Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Юстици министрӗн — ҫӗнӗ ҫум

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Софья Савнеш 20.07.2017 11:13 | 559 хут пӑхнӑ
Политика

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин черетлӗ хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Игорь Михайлов ҫӗнӗ должноҫ йышӑннӑ. Малашне вӑл ЧР юстици министрӗн ҫумӗ пулӗ.

Чӑннипе, Игорь Михайлов пирки информаци сахал. Вӑл 1982 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ку таранччен ЧР Экономика министерствинче ӗҫленӗ, право тата кадр политикин пайне ертсе пынӑ. Ун умӗн вара Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнче вӑй хунӑ, Иван Моторинӑн секретариат ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ.

Сӑмах май, министр ҫумӗнче унччен Ирина Семенова ӗҫленӗ. Вӑл ку пукана 6 ҫул йышӑннӑ, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен ведомствӑран кайнӑ.

#хушусем, #политика, #ӗҫ вырӑнӗсем, #тӳре-шара, #Элтепер, #политика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Евгений Барсукова ҫул-йӗр тума шанмаҫҫӗ
2017, 02, 07
Министр тилхепине тыттарнӑ
2017, 02, 07
Пуҫлӑха ларас текен тупӑнман
2017, 02, 10
Усламҫӑсен прависене хӳтӗленӗ Владимир Иванов — транспорт министрӗ
2017, 02, 22
Алла Самойловӑна орден медалӗпе чысланӑ та ӗҫрен кӑларнӑ
2017, 02, 22

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org