнӗнче вӑй хунӑ. 1990 ҫулта «Пике» журналӑн редакторӗ пулнӑ. 1998 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх университечӗн ӳнер кафедринче ӗҫленӗ.

Вӑл — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомол преми лауреачӗ (1988); Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен Нежип Фазыл ячӗллӗ преми лауреачӗ (1993); Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2000); А. Талвир ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ;

Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен VIII-мӗш фестивалӗн лауреачӗ;

«Чӑваш Республикишӗн тунӑ ӗҫсемшӗн» медале тивӗҫнӗ.

#ят-сум, #пултарулӑх, #кӗнекесем, #вулавӑшсем, #Патӑрьел районӗ, #Нӑрваш Шӑхаль

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем