Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗн: Варнава митрополит «Матильдӑна» прокатран кӑларма ыйтнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 19.10.2017 17:22 | 1636 хут пӑхнӑ
Тӗн
"Про Город" тунӑ сӑн
"Про Город" тунӑ сӑн

Шупашкар тата Чӑваш Ен Епархийӗ ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ыйтупа тухнӑ. Епархи «Матильда» фильма прокартра илтересшӗн.

Епархи шухашӗпе, ку фильм провокациллӗ тата мӑшкӑлласа кулни. Ыйтӑва хӑй Варнава митрополит алӑ пуснӑ. Ҫыру айӗнче 25 тӗн ҫынни те ҫакӑнпа килӗшнине пӗлтерсе алӑ пуснӑ. Ӑна Михаил Игнатьев, ЧР Культура министерстви тата ЧР Патшалӑх Канашӗ ячӗпе янӑ.

Аса илтерер: Чӑваш Енри православи хастарӗсем «Матильда» фильма кӑтартассине хирӗҫ. Вӗсем Сосновка поселокӗнче тата Хӗрлӗ тӳремре митинг та йӗркеленӗ.

Пӗлмешкӗн: «Матильда» - Алексей Учитель рижессерӑн илемлӗ фильмӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче проката тухмалла. Истори мелодраминче Матильда Кшесинская балеринӑпа патша ывӑлӗ Николай Александрович хушшинчи хутшӑнусем пирки каласа кӑтартнӑ.

#фильмсем, #митингсем, #тӳре-шара, #Элтепер, #тӗн, #Епархи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45323
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 6344-5785
2017.10.19 21:30
Мĕншĕн пупсем чиркÿпе çыхăнман (светский) культура пурнăçа
кĕрсе хутшăнаççĕ? РФ Конституцийĕ тăрăх - РФ - светское государство. Чиркÿсене çÿрекен карчăксене хушса тăрччĕр...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем