Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш диктантне 6 пин ытла ҫын хутшӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 26.04.2016 20:01 | 2492 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акци иртнӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут йӗркеленнӗ.

Кӑҫал диктанта Александр Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» хайлавӗн сыпӑкӗ тӑрӑх ҫыртарнӑ. Шупашкарта тӑватӑ вырӑнта диктант ҫырнӑ. Акцие шкул ачисем, журналистсем, вӗрентекенсем, студентсем, артистсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, чиновниксем тата ыттисем хутшӑннӑ.

Шупашкарта диктанта 335 ҫын ҫырнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 355 ҫын. Районсем те хастарлӑхӗпе палӑрнӑ. Патӑрьел районӗнче 592 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ, Комсомольски районӗнче 426-ӑн алла ручка тытнӑ, Шупашкар районӗнче 695 ҫын диктант ҫырнӑ.

Акцие ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал акцие 6 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Пӗлтӗр — 4 305, 2014 ҫулта — 3 700, 2013 ҫулта — 2 300 ҫын диктант ҫырнӑ.

Аса илтерер: акцие «Хыпар» хаҫат, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Чӑваш наци радиовӗ йӗркелет.

#Вӗренӳ институчӗ, #Хыпар, #Патӑрьел районӗ, #Шупашкар районӗ, #ЧПУ, #ЧППУ, #чӑваш чӗлхи, #акцисем, #Шупашкар, #Комсомольски районӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем