Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Раҫҫейри чи маттур ӗне сӑвакан оператора Чӑваш Енри тӳре те палӑртӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Никита Сурский 05.09.2017 17:13 | 1859 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Ӗнер Мордва Республикинче ӗнене машинӑпа сӑвакан операторсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ пуҫланнӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗччен иртет. Конкурс тӳрисен йышӗ 36 ҫынран тӑрать. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш республикин Ял хуҫалӑх министерствин выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ӑратлӑха ӳстерессипе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Мясникова.

Конкурсра хӑйсен регионӗнче ҫӗнтернӗ чи маттур доярсемпе дояркӑсем ӑмӑртаҫҫӗ, вӗсем тупӑшӑва 60 субъектран пухӑннӑ. Конкурсантсем хӑйсен ӑсталӑхне икӗ кун кӑтартӗҫ: сумалли аппарата сӳтсе пуҫтарӗҫ, сӑвӑм залӗнче ӗне сӑвӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене пилӗк номинацире палӑртӗҫ. Унсӑр пуҫне сӗт выльӑхне усрассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене семинарта сӳтсе явӗҫ. Асӑнса хӑвармалла: кунашкал конкурс юлашки хут 2015 ҫулта иртнӗ, унта Чулхула облаҫӗнчи Евгения Ястребова ҫӗнтерсе "Рено" ҫӑмӑл машинӑна тивӗҫнӗ.

#ял хуҫалӑхӗ, #конкурс, #выльӑх-чӗрлӗх, #Мордва, #Чулхула облаҫӗ, #ӑсталӑх, #сӗт

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем