Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: ЖКХ квитанцийӗсем ҫине реклама пичетлеттересшӗн мар

Сутатӑп Арека пальма
Сутатӑп Икӗ хутлӑ дача сутатӑп. Электричество, сарай, мунча, беседка, теплица, шыв пухма...
Сутатӑп Кроликсем сутатӑп.
Софья Савнеш 20.11.2017 18:39 | 185 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче РФ Патшалӑх Думи ҫӗнӗ саккун проектне иккӗмӗш вулавра йышӑннӑ. Ку ЖКХ квитанцийӗсем ҫинче пичетленекен рекламӑна пырса тивет.

Малашне унашкал рекламӑсем ҫынсене тарӑхтармасан та пултарӗҫ. Хутӑн тепӗр енне те реклама пичетлеме юрамӗ. Ку саккун проектне ҫынсен сӗнӗвӗсене шута илсе йышӑннӑ.

ЖКХ квитаницӗсем ҫинче реклама нумаййи ҫынсене йӑлӑхтарнӑ-мӗн. Ҫавна май ҫӑхав нумай пулнӑ. Хут ҫине реклама пичетлеҫҫӗ те ЖКХ хакӗсене чи пӗчӗк шрифтпа ҫыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри, тӗслӗхрен, тивӗҫлӗ канурисем, ӑна вулаймасть те. Судсем те ҫакнашкал рекламӑна саккуна пӑсни тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Саккуна 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вулав хӑҫан иртесси паллӑ мар. Саккуна йышӑнсан вӑл 60 кунран вӑя кӗрӗ.

#Патшалӑх Думи, #саккунсем, #ЖКХ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

14 ҫул тултарман ачасене халӑх тетелӗнче регистрациленме чарасшӑн
2017, 04, 11
Ачасене экзотикӑллӑ ятсем хума чарнӑ
2017, 04, 21
Усал сӑмахпа кӳрентернӗшӗн штраф тӳлеттересшӗн
2017, 06, 23
Вӗренӳ ҫулне куҫарассине РФ Вӗренӳ министерстви ырламасть
2017, 08, 31
Вӑрманти хӑрӑк-харӑка тӳлевсӗр пуҫтарма ирӗк парасшӑн
2017, 11, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org