Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӑҫалхи 44-мӗш эрнере Чӑваш Республикинче ОРВИпе чирленӗ 4536 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку, малтанхи эрнепе танлаштарсан, 5,9% сахалрах.
Халӗ те унчченхи пекех, ачасем ытларах чирлеҫҫӗ. Чирлисен йышӗнче вӗсем – 66%. Ҫапах иртнӗ эрнерипе танлаштасан, ачасем чирлесси кӑштах чакнӑ.
Лайӑх хыпар та пур: республикӑра ОРВИпе тата гриппа чирлес шай эпидпорогран 2,1 хут пӗчӗкрех. Аптӑраса ӳкнисенчен нумайӑшӗ — Шупашкар хулинчен. Кунта пӗр эрнере 3187 ҫын чирленӗ. Ҫапах эпидпорогран пӗчӗкрех ку. Иртнӗ эрнере гриппа чирленӗ 2 ҫынна кӑна шута илнӗ.
Аса илтерер: республикӑра ОРВИпа грипран прививка тӑвасси малалла пырать. Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 338 пин ытла ҫынна вакцинациленӗ. Ку – халӑхӑн 30 проценчӗ.
