Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.0 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарти аэропорт амбулифт туянать

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Вика Сорокина 16.08.2017 12:33 | 277 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарти аэропорт кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянӗ. Ӑна кӑларакан предприятипе килӗшӳ туса хатӗрленӗ, укҫан пӗр пайне тӳленӗ. Самолетпа ҫӳрекен сусӑрсене анса хӑпарма меллӗ ятарлӑ транспорта илессине Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет.

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килекен спортсмен аэропорта кӳреннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Замир Шкахов спортсмен самолетран коляскӑпа анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр пулманни чӑрмав кӳнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ӑна багаж уйрӑмӗнчен тухма сӗннӗ. Куншӑн спортсмен хӑйне япала вырӑнне хураҫҫӗ тесе кӳреннӗ. Самолет трапӗнчен вӑл алӑ ҫине таянса аннӑ.

Шӑв-шав ҫуратнӑ истори хыҫҫӑн аэропорта амбулифт туянма хистесе суд та йышӑну кӑларнӑ.

#пӑтӑрмахсем, #сусӑрсем, #техника, #самолетсем, #ӑмӑртусем, #аэропорт, #судсем, #Шупашкар, #укҫа-тенкӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Транспорт министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарти аэропорта сусӑр спортсмен кӳреннӗ
2017, 03, 02
Сусӑрсене хӳтӗлес вырӑнне улталанӑ
2017, 07, 17
Сӑн ӳкерчӗкрен шикленсе укҫасӑр юлнӑ
2018, 01, 05
Хӑратса укҫасӑр хӑвараҫҫӗ
2018, 01, 11
Замир Шкахов Шупашкарти аэропорт амбулифт туяннӑшӑн савӑннӑ
2018, 01, 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org