Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Пӑрачкавра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ Владимир Ильич Шишкинӑн ӳт юлашкине пытарнӑ. Вӑл Ржев ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫура вилнӗ.
Владимир Шишкин 1906 ҫулта Пӑрачка районӗнчи Семеновское ялӗнче ҫуралнӑ. Фронта ӑна Мускав ҫар комиссариачӗ урлӑ илсе кайнӑ. Вӑл стрелоксен 316-мӗш дивизийӗнче стрелоксен 1073-мӗш полкӗнче ҫапӑҫнӑ, 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫ хунӑ. 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӑна «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе чыслама йышӑннӑ.
Чылай ҫул вӑл тӑванла вилтӑпри ҫинче пытарнӑ салтак пек шутланнӑ. Анчах ӑна Мускав тата Мускав облаҫӗнчи «Сокол» шырав отрячӗн боецӗсем тупнӑ.
