Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Чӑваш театрӗн цифра энциклопедине хатӗрлет.
Проекта культура учрежденийӗн директорӗ Елена Николаева ҫӗнсе илнӗ Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерствин гранчӗпе пурнӑҫа кӗртнӗ.
Елена Николаева журналистсене пресс-конференцире пӗлтернӗ тӑрӑх, проект тӗллевӗ — чӑваш театрӗн ҫӗр ҫулхи историне цифрӑласа тӗнче уҫлӑхне кӑларасси.
Энциклопеди пилӗк пайран тӑрать: «Сцена тата сӑнарсем», «Театр афишисем», «Аудиоспектакльсем», «Пьеса сыпӑкӗсем», «Театр художникӗсем». Проектпа килӗшӳллӗн пилӗк видеоподкаст ӳкернӗ. Унта Чӑваш халӑх артисчӗсен Геннадий Медведевӑн, Иван Ивановӑн, Наталья Сергееван, РСФСР халӑх артисткин Нина Яковлевӑн асаилӗвӗсене ҫырса илнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Михаил Кондратьев чӑваш театрӗн культура аталанӑвӗнчи вырӑнӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Чи пахи вара — проект чарӑнса ларман. Ӑна пуянлатса, анлӑлатса пырӗҫ.
Чӑваш театрӗн цифра энциклопедийӗпе хальлӗхе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн официаллӑ сайтӗнче паллашма пулать.
