Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхипе диктанта пилӗк пин ҫын ытла ҫырнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 25.04.2017 09:47 | 2605 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн республикӑра тата унӑн тулашӗнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2017» акци иртрӗ. Вӗренӳ министерствин сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх унта пурӗ 5 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче ачасем те, аслисем те ваттисем те пулнӑ. Диктанта Геннадий Волковӑн «Ӑслӑ ача» калавӗ тӑрӑх ҫырнӑ.

Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин сумне хӑпартасси, халӑх хушшинче унӑн ҫепӗҫлӗхне сарасси.

Чӑваш чӗлхипе диктанта вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Алевтина Фёдорова та ҫырнӑ. «Тӑван чӗлхене юратма мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхтармалла, ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн пепкине чӑвашла калаҫса ӳстереҫҫӗ пулсан ачи унӑн ҫепӗҫлӗхне, пӗтӗм илемне ачаранах туйса ӳсӗ. Ҫакна вӑл хӑйӗн чунӗнче ӗмӗр тӑршшӗпе упраса пурӑнӗ», — тенӗ вӑл.

Кам мӗнле ҫырни ака уйӑхӗн 27-мӗшӗсенче паллӑ пулӗ.

#вӗренӳ министерстви, #вӗренӳ, #диктантсем, #пӗтӗм чӑваш диктанчӗ, #чӑваш чӗлхи, #ачасем, #диктантсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем