Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.0 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкар архитекторӗсем хула сӑнӗ илемсӗрленесрен шикленеҫҫӗ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 22.09.2017 09:13 | 261 хут пӑхнӑ
Хулара
Ҫӳллӗ ҫуртӑн макечӗ.
Ҫӳллӗ ҫуртӑн макечӗ.

Шупашкар архитекторӗсем хулари Карл Маркс урамӗнчи Суту-илӳ ҫуртне хирӗҫле лаптӑкра 26 хутлӑ ҫурт тӑвассине хирӗҫленӗ. Кун пирки вӗсем ӗнер, аван уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, хула строительстви енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче каланӑ.

Ҫӳллӗ ҫуртӑн строительствин проекчӗн докуменчӗсемпе килӗшӳллӗн, асӑннӑ лаптӑкра нумай функциллӗ ҫурт хӑпартмалла. Аялти хучӗсенче халӑха пулӑшу паракан предприятисем, темиҫе сийлӗ парковка, чи ҫӳлти хутра ресторан, ытти вара пурӑнмалли хваттерсем пулмалла. Анчах, архитекторсен шухӑшӗпе, кунашкал ҫурт хӑпартма ирӗклӗ вырӑн сахал, мӗншӗн тесен вӑл культура палӑкӗсен хӳтӗлев зонине те йышӑнма пултарать. Апла пулин те Евгений Тертышный тата Станислав Удяков архитекторсем строительствӑна хирӗҫ мар. Хула варринче пурӑнмалли ҫурт сахаллине, ҫавна май каҫсерен кунта ҫын сахал ҫӳренине палӑртнӑ вӗсем. Ку шухӑшпа Альфред Ибрагимов, Владимир Филатов, Александр Шевлягин и Елена Алипова архитекторсем пач килӗшмеҫҫӗ. «Ҫак ҫуртӑн Шалти ӗҫсен министерствин 14 хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртӗнчен ҫӳллӗрех пулмалла мар», — хытарсах каланӑ вӗсем.

Хула администрацийӗн архитектурӑпа хула тӑвас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку строительство тӗлӗшпе татӑклӑ йышӑнӑва архитекторсем хула тӳри-шарипе пӗрле ирттернӗ канашра тӑвӗҫ.

#ларусем, #проектсем, #ҫуртсем, #строительство, #Шупашкар, #ресторансем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Элтепер министра бюрократ тесе тарӑхнӑ
2017, 01, 29
Ют чӗлхесен вулавӑшне чӑваш тӗррипе илемлетӗҫ
2017, 08, 31
Телепроект ҫӗнтерӳҫи чирлӗ ачасем валли юрлӗ
2017, 09, 12
Ара Мишшине чӑваш ҫыравҫисем хӑйсен йышне илнӗ
2017, 09, 19
Чӑваш Ене килекен туристсене наци ҫимӗҫӗпе сӑйласшӑн
2017, 09, 20

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org